Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Кăрлач » 23 » "ИЛЕМЛĔ СĂМАХ ЛАÇÇИНЧЕН" – "ТАНТĂША" ТУСЛĂХ КĔПЕРĔ
"ИЛЕМЛĔ СĂМАХ ЛАÇÇИНЧЕН" – "ТАНТĂША" ТУСЛĂХ КĔПЕРĔ
21:48
Сăн ÿкерчĕк
Çĕнĕ çула çутă ĕмĕтсемпе кĕтсе илчĕ Пикшик шкулĕн туслă йышĕ. Вĕренекенсенчен чылайăшĕ çулталăка "Тантăш” хаçатпа, "Тетте”, "Самант” журналсемпе пуçлама кăмăл турĕ. Çамрăк ăрăва, ача-пăчана кĕнекепе, хаçат-журналпа туслашма пулăшасси, ытларах вулама хăнăхтарасси пирки Раççей шайĕнче калаçнă чух вĕсем аякра юлма пултараççĕ-и? 
Пĕр вунă çул каяллах республикăри хаçат-журналсемпе тачă çыхăну тытнă Пикшиксен чун-чĕринче пултарулăх çăл куçĕ тапма пăрахман-ха. Унта çĕнĕ варкăш кĕртмеллине туйса илнĕ Людмила Анатольевна Тихонова вĕрентекен чи малтанах ачасене "Тантăшпа”, "Теттепе”, "Самантпа” туслашма хавхалантарнă. 
Кашни пĕлÿ çурчĕ – пĕр пысăк çемье, пĕр чăмăр. Çемйи çеç тĕрлĕрен: ăнланулăх, килĕшÿ хуçаланакан йышра пурне те лайăх, лăпкă, хăтлă. 
200 ытла ачана йышăнма пултаракан Пикшик шкулĕнче паян 100 ытла вĕренекен, вĕсен йышĕ ытти çĕрти пекех чакнă. Пĕчĕк шкулсене тытса тăма тăкаклă тесе пăшăрханакан пуçлăхсене çакă, тен, кăмăлсăрлантарать те пулĕ. (Ачисем ытларах пулсан пурне те аванрах-ха). Çапах пĕчĕк хуран пăтти тутлăрах тени те асран тухман. Педагогсем çакна лайăхрах та туяççĕ, класра 10-15 вĕренекен ларсан кашнинпе уйрăммăн ĕçлеме, кашнине тĕрĕслеме май пуррине аванрах чухлаççĕ. 
– Ача ачах, ыйтатăн – хуравлать, асăрхаса çитереймесен хăйĕн ĕçĕпе апппаланма та пултарать. Пĕчĕк йышра йăлтах курăнать, – шухăша малалла тăсать ку шкулта 1994 çултанпах чăваш чĕлхипе литерарура вĕрентекен Людмила Анатольевна. 
Тăван чĕлхе илемне туякан, илемлĕ литература енне туртăнакан ача сахал мар Юрий Сементер сăвăç, Роза Скворцова (Власова) журналист тухнă тăрăхра. Людмила Тихонова ертсе пыракан "Илемлĕ сăмах лаççи” кружока хаваспах çÿреççĕ вĕсем. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек сăвă-калав шăрçалаççĕ, ăсталăх вăрттăнлăхĕсене алла илме ăнтăлаççĕ. Паянхи хастар çамрăксем те – Наташа Ершова, Света Тихонова, Надя Шумилова, Лена Максимова, Андрей Яковлев, Диана Тихонова, Никита Николаев тата ыттисем – хăйсен пултарулăхне ăçта кăна кăтартман, районти конкурс-ăмăртусенче çĕнтерсе республика шайĕнче палăрма тăрăшнă. 
– Эпĕ ытларах сăвă вулама килĕштереттĕм, 4-мĕш класра чухне П.Хусанкай 100 çул тултарнине халалланă конкурсра пĕрремĕш, "Çеçпĕл кăвайчĕ-2009” ăмăртăвăн районти тапхăрĕнче чăваш поэчĕсен хайлавĕсене илемлĕ вулакансен хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Çакă хама та сăвă çырса пăхма хистерĕ, – тет Андрей Яковлев. 
– Илемлĕ сăмах лаççин никĕсне хываканне – ку шкулта нумай çул ĕçленĕ ЧР тава тивĕçлĕ учительне Раиса Егоровна Ивановăна тав тумалла пирĕн. Шăпах вăл тăрăшнипе вун-вун çул каяллах республикăри хаçат-журналсемпе тачă çыхăну йĕркеленĕ, кашни ăмăртăва хутшăнма васканă Пикшик шкулĕн вĕренекенĕсем, – хăйсем те вăл хывнă çула такăрлатма ăнтăлнине палăртасшăн Людмила Анатольевна. – Ман алăмра – Раиса Егоровна альбомĕ, хăйне евĕр тупра, пил кĕнеки: тĕрлĕ çулта, тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ ачасен сăвви-калавĕ, материалĕ-сем, конкурс-мероприятисенче сăнланнă ÿкерчĕкĕсем, ĕçĕ-хĕлĕ... Вĕсемпе паллашатăн та ирĕксĕрех малалла талпăнас, ĕçлес кăмăл çуралать. 
Çĕнĕ çул умĕн кашни ачах тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш кĕтме хăнăхнă. Хăйсен шкулне "Тетте” журнал пыни, ача-пăча кăларăмĕсене çырăннисен хушшинче лотерей вылявĕ ирттерни те хăйне евĕр парне, кĕтменлĕх пулчĕ-тĕр Пикшиксемшĕн. "Тантăш” хаçатпа ”Тетте”, "Самант” журналсене çырăннă ачасенчен пĕри те парнесĕр юлмарĕ.

Алина ГЕРАСИМОВА. 
ЧР, Красноармейски районĕ.
"Тантăш"
Миçе çын пăхнă: 601 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024