Пирĕн район экономикин тĕп секторĕ — ял хуçалăхĕ. Республикăри мĕн пур категорисенчи хуçалăхсен ял хуçалăх продукцийĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче район тÿпи 3,0 процентпа танлашать. Чăвашстат пĕл-тернĕ тăрăх, районти мĕн пур категорисенчи хуçалăхсен ял хуçалăх продукцийĕн пĕтĕмĕш-ле калăпăшĕ кăçалхи январь — сентябрь уйăхĕсенче, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 146,4 % пулнă (2009 çулхи январь — сентябрь — 104,4%, 2011 çулхи январь-сентябрь, 2009 çулхи январь-сентябрьпе танлаштарсан — 94,7%).
2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 25 ял хуçалăх предприятине, 89 хресчен фермер хуçалăхне, 7,1 пин килти хушма хуçалăха шута илнĕ.
2011 çулта мĕн пур категорисенчи хуçалăхсенче акăнакан пĕтĕм лаптăксене, 2010 çулхипе танлаштарсан, 5,2 процент, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенне 21,3% ÿстернĕ.
"АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа В. Ва
...
Малалла вула »