Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Чÿк » 14 » “Пурнăçра çул кăтарттăр ватти” ("Ял пурнăçĕ")
“Пурнăçра çул кăтарттăр ватти” ("Ял пурнăçĕ")
19:31
Сăн ÿкерчĕк
Ноябрĕн 9-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче Трак енри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен слечĕ иртрĕ. 
Çакăн йышши мероприятие йĕркелесе ирттерме иртнĕ çулхи районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен отчетлă пленумĕнче йышăнса хăварнăччĕ. Президиум çакна шута илчĕ те. Çавна май кăçал вырăнсенче ватăсен пухăвĕсем иртрĕç, шур сухалсем районти слета кайма делегатсем суйларĕç. 
Тĕп пулăва килнисене малтанах халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев ертсе пыракан ветерансен хорĕ юрă-ташăпа саламларĕ. Фойере çав кун Трак вăтам шкулĕн ÿнер ĕçне вĕрентекен Н. В. Кривошеевăн ĕçĕсен куравĕ ĕçлерĕ. 
Слета килнĕ делегатсем умĕнче районти ĕçпе вăрçă (пенсионерсен) канашĕн ертÿçи Г. Ефимов тухса калаçрĕ. 
Паянхи куна районта ĕçпе вăрçă ветеранĕсен 31 пуçламăш организацийĕ. Иртнĕ тапхăрта канашăн 3 пленумĕ, 8 ларăвĕ иртнĕ. Иртнĕ çул район центрĕнче ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне йĕркелеме май килнĕ. Ăна педагогика ĕçĕн ветеранĕ В. Антонова ертсе пырать. Район центрĕнче 500-е яхăн ĕçпе вăрçă ветеранĕ пурăнать. Георгий Леонидович ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕсен председателĕсене — И. Ильина (Мăн Шетмĕ), Р. Репина (Шупуç), Н. Семенова (Кĕçĕн Шетмĕ), В. Семенована (райпо), Л. Григорьева (вĕрентÿ пайĕ) — чыслă ĕçшĕн тав турĕ. Ырă ĕçсем татах та пур. Юлашки вăхăтра президиум членĕсем район тăрăхĕнчи сумлă ватăсене юбилейĕсем ячĕпе вырăна тухса саламланă. 
Кăçалхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта икĕ хут Совет Союзĕн Геройне, авиаци генерал-майорне, Чăваш Республикипе Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинне А. Г. Николаев летчик-космонавта сума суса палăк уçрĕç. Çавна валли пирĕн тăрăхри ватăсем 30 пин ытла тенкĕ пухма пултарнă. Г. Ефимов çак чыслă ĕçре палăрнă вуншар хушамата асăнчĕ. Трак тăрăхĕнчи ватăсем райцентрти Çĕнтерÿ паркĕнчи Мухтав аллейине уçма та сумлă тÿпе хывнă. 
Тĕп доклада тухса калаçакансем чылай пуянлатрĕç. Акă Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председательне Н. Семенова кăçал районти хăш-пĕр хуçалăхсем уй-хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеменни, вырăнсенче ĕлĕк хуçалăхсене питех те кирлĕ пулнă çуртсем паян ишĕлсе выртни тарăннăн шухăшлаттарать. Педагогика ĕçĕн ветеранне Ф. Петрована район центрĕнче тротуарсем тивĕçлĕ шайра, каçсерен Красноармейски урамĕсенче çутă тивĕçлĕ шайра пулманни, пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсем çывăхĕнче ача-пăча площадкисем çитменни, хăш-пĕр хваттерсенче çав-çавах сивĕ пулни, хулари евĕр аптекăсенче эмелсене йÿнетсе сутманни канăçсăрлантарать. Р. Егорова (Пикшик) хăйсен тăрăхĕнчи ĕç ветеранĕсен Р. Репинăн, Л. Исаеван ĕçĕсене пысăка хурса хакларĕ. Радомир Дмитриевич тăрăшнипе Шупуç тăрăхĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăнманнисен кĕтесне йĕркелеме, выльăхсене шăварма пĕвене юсама, çăл тасатма май килнĕ. Н. Ершов (Янкас) паянхи вăхăтра ку тăрăхра пурăнакансене хумхантаракан ыйтусене çĕклерĕ. Л. Васильев (Кушкă, хуçалăхсен пай çĕрĕсемпе усă курнă чухне çынсене кÿрентермелле мар), Г. Гурьев (Çĕнĕ Выççăлккă, йывăрлăхсем пур, вĕсене çĕнтерме пулатех), Ф. Лукин (Анат Кушар, эрех-сăра вăрттăн сутакансемпе вирлĕ кĕрешÿ кирлĕ, райпо магазинĕсенче эрех сутас вăхăта кĕскетмелле), Г. Федорова (Васнар, çуркунне-кĕркунне ял çыннине килти хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама ял хуçалăх техники кирлех), И. Ильин (Мăн Шетмĕ, тăван республикăмăрта "Ĕç ветеранĕ” ята кама парĕç?), С. Мефодьева (Заволжски ЛПУМГ, укçа-тенкĕ çитмест тесе культурăна пĕтме парас çук) хальхи вăхăтра ял çыннине канăç паман ыйтусене тапратрĕç. С. Железин вара çапла сĕнÿ пачĕ: "Çулленех Красноармейски районне туса хунă куна — январĕн 25-мĕшне — район кунĕ тесе палăртмалла”, "райцентрти В. Васильев урамне хăйне май Мускаври пек Арбат туса хумалла”, ”эрнере пĕр хут район администрацийĕн пуçлăхĕпе çыхăнма тÿрĕ лини йĕркелемелле”. Районти историпе краеведени халăх музейĕн директорĕ В. Серафимов район энциклопедине кăларас ыйтăва çĕклерĕ. Ыйтусем татах та пулчĕç. Вĕсене район прокурорĕ Н. Муллин, Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Э. Ермаков, район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Л. Киселев, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ А. Петрова, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕн çумĕ М. Прохоров хуравларĕç. Пухăннисем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров тухса калаçрĕ, ыйтусем çине хурав пачĕ. 
Юлашкинчен ватăсене чăваш эстрада çăлтăрĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л. Васильева хавас юрăсемпе савăнтарчĕ.

Ю.Борисов
Миçе çын пăхнă: 493 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024