Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Кăрлач » 22 » Халăх юратакан композитор
Халăх юратакан композитор
13:17
Сăн ÿкерчĕк
Пирĕн ентеш, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1993 ç.), республикăри музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1995), Чăваш Енри композиторсен ассоциацийĕн членĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ культура, литература тата искусство пĕрлĕх премийĕн лауреачĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор И. Р. Степанов çуралнăранпа кăçалхи кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче 70 çул çитет. 
Илья Романовича хам районти "Ял пурнăçĕ” хаçатра корреспондентра ĕçлеме тытăннăранпах — 1976 çултанпа пĕлетĕп. Малтанхи курнăçу унăн культура пурнăçĕпе çыхăннă пĕчĕк статйине пичете хатĕрленĕ вăхăтра пулнăччĕ. Чылаях сăмахларăмăр унпа. Паллашнă хыççăн пĕр-пĕрин пирки ыйтса пĕлтĕмĕр. Мана, ку таранччен "чĕрĕ композиторпа” калаçса курманскере, И. Р. Степановăн пултарулăх çулĕпе паллашма питех те интереслĕ пулчĕ. Хăй те вашаватскер, ырă кăмăллăскер, сăпайлăскер килсе тухрĕ. Çакăн хыççăн пирĕн хушăра вун-вун тĕл пулу иртрĕ. Кашнинчех ун пирки мĕн те пулин çĕннине пĕлеттĕм, юррисем çав тери кăмăла каятчĕç, халăх та хапăл туса йышăннăран районти радиовещани редакторĕн ĕçĕсене пурнăçласа пынă çулсенче вĕсене тăтăшах передачăсене кĕртеттĕм, çынсем "Юрă саламĕсем” пайра та тăтăшах ыйтатчĕç. Район хаçачĕн 50 çулхи юбилей мероприятийĕ вăхăтĕнче, "хăлхам çине упа пуснă” пулин те, редакцири тус-юлташсемпе пĕрле районти Культура çурчĕн сцени çинчен Илья Романовичăн "Аттем вăрçăран таврăнмарĕ” юррине юрлани паянчченех асра-ха. Пĕр сăмахпа, мухтанатăп, мăнаçланатăп аслă юлташăмпа. Çавăнпах халăх юратакан композиторăн юбилей кунĕсенче вулакансене унăн пурнăç çулĕпе пултарулăхĕ пирки тепĕр хут каласа парассăм килчĕ. 
Кушкăри сад урамĕнчи сăрт хĕррипе 6 кил вырнаçнă, иккĕмĕшĕ — Илюшсен. Урамалла икĕ чÿрече, ытти хуралтăсем те пур. Амăшĕ — Татьян аппа ир-ирех хуранпа купăста яшки пĕçерчĕ, ывăлне вăратрĕ. Кĕçех уй-хир хуралçинче ĕçлекен пиччĕшĕ — Гена та çитрĕ. Апатланнă хыççăн çитĕннисем çĕр улми пуçтарма васкарĕç. Тем пек йăлăнсан та 5 çулхи Илюша пĕрле илмерĕç. Каçхине вĕсем патне кÿршĕри Зинови пычĕ, пиччĕшĕпе иккĕшĕ — пĕри хут купăспа, тепри — балалайкăпа чăваш, тутар, вырăс, украин халăх кĕввисене выляма тытăнчĕç. Икĕ сехете пынă хăйне евĕр "репетицине” Илюш та хăлха тăратсах итлерĕ. Пиччĕшĕ балалайкине хĕрхенмерĕ, шăллĕне тыттарчĕ. Çав каç унпа та, хут купăспа та выляса пăхрĕ Илюш, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн кĕвĕсене кăларма хăнăхрĕ. Аслисем оркестр йĕркелени, пиччĕшĕ — хут купăспа, Зинови — балалайкăпа, Валерий — бубенпа, Парамон — питлĕхпе, Василий — кашăксемпе, Толя — трубапа, Ваçук шăхличĕпе выляни, вĕсен директорĕ вăрçа хутшăннă Иван Харитонович Харитонов пулни, "Линкка-линкка” ташă кĕвви уççăн янăрани çав тери савăнтарчĕ. Пĕчĕкскерте çĕнĕ ĕмĕтсем çуралчĕç, унăн та аслисенчен юлас килмерĕ... 
... Çичĕ çул тултарсан, амăшĕ ăна ялти 7 çул вĕренмелли шкула илсе кайрĕ. Пăрăнтăкри М. А. Федорова учитель пулăшнипе вăл та юлташĕсем евĕрех "вĕренĕве путрĕ”. Анчах уроксем тунă хыççăн пушă вăхăт тупăнсанах алла хут купăс е балалайка тытрĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ çемĕсене алла илчĕ. Пиччĕшĕсем — Çеменпе Гена Сахалинпа Свердловск облаçĕнчи Серов хулине ĕçлеме тухса кайсан, икĕ инструменчĕ те Илюшăн пулса тăрать. Выля, вĕрен, ан ÿркен çеç! Çаплах тăвать те çамрăк Илюш. Амăшне кил-çуртра пулăшма та, çуллахи каникул кунĕсенче тантăшĕсемпе уй-хирте ăмăртмалла вăй хума та манмасть. Аслă классенче вĕсене музыкăна Г. Трофимов учитель мандолинăпа выляма хăнăхтарнă. Георгий Трофимович ку хушăрах сăвăсем те шăрçаланă, вĕсене тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленĕ. Учитель çине тăнипех шкулта ташă тата хор кружокĕсем йĕркеленнĕ. Илюш хут купăс алла тытнă. Концертсемпе учительсемпе пĕрле çывăхри кашни ялах çитнĕ. Л. С. Семенов директор — вăл ăста музыкçă пулнипе те палăрнă — яланах хавхалантарса пынă. Леонтий Семеновичпа Георгий Трофимович, çавăн пекех Г. Осиповпа Г. Тимофеев учительсем алла мандолинăсем илсе кĕвĕ хыççăн кĕвĕ "çуратса кăларнине” епле-ха манăн? 
Тата инçетрен таврăннă пиччĕшĕсем, Илюш хут купăспа япăх мар вылянине курса тĕлĕннĕскерсем, шăллĕне ăмăртмалла мухтанине ăçтан-ха манăçа кăларăн? Мăн Шетмĕри вăтам шкулта вара вăл кунти учительсемпе — А. Комаров хут купăсçăпа тата А. Яковлев баянистпа хăвăртах паллашрĕ, вĕсен урокĕсене те тимлĕн итлерĕ, кĕввисен тĕнчин ытамне те ытларах та ытларах кĕрсе пычĕ. Ялти клуб заведующийĕ Т. Миронов шутран кăларнă баяна килне парса ярсан, еплерех хĕпĕртерĕ-ши тата? Библиотекăран "Самоучитель игры на баяне” кĕнеке илчĕ, майĕпен нотăсене хăнăхма пуçăнчĕ, çакăнта ăна виççĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ — Красноармейски ялĕнче пурăнакан М. И. Ильин учитель те çав тери нумай пулăшрĕ. 
Ку вăхăталла Михаил Ильич хăйĕн тус-юлташĕпе — К. Архиповпа пĕрле юрăсем кĕвĕлетчĕ. Константин Архиповичăн "Ан хумхан, çăкалăх”, "Сарпике” юррисем Чăвашрадио передачисенче час-часах янăратчĕç. Михаил Ильичăн "Çĕмĕртсем, çĕмĕртсем”, "Инçетри юрă” хайлавĕсем те халăхра анлă сарăлнăччĕ. Вĕсене баянпа выляма хăнăхнă май Илюшăн та юрăсем кĕвĕлес кăмăл çуралчĕ.
И. Степанов юрă кĕвĕлеме 3 сăвă суйласа илнĕ: "Ирсерен кураттăм” (сăмахĕсем П. Львовăн), "Шупашкар каçĕ” (Г. Лисин) тата "Сана курсан” (В. Урташ). Кĕввисене нотăсене куçарсан М. Ильина кăтартнă, пĕрле юсанă вĕсене. "Кусене хамăрăн ятлă-сумлă ентеш — Ф. М. Лукин композитор патне ярса пар-ха”, — сĕннĕ аслă юлташĕ. Хуравпа нумай кĕттермен Филипп Миронович, виçĕ юррин ноти айне те "Лайăх. "Çамрăк коммунист” хаçатра пичетлеме сĕнетĕп тесе çырнă. Чăн та, кĕçех вĕсем ку хаçатра пичетленсе тухнă та. Çакă 1959 çулта пулнă. Унтанпах И. Степанов чăвашсен мухтавлă композиторĕпе, хамăрăн пултаруллă ентешпе — Ф. М. Лукинпа туслă çыхăнăва çухатман. 
Шкул пĕтернĕ çулах вăл учительсен художество пултарулăх коллективĕпе районти ĕçпе юрă уявне хутшăннă, виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. 
1959 çултах И. Степанов комсомол путевкипе Магнитогорск хулине ĕçлеме тухса каять, электросварщикра вăй хурать. Тăван енпе пĕртте çыхăну çухатмасть, амăшĕ, М. И. Ильин, Ф. М. Лукин патне çыру хыççăн çыру ăсатать. Лешсем те хуравласах тăраççĕ, Михаил Ильич ав хамăр ентешсем — Ю. Петров, Ю. Сементер, В. Харитонов çырнă сăвăсене ярса парать. Юрăсем вара пĕрин хыççăн тепри тăван республикăри хаçат-журналта пичетленеççĕ. Çулталăка яхăн тата музыка училищине баянпа вылямашкăн вĕренме çÿрет. Ун хыççăн И. Степановран чăваш каччи-хĕрĕсенчен хор йĕркелеме ыйтаççĕ. Хаваспах килĕшет вăл. Кĕçех строительсен керменĕнче Ф. Лукин, Г. Хирбю, Г. Лебедев, А. Сергеев, К. Архипов, М. Ильин юррисем янăрама тытăнаççĕ. Концертсене хăй кĕвĕленĕ юрăсене те кĕртет Илья Романович. Куракансем вĕсене те тăвăллăн алă çупса йышăнаççĕ. 
Урал çĕрĕ çинче 6 çул вăй хунă хыççăн И. Степанов тăван ене таврăнать. Ф. М. Лукин ентеш-композитор сĕннипе Çĕрпÿри Культура çурчĕн илемлĕх ертÿçин ĕçне кÿлĕнет, хĕрсен хорне йĕркелет, тĕрлĕ фестиваль-уявсене хутшăнать. Ĕçленĕ хушăрах хулари культурăпа çутĕç училищинче вĕренет. Диплом илсен Муркашри Культура çуртне ĕçлеме куçать, 5 çул директорта, унтан 2 çул илемлĕх ертÿçинче тимлет. Вăл çине тăнипе кунта пысăк хор йĕркеленет. Çакăнта вăй хунă çулсенче И. Степанов кунти район хаçачĕпе те çыхăну тытма пуçлать, хăйĕн çĕнĕ юррисене çине-çинех унта пичетлет. Чăваш поэчĕсен — П. Ялкирĕн, Ю. Сементерĕн, Г. Беловăн, П. Голицинăн, В. Харитоновăн, Ю. Петровăн тата ыттисен сăввисемпе умлă-хыçлăн юрăсем кĕвĕлет, Чăвашрадиори музыка передачисен редакторĕсемпе В. Харитоновпа, Г. Маркияновпа, Иван Ахратпа, кунти хорта юрлакан А. Ильин, И. Христофоров, Т. Гурьева, З. Лисицина, О. Терентьева солистсемпе, çавăн пекех З. Ананьева, К. Чекушкина артистсемпе ĕçлĕ çыхăну йĕркелет, вĕсем унăн юррисене халăх умне кăлараççĕ, чылайăшне Чăвашрадио валли çырса илеççĕ, нумайăшне паян та радиопередачăсенче итлеме пулать. 
1970 çулта И. Степанов тăван Кушкă ялне таврăнать, Мăн Шетмĕ шкулĕнче вăй хума пуçăнать, ачасен хорне йĕркелет. Чăвашрадио редакторĕ Г. Вастрюкова кĕçех вĕсен 20 юррине çырса илет. Икĕ передачăра янăраççĕ ку юрăсем. Ытти çĕрте вăй хунă чухне те Илья Романович юрă кĕвĕлес пултарулăха аяккалла пăрса хăварман, тăван енĕн сиплĕ сывлăшĕпе хавхаланса итлекен-куракана çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсем парнеленĕ, çĕнĕ пултарулăх коллективĕсем чăмăртанă, вĕсемпе тăтăшах халăх хушшине тухса çÿренĕ, илемлĕ юрăсемпе çынсене савăнтарнă. "Хĕвелĕм” ача садĕнчи хĕрарăмсен ансамбльне акă пĕр хут кăна мар Чăваш телевиденийĕпе те кăтартнă. 
Ку таранччен И. Степановăн "Шетмĕ кĕввисем”, "Ай, юрлар-и” (Л. Семенов сăввисемпе), "Икĕ Илле юррисем” (И. Ярапар сăввисемпе), "Акăшсем те ишеççĕ пĕрле” (Сантăр Аксар сăввисемпе), "Пĕр саншăнах” (Вăрăм Палюк сăввисемпе) тата "Юрла, тăван” (Галина Çуткÿл сăввисемпе), "Ăшă çилĕ вĕрнĕçем...” (З. Сывлăмпи) юрă кĕнекисем пичетленсе тухнă. Халĕ Н. Ершов, Н. Пăрчăкан сăввисемпе хывнă юрăсенчен тăракан кĕнекесем кăларма хатĕрленет Илья Романович. Сăмах май, вăл 1 пин ытла юрă кĕвĕленĕ, вĕсенчен 70-шĕ Чăвашрадио фонотекинче упранать. Паллăраххисем çаксем: "Шăнкăрав курăкĕ”, "Тавтапуç сана, учитель”, "Çавра сĕтел хушшинче”, "Çул юхать, юхать”, "Пурăнатпăр пĕрре çĕр çинче”, "Хурланса юрлаç пуль хурăнсем” тата ыттисем те. Хамăрăн тăван район Гимнĕ те ун чун-чĕри витĕр шăранса-пиçĕхсе тухнине палăртма кăмăллă, сăмахĕсене вара Леонид Антонов сăвăç çырнă. Районти "Ял пурнăçĕ” хаçатăн гимнĕн авторĕсем те вĕсемех. 
Илья Романович — пурнăç çынни те. Тăпăл-тăпăл пÿрт-çурт çавăрнă, сад лартса чĕртнĕ, мăшăрĕпе — Нина Ивановнапа икĕ хĕрпе икĕ ывăл ÿстернĕ, вĕрентсе çын тунă. 4 мăнук çитĕнет Степановсен, пурте пĕрле пухăнсан çемьере татах та ăшăрах, çутăрах, телейлĕрех. 
Аслă юлташăм пирки хамăр калаçăва вĕçлесе пынă май, пирĕн те хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитора сумлă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлас килет. Халăха çĕнĕ юрăсемпе малашне те савăнтарма унăн яланах вăй-хăват пултăр, пултарулăхĕ иксĕлми çăлкуç евĕр тапса тăтăр, кил ăшшине упраса ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнма яланах мехел çиттĕр. Пархатар, телей курăр, Илья Романович!

21.01.2011 В. Данилов, Г. Яковлева-Çуткÿл "Ял пурнăçĕ"
Миçе çын пăхнă: 765 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Илья Степанов | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024