Карай шкулĕ раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче хăйĕн 120 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак тапхăрта унтан 1062 çамрăк вĕренсе тухнă. Чылайăшĕ каярахпа вĕрентекенсемпе тухтăрсем, инженерсемпе офицерсем, механиксемпе техниксем, промышленноçра тата ял хуçалăхĕнче кирлĕ специалистсем пулса тăнă. Уява хăнасем — ку шкултан вĕренсе тухнисемпе вăй хунисем — йышлăн пухăнчĕç. Малтанах учительсем вĕсене пĕлÿ çурчĕпе — вĕрентÿ пÿлĕмĕнче йĕркеленĕ ал ĕç выставкипе тата краеведени музейĕпе паллаштарчĕç. Вĕрентекенсем ертсе пынипе ачасем мĕнле кăна модульлĕ оригами ăсталаман пуль! Ытармалла мар хитре! Телей кайăкĕ, пулă, мулкач, шапа, тăмана, кушак,чечексем, тĕрлĕ тĕслĕ вазăсем… Тĕрленĕ, çыхнă япаласем, пластилинран, чустаран, вăрăсенчен ăсталанă ал ĕçĕсем куçа илĕртеççĕ. Çак ĕçе Платоновсен, Николаевсен, Романовсен çемйисем хутшăннă, М. В. Яковлеван (рисовани учителĕ), Н. В. Григорьеван (ветеран-педагог) тĕрленĕ ĕçĕсем, В. Романован (5-мĕш класс, "Юный фотограф") фотовыставки, вĕренекенсен тата ытти нумай ал ĕçĕсем куçа савăнтарчĕç. Шкулăн "Хисеп хăмине" ачасен хаваслă сăнĕсем илем кÿреççĕ. Кĕçĕннисем те, аслисем те пур кунта. Пултарулăхĕ иксĕлми карайсен, апла пулсан малашлăхĕ те пархатарлă пулĕ вĕсен. Тăван шкул вара хальхи ăрăва та, килессине те аслă çул çине çутă кăмăлпа тухма хавхалану кÿрсе тăрĕ. Унтан пурте пĕрле акт залне пуçтарăнчĕç. Вĕрентекенсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Педагогсен коллективĕ, вĕренекенсем уява çĕкленÿллĕ те хавхалануллă "Не печалься, учитель", "Притяжение земли" юрăсемпе уçрĕç (ертсе пыраканĕсем — вырăс чĕлхипе литература учителĕсем — О. К. Семеновапа Р. Г. Порфирьева.) Шкул директорĕ Р. И. Малинина пухăннисене шкул историйĕпе хальхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки туллин каласа пачĕ. 1890 çулта Сурăмхĕрри Карай ялĕнче Упи чиркÿ прихутне кĕрекен шкул уçнă. 1900 çулта вырăнти халăх тăрăшнипе Карай ялĕнче шкулăн çуртне уçнă. 1931 çулта — 7 çул вĕренмелли, 1960 çулта 8 çул вĕренмелли шкулсем пулаççĕ. 1962 çултан вăтам пĕлÿ пама пуçлаççĕ. Халĕ шкулта 62 ача вĕренет. Шкул пĕтернисем халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче вăй хураççĕ, вĕсем хушшинче орден-медальпе сумлă ята тивĕçнисем те нумайăн. Римма Изосимовна учительсемпе техслужащисене, ветеран-педагогсене Хисеп грамотисемпе тав çырăвĕсем, парнесем пачĕ. Уяв мероприятине пухăннисене юбилей ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, ăнăçу, çемьесенче телей сунчĕ. Владимир Валерьянович Карай шкулне, Р. И. Малинина директора, И. Н. Кирилловапа А. Ю. Никандрова учительсене, Е. А. Маркова ветеран-педагога район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене А. П. Федорована, Н. В. Григорьевана, Е. Г. Никандрована Тав çырăвĕсемпе чысларĕ, шкула ксерокопи тумалли хутсем 6 пин тенкĕлĕх пачĕ. Юбилейпе малалла карайсене район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Ю. А. Васильев саламларĕ. Юрий Алексеевич вĕренÿпе воспитани процесне çĕнетсе пырас çĕрти ÿсĕмсемшĕн тата общество пурнăçне активлă хутшăннăшăн М. А. Кузьмина бухгалтера, З. Ю. Иванова, В. Н. Андрианова, И. Н. Кириллова тата В. Н. Владимирова учительсене грамотăсемпе наградăларĕ. Районти вĕренÿ тытăмĕ япăх мар аталанни çак шкулта ĕçлекенсенчен те нумай килнине палăртрĕ. "Единая Россия" партин районти ĕçтăвкомĕн ертÿçи З. М. Долгова Р. И. Малининана общество пурнăçне активлă хутшăннăшăн Хисеп грамотипе чысларĕ. Вĕренÿре ĕçлекен профсоюз райкомĕн председателĕ Г. И. Николаева О. К. Семенована, Н. А. Димитриевана, Р. Г. Порфирьевана отрасльти профсоюзсен республикăри комитечĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕ, кунти профкома "Мой профсоюз" тата "Время" хаçатсем çырăнса пани çинчен пĕлтерчĕ. Уяв мероприятийĕнче салампа тав сăмахĕсем калакансем чылайăн пулчĕç. Ку йышра — республикăри муниципаллă йĕркелÿсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. А. Николаев (кунта вĕрентнĕ), районти шкулсен директорĕсем — Г. И. Юлмасова (Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ), А. И. Васильев (Мăн Шетмĕ), А. Г. Соловьева (Кĕçĕн Шетмĕ), О. М. Степанова (Чатукасси), О. И. Арманова (Именкасси), О. В. Димитриев (Алманч), С. М. Гаврилова (райцентрти иккĕмĕш вăтам шкул) (укçан пачĕç) "Сĕм,сĕм вăрман" чăваш халăх юррине юрласа савăнтарчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Ф. Платонов та пушă алăпа килмен. Хоккей клюшкисем парнелерĕ тата общество пурнăçне активлă хутшăннăшăн Н. А. Димитриевапа О. Д. Тимофеевана (шкул тытăмĕнче вăй хуракансене), ял тăрăхĕн депутатне З. Ю. Иванована грамотăсемпе чысларĕ. Хăйсен çемйинчен вĕтĕ шăрçасемпе илемлетнĕ картина парнелерĕ. Пĕр тăвансем — Раççей художниксен Союзĕн членĕ, Чăваш педагогика университечĕн доценчĕ Н. Г. Григорьев картина парнелерĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ В. Г. Григорьев "Тавах, учитель", "Встреча друзей" юрăсене юрласа хăнасене савăнтарчĕ. Ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ М. В. Владимиров та салам сăмахĕ каласа хаклă парне парса чысларĕ. "Караево" пĕрлешÿ специалисчĕ В. И. Семенов укçан, кунта вĕрентнĕ Н. В. Ефимова халĕ Красноармейскинчи иккĕмĕш вăтам шкулта ĕçлет картина, район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика енĕпе ĕçлекен çумĕ В. Н. Платонов укçан, "Сельхозхимия" пĕрлешÿн ертÿçи В. Г. Григорьев спорт инвентарĕсем илме 10 пин тенкĕ уйăрни çинчен калакан сертификат пачĕç, Заволжски ЛПУМГ пуçламăш профсоюз организацийĕн председателĕ Я. В. Малинин (баскетбол мечĕкĕсем, юрă-ташăра тăхăнмалли кĕпесем парнелерĕ), ял тăрăхĕн депутачĕ Ю. С. Федоров (укçан пачĕ), Шупашкарти "Экспресс-комфорт" фирма пуçлăхĕ (пукансем) тата ыттисем салам сăмахĕсем каларĕç. Юрă-ташă та нумай пулчĕ шкул юбилейĕнче. Вĕсене вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, М. Г. Степанова (ку шкулта вĕреннĕ çамрăк), кĕçĕн ачасен ташă ушкăнĕ (ертÿçи Л. К. Степанова), "Кĕмĕл сасă" дипломанчĕ Владимир Леонтьев тата ыттисем савăнтарчĕç. Юбилей мероприятийĕ "çавра сĕтелпе" вĕçленчĕ.
М.Романова ("Ял пурнăçĕ") |