Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 8 » Кашни çемье “Ял пурнăçне” вулатăр
Кашни çемье “Ял пурнăçне” вулатăр
22:15
Сăн ÿкерчĕк
Алманч тăрăхĕнче пулнă май, Алманчпа Туçи Чуракасси ялĕсенче ватти-вĕттипех курнăçрăм. Манăн сăмах район хаçатне çитес çулхи пĕрремĕш çур çулшăн хальхинчен те ытларах сарассипе çыхăнчĕ. Алманч çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Валентина Львовна Александрова вашават хĕрарăм. Хăть кампа та вăл чуна уçса калаçма хатĕр.

Паян Алманчра — 363, Туçи Чуракассинче 291 çын пурăнаççĕ. Анчах та "Ял пурнăçне” кашни 100 кил пуçне сарассипе хальлĕхе çыхăну уйрăмĕ те, почтальонкăсем те çителĕксĕртерех ĕçлеççĕ-ха. Çыннисем йышлă, сахал мар. Мĕншĕн-ха асăннă икĕ ялта район хыпарçине вуласшăнах мар? Çак ыйту çине тĕрĕс хурав парасса шанса ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Владимир Витальевич Долговпа калаçрăмăр. 

— Çырăнтуру ыйтăвĕ, чăнах та, кун йĕркинче çирĕп тăрать. Пирĕн ял администрацийĕн тĕллевĕ вăл — кашни çемьене район хаçатне вулаттарасси. Асăннă ыйтупа хамăр патра ятарласа канашлу ирттертĕмĕр. Унта почтальонкăсемпе пĕрлех ял старостисемпе ял тăрăхĕн депутачĕсем хутшăнчĕç. Акă, Алманч ялĕпе староста — Геннадий Вашуркин, Туçи Чуракассипе — Нина Никитина. Вĕсем иккĕшĕ те район хаçатне çулленех çырăнса илеççĕ. Тата пирĕн вунă депутат. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, А. Егоров, Л. Федорова, Э. Петрова, А. Андреева тата ыттисем, çав шутра эпĕ те, район хыпарçисĕр пурăнаймастпăр. Пирĕн администрацинче тăрăшакан ертсе пыракан специалист — эксперт — Э. Васильева, специалист — эксперт З. Александрова, Р. Степанова кассир, çар ыйтăвĕпе ĕçлекен Н. Меркушова инспектор, çурма ставкăпа вăй хуракан О. Сергеев кашниех "Ял пурнăçĕпе” çывăх, — тет Владимир Витальевич. — Шел пулин те, хăш-пĕр çамрăксем вуласшăн та, çырăнасшăн та мар. 

Çыхăну уйрăмĕн начальникĕ çулленех район хаçатне çырăнса илекенсене ят-хушаматпах асăнчĕ. Çав йышра ватăраххисем те, çамрăкраххисем те пур. Акă, Алманчра пурăнакан 80 çултан иртнĕ Антонина Архипова район хаçатне пĕр çул та илсе тăманни пулман. Унăн ывăлĕ — Роберт — тата кинĕ — Алманчри вăтам шкулта физика предметне вĕрентекен Луиза Клементьевна — район хыпарçин чăн-чăн тусĕсем пулнипе паллă. Алевтинăпа Геннадий Васильевсем — вĕрентекенсем, Лияпа Сергей Молотковсем, 1926 çулта çуралнă Илья Кондратьев та, Туçи Чуракассинчи Елена Филиппова, Елена Васильева тата ыттисем те "Ял пурнăçне” çулленех çырăнмасăр юлмаççĕ. 

Ялсен урамĕсенчи тĕл пулнă çынсен шухăш-кăмăлне те пĕлтерем-ха. Сăмахран, Алманчри 61 çулхи Николай Егоров, Туçи Чуракассинчи 62 çулхи Василий Александров тата 77-ри Елизавета Васильева халь район хаçачĕ çырăнман пулин те, çитес вăхăтрах çырăнма сăмах пачĕç. Вĕсем сăмаха ĕçпе çирĕплетессе тата ыттисем те вĕсенчен тĕслĕх илессе шанатăп эпĕ. 

Г. ЕФИМОВ
Миçе çын пăхнă: 715 | Кам хушнă: alex-net | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024