Карай шкулĕ раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче хăйĕн 120 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак тапхăрта унтан 1062 çамрăк вĕренсе тухнă. Чылайăшĕ каярахпа вĕрентекенсемпе тухтăрсем, инженерсемпе офицерсем, механиксемпе техниксем, промышленноçра тата ял хуçалăхĕнче кирлĕ специалистсем пулса тăнă.
Уява хăнасем — ку шкултан вĕренсе тухнисемпе вăй хунисем — йышлăн пухăнчĕç. Малтанах учительсем вĕсене пĕлÿ çурчĕпе — вĕрентÿ пÿлĕмĕнче йĕркеленĕ ал ĕç выставкипе тата краеведени музейĕпе паллаштарчĕç.
Вĕрентекенсем ертсе пынипе ачасем мĕнле кăна модульлĕ оригами ăсталаман пуль! Ытармалла мар хитре! Телей кайăкĕ, пулă, мулкач, шапа, тăмана, кушак,чечексем, тĕрлĕ тĕслĕ вазăсем… Тĕрленĕ, çыхнă япаласем, пластилинран, чустаран, вăрăсенчен ăсталанă ал ĕçĕсем куçа илĕртеççĕ. Çак ĕçе Платоновсен, Николаевсен, Романовсен çемйисем хутшăннă, М. В. Яковлеван (рисовани учителĕ), Н. В. Григорьеван (ветеран-педагог) тĕрленĕ ĕçĕсем, В. Романован (5-мĕш класс, "Юный фотограф") фотовыставки, вĕренеке
...
Малалла вула »