Красноармейски районĕн халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи Халăх театрĕ куракансем умне çĕнĕ премьера кăларчĕ - З.Володарскин "Лантăшсем" пьесине чăвашла куçарса лартса пачĕ. Спектакльти ĕçсем иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннă Иван Платонович Кириенко хирург çемйинче пулса иртеççĕ пулин те, спектакле лартакан Надежда Николаева режиссер геройсене паянхи кун кăларса тăратнă кăмăл-сипет ыйтăвĕсем тавра калаçтарма пултарчĕ. Халăх пултарулăхĕн артисчĕсем те хальхи пурнăç пăрăнчăкĕсене юрату тата çынлăх туйăмĕсенчен уйăрса, вĕсене сивлесе куракансен чунне çыннăн чи хаклă та ырă туйăмлă пахалăхĕсене вырнаçтарма пултарчĕç. Пьесăна чăвашла яка та таса чĕлхепе куçарнă. Куракансене мелодрамăра усă курнă кĕвĕ-юрă питĕ кăмăла кайрĕ. Декораци пуян пулни курăнать. Сасă режиссерĕ пĕр кăлтăксăр ĕçлени сисĕнчĕ. Рольсенче ял çыннисем пурте пĕлекен хамăр ялсем вылярĕç: Валерий Миронов (И.П.Кириенко), Светлана Васильева (Л.П.Кириенко), Надежда Николаева (Нина), Николай Петров (Ивар), Алексей Николаев (шофер), Вера Петрова (хĕрарăм).
Маттур артистсене ăнăçлă премьерăпа саламлас килет. Республикăри драма коллективĕсен тата халăх театрĕсен фестивалĕн конкурсĕнче ăнăçу сунатпăр. Малашне те премьерăсемпе час-часах савăнтарасса шанса тăратпăр, чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. |