Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Илья Романович Степанов композитор хайĕн 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Уяв каçĕ Кушкăри кану çуртĕнче иртрĕ
И.Р.Степанов ку таранччен пине яхăн юрă кĕвĕленĕ, вĕсенчен 800 ытла юррине пичетлесе кăларнă. Авторăн «Шетмĕ кĕввисем», «Ай, юрлар-и», «Икĕ Илле юррисем», «Тăванлăх юррисем» тата ытти юрă кĕнекисене музыка енĕпе ĕçлекен культура ĕçченĕсем питĕ аван пĕлеççĕ. Унăн хисеплĕ те чыслă ячĕсем те автора çÿле çĕклеççĕ. Вăл - Чăваш Республикинчи музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш Республикинчи композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн преми лауреачĕ. Унăн халăхра анлă сарăлнă «Шăнкăрав курăкĕ», «Çул юхать», «Пурăнатпăр пĕрре çĕр çинче» юррисене пĕлмен çын та çук пулĕ. Уяв программи Красноармейски районĕн Гимнĕпе (авторĕсем И.Р.Степанов тата Л.И.Антонов) уçăлчĕ. Хăнасем юбиляр çинчен чылай ырă сăмах каларĕç. Вĕсем пурте композитор кун-çулне тишкернĕ май Илья Степанов чăваш юрă музыкин культурине аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнине палăртрĕç. Уяв пысăк концертпа вĕçленчĕ.Унта "Трак ен" фольклор ушкăнĕ, "Кăмăл" агитушкăн, "Сударушки" ансамбль, "Шурăмпуç" агитушкăн, "Каприз" ансамбль, ветерансен хорĕ, Йĕпрем тата Кушка ялĕсенче фольклор ушканĕсем хутшăнчĕç.
|