Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Раштав » 4 » Вĕсем пулăшнипе ĕмĕт пурнăçланать
Вĕсем пулăшнипе ĕмĕт пурнăçланать
21:11
Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центртан нихăçан та халăх татăлмасть. Кам кăна килмест пулĕ: тĕрлĕ сăлтава пула ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлнисем /вĕсенчен ытларахăшĕ - е предприяти-организаци хупăннăран, е штата пĕчĕклетнĕрен, е салтакран таврăнсан тÿрех шалу тÿлекен вырăна вырнаçаймасăр хăшкăлнисем, т.ыт.те/, хăйсен ĕçне пуçарас ĕмĕтпе хавхаланни те сахал мар. Пурте пысăк шанăçпа, пулăшусăр хăвармассине пĕлсе-ĕненсе. Кашни валли ăшă сăмах, ырă сĕнÿ тупаççĕ центрта тăрăшакансем. Вĕсем - ертсе пыракан инспекторсем Игорь Ивановпа Татьяна Яковлева, ертсе пыракан специалист Надежда Вишнеева, Марина Уткина тĕп бухгалтер. Тата, паллах, маттур та пуçаруллă, коллектива пĕр тĕллевпе ĕçлеме ăста ертсе пыракан Иван Михайлович Козлов директор.
Кăçалхи 10 уйăхра ĕçе вырнаçас тĕллевпе центра 835 çын пынă. Ку иртнĕ çулхинчен 26 процент сахалрах. Ĕç шыракансен йышĕнче: хăйсен ирĕкĕпе коллективран кайнисем /39, 9 процент/, организаци-предприяти е учреждени хупăннипе е ĕçлекенсен штачĕн йышне пĕчĕклетнипе тата ку е вăл предприятире тăрăшакансен шутне чакарнипе шалусăр тăрса юлнисем /6, 5 процент/, тĕрлĕ шайри професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсенчен тата вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнисем /4, 3 процент/, социаллă хÿтлĕхе тивĕçлĕ категорири çынсем /пенсие тухма хатĕрленекенсем, нумай ачаллă тата пĕччен ашшĕ-амăшĕ, инвалидсем, ирĕклĕх прависĕр хăварнисене хупса усракан çĕртен таврăннисем, çар тивĕçне пурнăçланисем/ - 9, 1 процент, вĕренÿрен ирĕк вăхăтра ĕçлеме кăмăл тунă 14 çултан пуçласа 18 çулчченхи çул çитмен çамрăксем /27, 3 процент/. 2010 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçлев центрĕнче ĕçсĕр 109 çын шутра. Районти ĕçсĕрлĕх шайĕн кăтартăвĕ, вăй питти çынсемпе танлаштарсан, чи пĕчĕкки - 1, 18 процент. Шута илнĕ ĕçсĕр юлнă çынсенчен хĕрарăмсем - 70, вăтăр çула çитмен çамрăксем - 22, 9 процент, пенси ÿсĕмĕнчи /тивĕçлĕ канăва тухасси 1-2 çул юлнă/ çынсем - 4, 6 процент. Предприятие хупнипе тата персонал йышне пĕчĕклетнипе ĕçсĕр тăрса юлнисем /вĕсем - 15, 6 процент/ ĕçлев центрне юлашки шанăç вырăнне картса кунта килсе регистрациленнĕ. Хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен кайнисен шучĕ те пĕчĕк мар, шута тăнисен 62, 4 проценчĕ чухлĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа районти 59 предприяти центра хăйсем патĕнче 662 ваканси пулни çинчен пĕлтернĕ. Вĕсем сĕнекен ĕç вырăнĕсен 88, 7 проценчĕ - рабочи профессийĕсем тата вăхăтлăх ĕç. 13, 2 проценчĕн шалăвĕ - пурăнмалли минимумран кăштах çеç пысăкрах. Чÿк уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 42 ваканси пулни паллă. Районти 15 предприяти 2010 çулхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче тата 107 çынна ĕçрен хăтарасси çинчен пĕлтернĕ.
- Юлашки çулсенче ытти çĕрти пекех пирĕн районта та ĕçсĕр юлнă çынсен йышĕ ÿсни сисĕнет. Çавăн пек çынсем йывăрлăха кĕрсе ÿкеççĕ: çемье бюджечĕ хĕсĕнет. Апла тăк аслисен кăна мар, ачи-пăчин пурнăç условийĕсем япăхланаççĕ. Ирĕксĕрех пирĕн пата çул тытаççĕ, - тет Иван Михайлович. - Пирĕн служба вара вĕсене пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ предприяти-организаци ертÿçипе, предпринимательсемпе çыхăнать, вĕсенче пушă ĕç вырăнĕсем - ваканси - пурри çинчен ыйтса пĕлет. Каярахпа вакансисен ярмăрккине ирттеретпĕр. Унта хутшăнма хамăр патра шутра тăракансене чĕнетпĕр...
Центрта тăрăшакансен ĕçĕ нумай енлĕ, пĕлтерĕшлĕ те. Мĕншĕн тесен киленĕçлĕ ĕç пурнăç тыткăчи пулнине кунти кашни инспектор чĕре туйăмĕпе ăнланать.
Республика Правительстви 2010 çулта Чăваш Республикин ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли тĕллевлĕ программа йышăнни районти ĕçсĕрлĕх çивĕчлĕхне сирме май панă: кăçалхи вунă уйăхра кăна центр пулăшăвĕпе 646 çын ĕç тупнă. Çак тапхăрта ĕçсĕр юлнă 62 çын професси ăсталăхне, квалификацие ÿстерме, урăх специальноçе вĕренме кайма кăмăл тунă. Çулталăк вĕçлениччен ял хуçалăх производстви валли трактористсем, ĕç рынокĕнче питĕ кирлĕ ытти профессисемлĕ специалистсем татах хатĕрлеме палăртнă. Тÿлевлĕ общество ĕçĕсенче 129 çын тăрăшнă. Çуллахи каникулта тата вĕренÿрен пушă вăхăтра 14-18 çулсенчи 230 çамрăк хăйĕн тĕллевĕ валли ĕçлесе илме пултарнă. Ĕç тупасси чăрмавлă граждансене те /инвалидсене, нумай ачаллă тата пĕччен ашшĕ-амăшне, ирĕке тухнисене тата ыттисене/ йывăрлăхра пĕччен хăварман - центр сĕннипе 8 çын вăхăтлăх ĕç тупнă. Çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекен служба республика тулашĕнче ĕçлеме 16 çынна /вĕсенчен пĕри центрта шутра тăнă/ вырнаçтарнă.
Паллах, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çын шанăçа çухатса алă усма та пултарать. Центр ĕçченĕсем çапла тума памаççех. Хăйсен ĕçне йĕркелеме пулăшас тĕллевпе «Хăвăн ĕçе йĕркелесси» темăпа семинар занятийĕсем йĕркелеççĕ, консультаци пункчĕсем уçаççĕ. Юлашки вăхăтра кăна 35 çын тĕрлĕ курсра пулнă. Ĕçсĕр юлнă 2 çынна предприниматель свидетельстви илме укçа уйăрса пулăшнă.
Профориентаци те тĕп вырăнта центр ĕç-хĕлĕнче. 893 çын профессисен тĕнчипе паллаштаракан пĕлÿ илнĕ, вăл шутра - ĕçсĕр юлнă 568 çын, 21 инвалид, ĕнерхи 21 çар çынни, шкулсенчи 310 вĕренекен. Психологи пулăшăвĕпе 30 çын усă курнă. Ĕç рынокĕнчи социаллă адаптаци мероприятийĕсене 18 çын хутшăннă. Вĕсем - çулталăк ытла ĕç тупайман 3 çын тата 4 инвалид. Каярахпа 14-шĕ ĕçе вырнаçнă, иккĕшĕ професси пĕлĕвĕ илме кайнă.
Районти ĕç рынокĕнчи лару-тăру ырă енне улшăнса пырать. Чÿк уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне Трак енсем 32 килĕшÿ тунă: 21-шĕ хăйсен ĕçне йĕркелеме мехел çитернĕ, ыттисене предприяти-организаци хăйсен йышне илнĕ. Республикăри ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли тĕллевлĕ программа кунта та хăйĕн витĕмне кÿнĕ. Вунă уйăхра ĕç параканпа тунă килĕшÿпе 256 çын вăхăтлăх ĕçре вăй хума пуçланă. Çапах та ахаль ларни мар. Предприниматель ĕç-хĕлне йĕркелеме е хăйĕн ĕçне уçма 89 çынна центр урлă 58 пин те 800-шер тенкĕпе тивĕçтернĕ. «Красное Сормово» ООО хăйĕн производствинче инвалидсем валли ятарлă ĕç вырăнĕсем уçма йышăннă.
И.М.Козлов директор пĕлтернĕ тăрăх тĕнчери экономика кризисне пула шар курнисене пулăшмалли программăра çĕнĕлĕхсем пулĕç. Малашне общество ĕçĕсене тата вăхăтлăх ĕçе халăх пурăнакан монопрофильлĕ пунктсенче кăна мар, çавăн пекех хула йĕркелекен тата социаллă пĕлтерĕшлĕ мĕн пур предприятире те йышăнĕç. Çак мелпе виçĕ категорири ĕçченсем усă курма пултараççĕ: производствăна реструктуризацилесе çĕнетекен предприятисен* çынсене ĕç вырăнĕнчен хăтаракан тата вĕсене урăх предприятисенче ĕçе вырнаçтаракан предприятисен тата хула йĕркелекен тата социаллă пĕлтерĕшлĕ предприятисен ĕçченĕсем. Çитес çул хăйсен предприятийĕсене йĕркелеме тĕв тунисемпе уйрăмах тимлĕ ĕçлеме палăртаççĕ. Хушма ĕç вырăнĕсем хатĕрлекенсене вара центр хавхалантарĕ. Патшалăх хăйсен ĕçне йĕркелекенсене 58, 8 пин тенкĕ субсидипе пулăшĕ. 2011 çулта кашни инвалид валли ĕç вырăнĕ уçма кайнă тăкака саплаштармалли виçе 30 пин тенкĕрен 50 пин таран ÿсет.
Йывăр тата сывлăхшăн сиенлĕ çĕрте вăй хуракан хĕрарăмсене урăх ĕç ăсталăхне алла илме пулăшассине те тĕпре тытать центр. Çĕнĕ специальноç илнисем çăмăлрах тата сывлăхшăн хăрушсăртарах çĕре вырнаçма пултарĕç. Ачисем виçĕ çул тултариччен отпускра пулнă амăшĕсем валли тĕрлĕ курс уçĕç. Кунта çамрăк амăшĕсем квалификацие ÿстерме е çĕнĕ професси илме пултараççĕ.
Чĕререн тухакан тав сăмахĕ тăтăш илтĕнет центрта тăрăшакансен ячĕпе. Мĕншĕн тесен И.М.Козлов директор ертсе пыракан центрăн пысăках мар, туслă коллективĕ кунта пысăк шанăçпа кĕнĕ кашни çыннăн нуши-тертне чĕре витĕр кăларса пулăшма тăрăшать-çке. Хăйсен производство предприятине йĕркеленĕ О.Посадская /Именкасси/, А.Кривошеев /Васнар/, С.Ефимов /Тусай/, В.Федоров /Çĕньял Чуракасси/, П.Иванов /Упа Çырми/, А.Капитонов /Еншик Чуллă/, В.Романов /Янкас/, Н.Петров, В.Аркадьев, Н.Дмитриев, В.Петров, Л.Батракова /Красноармейски/ тата ытти вун-вун çын çак сăмахсене каланă ĕнтĕ. Иккĕленÿ çук: тата вун-вун çын калĕ. Йывăр вăхăтра пулăшнăшăн, алла усма паманшăн.

Юрий ЛИСТОПАД.
Миçе çын пăхнă: 631 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 3
0  
3 Migulaj   (08.12.2010 18:11) [Материал]
Мĕнле çурта лартнă апла пулсан?

0  
2 mixaj_58   (07.12.2010 22:49) [Материал]
Ку вăл красноармейскисен ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн çурчĕн сăнĕ мар. Ăна ÿкерсе илеймерĕм-ха

0  
1 Migulaj   (05.12.2010 22:30) [Материал]
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен çурта мĕншĕн ют чĕлхепе çырнă?

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024