Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центртан нихăçан та халăх татăлмасть. Кам кăна килмест пулĕ: тĕрлĕ сăлтава пула ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлнисем /вĕсенчен ытларахăшĕ - е предприяти-организаци хупăннăран, е штата пĕчĕклетнĕрен, е салтакран таврăнсан тÿрех шалу тÿлекен вырăна вырнаçаймасăр хăшкăлнисем, т.ыт.те/, хăйсен ĕçне пуçарас ĕмĕтпе хавхаланни те сахал мар. Пурте пысăк шанăçпа, пулăшусăр хăвармассине пĕлсе-ĕненсе. Кашни валли ăшă сăмах, ырă сĕнÿ тупаççĕ центрта тăрăшакансем. Вĕсем - ертсе пыракан инспекторсем Игорь Ивановпа Татьяна Яковлева, ертсе пыракан специалист Надежда Вишнеева, Марина Уткина тĕп бухгалтер. Тата, паллах, маттур та пуçаруллă, коллектива пĕр тĕллевпе ĕçлеме ăста ертсе пыракан Иван Михайлович Козлов директор.
Кăçалхи 10 уйăхра ĕçе вырнаçас тĕллевпе центра 835 çын пынă. Ку иртнĕ çулхинчен 26 процент сахалрах. Ĕç шыракансен йышĕнче: хăйсен ирĕкĕпе коллективран кайнисем /39, 9 процент/, организаци-предприяти е учреждени хупăннипе
...
Малалла вула »