Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Чÿк » 3 » Ял çыннин утăмĕсем çирĕпрех
Ял çыннин утăмĕсем çирĕпрех
19:32
Сăн ÿкерчĕк
Чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Трак енри ял ĕçченĕсем халăх пултарулăхĕн районти çуртне хăйсен професси уявне паллă тума пухăнаççĕ. Ун умĕн яланхи ырă йăлапа районти "Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕпелне район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика енĕпе ĕçлекен çумне, ял хуçалăх, экономика тата обществăлла инфратытăм управленийĕн начальникне И. В. Степанова чĕннĕ, темиçе ыйтăва хуравлама ыйтнă. 

Корр.: Иван Васильевич, кăçалхи ĕç çире çĕр çыннине пĕртте çăмăл тивмерĕ. Малтанласа шăрăх тăчĕ, авăн уйăхĕнчен вара çумăрсемсĕр кунсем сахал килчĕç. Çапах та ваттисем "Ĕçпе ĕçĕн тĕлĕ пур, кашни ĕçĕн йĕрки пур”, теççĕ. Ял çыннисем ку чухне "Тĕллевлĕ вăй хурсан — йывăрлăхсем парăнаççех” тенине те асрах тытрĕç. Уй-хир отраслĕнчи малтанхи кăтартусене еплерех хаклатăр-ха Эсир?

Хурав: Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене районĕпе 12387 гектар алла илнĕ. Çĕр улми 728 гектар йышăнчĕ. Пĕтĕмпе 11254 гектар лаптăксене 6183 центнер минераллă удобренисем хывнă. Çак цифрăсем унчченхи çулхинчен самаях пысăк. Çуртрисене 452 тонна элитăллă вăрлăхпа акса хăварнă. 
Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли пурĕ утă 4638 (110 процент), сенаж 8276 (136,7), силос 10027 тонна (70,9) е 153460 центнер апат единици чухлĕ хывнă, кашни ĕне пуçне 29,1 центнер апат единици тивет. Ку тĕлĕшпе "Волит”, "Красное Сормово”, "Караево” тата "Шатьма” хуçалăхсем лайăх ĕçлерĕç. 
Комбайнерсен ăмăртăвне йĕркелени те пысăк усă кÿчĕ. Кăтартусене кашни 7 кунра тата 2 ушкăнра пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, куçса çÿрекен вымпелсемпе чысларăмăр, укçан премисем патă-мăр. Тулли мар яваплă "Таябинка” Агрофирма” пĕрлешÿри О. Ю. Васильев комбайнер кашнинчех çĕнтерсе пычĕ, 29295,7 центнер тырă тĕшĕлесе "Вырма-2011 чемпионĕ” ята тивĕçрĕ.

Корр.: Ял çынни туртакан лав чăннипех çăмăл мар. Анчах "ун çинче тĕнче тытăнса тăрать”, палăртрĕ аграрисене професси уявĕ ячĕпе саламланинче Чăваш Ен Президенчĕ М. В. Игнатьев. Сумлă çак хаклава мĕнле йышăнчĕç-ха выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте вăй хуракан пирĕн ĕçченсем?

Хурав: Выльăх пăхакансем те япăх мар вăй хураççĕ. 9 уйăхра районĕпе акă аш-какай 919, сĕт 4822 тонна туса илнĕ, çаксем иртнĕ çулхи ку вăхăтринчен 33 тата 4 процент нумайрах. Аш-какай илессине "Таябинка” агрофирма, "Досаево” ял хуçалăх артелĕ тата "Шатьма” пĕрлешÿ пĕлтĕрхинчен 88,8—88,7—54,9 процент ÿстерчĕç. 
Кашни ĕнерен вăтамран районĕпе 9 уйăхра 3230 килограмм сĕт сунă. Ку енĕпе кăтартусем "Караево”, "Красное Сормово”, "Волит”, "Шатьма” хуçалăхсемпе А. Степанов хресчен фермер хуçалăхĕнче пĕлтĕрхинчен 18—3 процент пысăкрах. "Красное Сормовăра” ав ĕне пуçне 4291-шер, "Шатьмăра” 4137-шер килограмм сĕт илме пултарчĕç. 
"Волит” хуçалăх сĕт пахалăхĕ енĕпе çулталăк пуçланнăранпах республикăра малта пырать. Çак тĕлĕшпе "Красное Сормово” та — малти 5 хуçалăх йышĕнче. 
Пĕлтĕрхи шăрăх çанталăка пăхмасăрах районта мăйракаллă шултра выльăхсен йышне сыхласа хăварнă. Вĕсен хисепĕ октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3421 е пĕлтĕрхинчен 51 пуç ытларах, ĕнесен 1561 е иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 140 пуç нумайрах пулнă. Ĕнесен йышне "Красное Сормово” — 41, "Волит” — 40, "Янмурзино” 8 пуç пысăклатнă. "Таябинка” агрофирмăра сыснасен хисепĕ 6731 пуçа çитнĕ е иртнĕ çулхинчен 2,3 процент нумайрах. Пĕрлешÿре вĕсен йышне çулталăк вĕçленнĕ тĕле 7050 пуçа çитерме пăхаççĕ. 
Халĕ "Караево” хуçалăхри сĕт-çу ферминче 24 ĕне сумалăх зал тăваççĕ. В. Васильева хресчен фермер хуçалăхĕнче сĕте пакетсене тултармалли цеха хута ярас тĕллевпе тимлеççĕ.
Уяв кунĕнче малта пыракансен ячĕсене те асăнмасăр иртме çук. "Красное Сормовăри” сĕт-çу ферминче (заведующийĕ Елена Алексеева) 9 уйăхра кашни ĕнерен 4265 килограмм продукци илнĕ. Кунти Алиса Маркова, Светлана Данилова, Ева Иванова дояркăсем хăйсене çирĕплетсе панă ушкăнри ĕнесенчен 4655-шер килограмм сĕт сума пултарнă. "Нивăри” Алина Ильина техник-осеменатор 100 ĕне пуçне 62 пăру, "Таябинка” агрофирмăри Зоя Антонова сысна пăхакан 1462 е пĕлтĕрхинчен 69 çура нумайрах алла илнĕ.

Корр.: Раççейпе Чăваш Ен Правительствисем ял çыннисен пурнăçне çăмăллатассишĕн пурне те тăваççĕ. Паллах, çĕнĕлĕхсемсĕр ÿсĕм тăваймастăн ку чухне. Районта ял хуçалăх производствине ÿстерме, хресчен ĕçĕн культурине лайăхлатма мĕн тăваççĕ-ха?

Хурав: "2008—2012 çулсенче Красноармейски районĕнчи агропромышленноç комплексне аталантарасси, ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварăн тата апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелештересси” районти тĕл-левлĕ программăна пурнăçласа, юлашки 2 çул та 9 уйăхра çеç 107 миллион ытла тенкĕлĕх ял хуçалăхĕн çĕнĕ техникине туяннă. Çав шутра тĕрлĕ маркăллă 29 тракторпа тĕш тырă пухса кĕртмелли 9 комбайн. 
Акă "Таябинка” агрофирмăра çулленех ĕç çире хăватлă, ресурссене перекетлеме май паракан техникăпа усă кураççĕ. "Караево” хуçалăхри машинăпа трактор паркĕ те 9 миллион ытла тенкĕлĕх çĕнĕ техникăпа пуянланчĕ. Ку тĕлĕшпе "Красное Сормово”, "Волит”, "Шатьма”, "Бахча”, "Янмурзино”, "Нива”, "Досаево” хуçалăхсемпе В. Васильева, А. Николаев, В. Шумилов, Е. Степанова хресчен фермер хуçалăхĕсене те ырăпа асăнмалла. "Караевăра”, "Красное Сормовăра” тата "Таябинка” агрофирмăра, сăмахран, тĕнче шайĕнчи тракторсемпе усă курни пысăк ÿсĕм кÿрет. 
Агропромышленноç комплексне патшалăх та пысăк пулăшу парать. Кăçалхи тăхăр уйăхра çак тĕллевпе пĕтĕмпе 47151 пин, çав шутра федераллă бюджетран 30229 пин тенкĕ уйăрнă. Выльăх апачĕ валли кăна района 12678 пин тенкĕлĕх субсиди килнĕ. "Яла 2013 çулчченхи тапхăрта аталантарасси” тĕллевлĕ федераллă программăпа ялти çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем валли 2765 пин тенкĕ уйăрса панă. 

Корр.: Уяв умĕн ял хуçалăх ĕçĕнчи çитменлĕхсене асăнни вырăнлах мар пуль-ха та, çапах хальлĕхе мĕн пăшăрхантарать Сире? 

Хурав: "Ял хуçалăхĕнче усă курмалли çĕрсен çаврăнăшĕ çинчен” саккуна улшăнусем кĕртнĕ май, вĕсемпе усă курассишĕн çĕр пайĕсен хуçисем яваплă пулса тăраççĕ. Çĕре арендăна панин килĕшĕвĕсене вара регистраци палатинче шута илеççĕ. Çакă лару-тăрăва лайăхлатма пулăшасса шанас килет. 
"2013—2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантарасси, ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварăн тата апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелештересси” патшалăх программин проектне ЧР ял хуçалăх министерствин сайтне вырнаçтарнă. Ăна сÿтсе явма хутшăннисем вăл питех те кирлине палăртаççĕ. Чăн та, космоса тĕпчемелли программа пур, ял хуçалăхне аталантармалли вара — çук. Уй-хир ĕçĕсене çÿллĕ шайра ирттерме хальхи хăватлă техника кирлĕ, мĕншĕн тесен хуçалăхсенче юлашки вăхăтра алă вăйĕ тивĕçсе пыманни çине-çинех сисĕнме-палăрма тытăнчĕ. "Красное Сормовăра”, калăпăр, ĕç килĕшĕвĕпе пăхнă тăрăх, йĕркене пăхăнакансене ĕç укçи çумне 50 процент хушса тÿлеççĕ. Çапах та хăш-пĕр хуçалăхсенче механизаторсем çуккипе çĕнĕ техника ахалех ларнă тĕслĕхсем те пулчĕç.

Корр.: Вăхăт ума çĕнĕ тĕллевсем кăларса тăратать. Çитĕнÿ ĕçлемесĕр ÿсĕнмест, теççĕ. Ял çыннисен утăмĕсем малашне татах çирĕпрех пуласса шанатпăр. Професси уявĕ ячĕпе саламланă май, Иван Васильевич, районти аграрисене мĕн суннă пулăттăр-ха?

Хурав: Чи малтанах кăçалхи ĕç çире хастарлăх, чăтăм-лăхпа тÿсĕмлĕх кăтартнăшăн вĕсене тав тăватăп. Кунпа пĕр-лех çĕнĕ çитĕнÿсем туптама ырă сывлăхпа вăй-хăват, çемьесенче килĕшÿлĕхпе çураçу тата телейпе савăнăç сунатăп.

Корр.: Тавтапуç, Иван Васильевич, хуравсемшĕн. Хăвăра та праçник ячĕпе саламлатпăр.

В.Данилов ("Ял пурнăçĕ")
Миçе çын пăхнă: 552 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024