Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Раштав » 7 » Математика олимпиадинче
Математика олимпиадинче
20:55
Сăн ÿкерчĕк
Район шайĕнче кашни çулах тĕрлĕ предметпа олимпиадăсем иртеççĕ. Шкул ачисем вĕсенче пысăк активлăх кăтартаççĕ.
Ноябрĕн 26-мĕшĕнче вара вĕренекенсем хушшинче математика предмечĕпе иртрĕ вăл. Унта районти 12 шкулти 7—11-мĕш классенче пĕлÿ илекен 62 ача хутшăнма кăмăл тунă. Ĕçсене тишкерсе пĕтĕмлетнĕ хыççăн 7-мĕш клавсра вĕренекенсем хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне çаксем тивĕçнĕ: пĕрремĕш вырăна А. Егоров (Именкасси шкулĕ, ертÿçи И. Тимофеева) тухнă, иккĕмĕшне — С. Тихонова (Пикшик шкулĕ, Л. Григорьева), виççĕмĕшне А. Федорова (Трак гимназийĕ, Н. Николаева) йышăннă.
Саккăрмĕш класра вĕренекенсенчен çаксене палăртмалла: Н. Соколов (Трак гимназийĕ, Н. Николаева) чи нумай балл пухса пĕрремĕш, А. Дмитриев (Карай, Н. Тимофеева) иккĕмĕш, Д. Сушко (райцентрти иккĕмĕш шкул, Н. Андреева) виççĕмĕш вырăнсене тухма пултарчĕç. Тăххăрмĕшсенчен маттуррисем: пĕрремĕш вырăнта — Р. Федоров (Трак гимназийĕ, И. Федорова), иккĕмĕшĕнче — И. Хайбуллин (Кĕçĕн Шетмĕ, Н. Алексеева), виççĕмĕшĕнче — К. Захарова (райцентрти иккĕмĕш шкул, Г. Андреева).
Райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекен А. Исаков 10-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче чи лайăххисен шутĕнче пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна вара Трак гимназийĕпе райцентри иккĕмĕш вăтам шкул пайларĕç: М. Александровапа А. Павлов. Вĕсене математика предметне И. Федоровапа Н. Андреева вĕрентеççĕ. Виççĕмĕш вырăнта Упи шкулĕнче пĕлÿ илекен Е. Васильева. Ăна çак предметпа пĕлÿ И. Миронова парать.
11-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче те çивĕч "кĕрешÿ” пулчĕ. Ĕçсене пăхса тухсан М. Фризена (райцентрти иккĕмĕш шкул, Р. Андреева) çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăна иккĕн — А. Васильевпа (Трак гимназийĕ, Т. Андреева) С. Данилов (Карай шкулĕ, Л. Проклова) —тухма пултарчĕç. Виççĕмĕшĕнче Н. Никифоров (Еншик Чуллă, С. Пудовкина).
Çакна каласа хăвармалла: олимпиада ыйтăвĕсем кашни çулах йывăрланса пыраççĕ. Çавăнпа та унта хутшăнма тĕплĕн хатĕрленмелле.
Çĕнтерÿçĕсене, паллах, саламлатпăр. Вĕсем хăйсен пĕлĕвне республика шайĕнче тĕрĕслĕç.

И.Миронова

Миçе çын пăхнă: 448 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024