Пирĕн район экономикин тĕп секторĕ — ял хуçалăхĕ. Республикăри мĕн пур категорисенчи хуçалăхсен ял хуçалăх продукцийĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче район тÿпи 3,0 процентпа танлашать. Чăвашстат пĕл-тернĕ тăрăх, районти мĕн пур категорисенчи хуçалăхсен ял хуçалăх продукцийĕн пĕтĕмĕш-ле калăпăшĕ кăçалхи январь — сентябрь уйăхĕсенче, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 146,4 % пулнă (2009 çулхи январь — сентябрь — 104,4%, 2011 çулхи январь-сентябрь, 2009 çулхи январь-сентябрьпе танлаштарсан — 94,7%). 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 25 ял хуçалăх предприятине, 89 хресчен фермер хуçалăхне, 7,1 пин килти хушма хуçалăха шута илнĕ. 2011 çулта мĕн пур категорисенчи хуçалăхсенче акăнакан пĕтĕм лаптăксене, 2010 çулхипе танлаштарсан, 5,2 процент, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенне 21,3% ÿстернĕ.
"АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа В. Васильева ХФХри, "Караево”, "Красное Сормово”, "Волит” хуçалăхсенчи сĕт-çу тата В. Васильева ХФХри сысна фермисене реконструкцилесе çĕнетнĕ.
Тулли мар яваплă "Таябинка” Агрофирма” пĕрлешÿре çĕр улмине çуса тултармалли технологи процесĕсемлĕ пахча çимĕç упрамалли хранилище тăваççĕ. 20 миллион тенкĕлĕх кредит линийĕ уçнă, 10,8 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. Çĕр улмине типпĕн тасатса тултармалли оборудовани туяннă. 2011 çул вĕçленнĕ тĕле ĕçе кĕртме пăхаççĕ.
Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи 2011 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче 6156,1 тенкĕпе танлашнă (2010 çулхи çав вăхăтрин 112,8%).
"Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн, 2003—2011 çулсенче районти 97 çемье яллă вырăнта çурт-йĕр лартма (туянма) 27,5 миллион тенкĕлĕх социаллă тÿлев илнĕ, çав шутра 2011 çулта — икĕ çын 1,28 миллион тенкĕлĕх тата 2 çамрăк çемьепе çамрăк специалист 1,5 миллион тенкĕлĕх. |