О. ТИМОФЕЕВА.
районта ҫырав ирттерес ыйтусемпе ӗслекен уполномоченнӑй
Ҫырăва хатӗрленме пуҫланӑранпа ҫуртсем ҫине 4463 номер, 222 урам
ячӗллӗ паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Ҫурт-йӗрсен списокӗсене ҫырса хатӗрлес тӗлӗшпе ял
тӑрӑхӗсем 57538 тенкӗ уйӑрнӑ (Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ — 9038, Карай— 11000, Пикшик— 1500, Упи—10000, Красноармейски
— 8800, Чатукасси
— 13700, Алманч —
3500). Укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗррине пула хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсен специалисчӗсем ҫурт-йӗрсен
списокӗсене ҫырса хатӗрлес ӗҫре хӑйсен хуҫалӑхӗнчи материалӗсемпе усӑ курнӑ.
Ял тӑрӑхӗсенче миҫе ҫын пурӑннине хуҫалӑх кӗнекисене вӑхӑтра
тата тӗрӗс ҫырса пыни — ҫывхаракан ҫырава пахалӗхлӑ ирттерессин пӗр енӗ. Миграци
службин ӗҫченӗсем ҫынсем регистраци учет-не тӑрассипе унтан тухассин правилисене
епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. 2008 ҫулта вӗсем районти пур ялта та тӗрӗслев ирттернӗ.
2009 ҫулта вара тепӗр хут Красноармейски ял тӑрӑхӗнчи 6 ялта тӗрӗслевпе пулнӑ. Вӗсенчехуҫалӑхкӗне-кинче
палӑртнипе уйрӑмлӑх пуррине тупса палӑртман.
2009 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗ тӗлне
районта 7676 кил-ҫурт малтан тунӑ списокра пулнӑ. Вӑхӑтлӑх 13 ӗҫчен июлӗн 1-23-мӗщӗсенче
список тӑрӑх пӳрт-ҫуртсемпе хуралтӑсене тӗрӗслесе шута илнӗ. Пӗтӗмлетӳ хыҫҫӑн
7606 ҫурт, 7642 пурӑнмалли тата пурӑнмалла мар хуралтӑсем, 8776 пурӑнмалли вырӑн
пуррине палӑртнӑ.
Районта 89 ял, 9 ял тӑрӑхӗ. Регистраторсен
тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн ҫын шучӗ 18151-пе танлашрӗ. Район-та 45 шутлав участокӗ йӗркеленӗ,
участокри кашни переписчик пуҫне 400 ҫын тивет. Умра тухса тӑракан йывӑрлӑхсене
ҫӗнтерме тата кирлӗ ыйтусене татса пама инструкторсен 11, 3 ҫырав участокӗ туса
хунӑ. Ҫырав ӗҫӗ валли вӑхӑтлӑх 77 ҫырав ӗҫченне суйласа илмелле тата вӗрентмелле.
Районти статистика уйрӑмӗнче ҫырав вăхăтĕнче ҫырав ӗҫченӗ пулса ӗҫлеме кӑмӑл тăвакансене
йышӑнаҫҫӗ. Кадрсене суйласа илнӗ чухне иртнӗ ҫырава хутшӑнса палӑрнисене шута илеҫҫӗ
тата вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсене хапӑл тӑваҫҫӗ.
Ҫынсен ӗҫне йӗркелеме, ял халӑхӗ
ҫинчен пуҫтарнӑ мӗн пур хыпара тата ытти кирлӗ хутсене упрама 8 пÿлӗм уйӑрнӑ. Вӗсем
тӗпрен илсен администраци ҫурчӗсенче, шкулсенче, клубсенче выр-наҫнӑ.
Халӑх хушшинче пулса иртекен
ҫырав пирки каласа ӑнлантарас ӗҫ паллӑ вырӑн йышӑнать. Ҫырава хатӗрлен-ме пуҫланӑранпа
ҫырав материалӗсемпе 38 стенд тунӑ, вӗсем районти статистика уйрӑмӗнче, ял тӑрӑхӗсен
ҫурчӗсенче, халӑх ытларах пуҫтарӑнакан тӗлте (клуб, биб-лиотека) вырнаҫнӑ. Район
ад-министрацийӗпе ял тӑрӑхӗсен сайчӗсенче "Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ-2010"
баннерсем йӗркеленӗ. Унта Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравне палӑртакан ҫӗнӗ эмблема
лартнӑ. Район администрацийӗн сайтӗнче — 59, ял тӑрӑхӗсен сайчӗсенче ҫырав темипе
килӗшсе тӑракан 38 материал вырнаҫтарнӑ. "Ял пурнӑҫӗ" хасатра иртнӗ ҫул
ҫырав пирки 8 статья пичетленӗ. Чӑвашстат ӗҫченӗсем Трак енте район пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи
пухусемпе канашлусенче 5 хутчен тухса калаҫнӑ тата ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе специалисчӗсем
халӑх умӗн-че ҫырав темине 33 хут ҫӗкленӗ.
Районти шкул ачисем Чӑвашстатпа "Тантӑш"хасат редакцийӗ
йӗркеленӗ "Манӑн кил — манӑн Чӑваш Ен" ятлӑ пултарулӑх ӗҫӗсен конкурсне
активлӑ хутшӑннӑ. 195 ӗҫрен 25-шӗ пирӗн район ачисен пулнӑ (Упи шкулӗнчен — 4,
райцентрти иккӗмӗш вӑтам шкултан — 21). Аслӑ ушкӑнра райцентрти иккӗмӗш вӑтам шкулта
вӗренекен Алексей Андреев 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл картонран тата хутран хӑйӗн урамӗн
макетне ӑсталанӑ.
2009 ҫулта комиссин виҫӗ ларӑвӗ (март,
июнь, декабрь уйӑхӗсенче) иртнӗ. Ларура ҫырава йĕркелесе ирттерес ӗҫре тӗп вырӑн
йышӑнакан ыйтусене тӗплӗн сӳтсе явнӑ, кӑсалхи ҫул валли тӗллевлӗ план йышӑннӑ.
2010 ҫул — ҫырава йӗркелесе ирттерессин
тӗп тапхӑрӗ. Ӑна пӗрлехи вӑйпа тӗрӗс те пахалӑхлӑ ирттерни район, республика, Раҫҫей
шайӗнчи интерессене туллин хӳтӗлеме май парӗ. |