Чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче пирĕн районта Чăваш Республикин Элтĕперĕ (Президенчĕ) М. В. Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ. Кăнтăрла иртсен чи малтанах Михаил Васильевич тулли мар яваплă "Чесла” тата "Чесла - АСТ” пĕрлешÿсене çитрĕ, вĕсенче ĕçлекенсемпе курнăçрĕ. Ку пĕрлешÿсем 2004—2005 çулсенченпе ĕçлеççĕ, çĕр-шывĕпех саланакан атă-пушмак хатĕрлеççĕ, предпирятисенче 92 тата 86 çын вăй хураççĕ. "Ю. А. Дурасов ырă тĕслĕх кăтартакан ертÿçĕ. Вăл çакнашкал производство йĕркелесе чылай çын валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса хунă”, палăртрĕ Президент.
Унтан çул çĕнĕрен тăвакан "Трак керамики” заводалла выртрĕ. М. В. Игнатьева кунти ĕçсемпе хупă йышши "ТУС” акционер обществин генеральнăй дир
...
Малалла вула »