Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Раштав » 11 » 100 кун — малтанхи утăмсем
100 кун — малтанхи утăмсем
20:44
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикин Президенчĕ М. Игнатьев журналистсемпе иртнĕ унчченхи тĕл пулурах вĕсемпе тăтăшах курнăçма калаçса татăлнăччĕ. Вăл хăй сăмахне çирĕп тытать. Черетлĕ анлă пресс-конференци декабрĕн 8-мĕшĕнче пулчĕ. Ăна М. Игнатьев президент ĕçĕнче вăй хунă малтанхи 100 куна халалланă. Тĕл пулу малтан калаçса татăлнă пĕр сехет çурă вырăнне икĕ сехет ытла пычĕ. Михаил Васильевич журналистсен нумай ыйтăвне хуравларĕ. 
Малтанах Президент вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртнине, хула, район администрацийĕсен пуçлăхĕсене конкурспа суйласа илнине, влаç аппарачĕ йĕркеленсе çитнине палăртрĕ. Вăл ĕçе пĕлекенсене, çĕннишĕн çунакансене, тÿрĕ кăмăллисене хаклать. Николай Федоров президент пулнă чухнехи çула тытса пымашкăн çине тăрать.
Халĕ республикăра Общество палатине туса хурас ĕç пырать.
М. Игнатьев декабрĕн 7-мĕшĕнче Раççей Правительствин ларăвне хутшăннă. Раççей 2018 çулта тĕнчери футбол чемпионатне йышăнать, унта ăна тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илесси пирки калаçу пулнă. Ун чух пирĕн çĕр-шыва тĕнчипех хăнасем килеççĕ. Ку ĕçсенчен Чăваш Ен те айккинче юлмĕ.
Раççейăн монохуласене пулăшмалли программине Çĕнĕ Шупашкар хули кĕни çитĕнÿсен шутĕнче. Çавна май кунта çывăх вăхăтра 788 миллион тенке яхăн укçа килет (килме тытăннă та ĕнтĕ). Унпа нумай хваттерлĕ çуртсене юсама, хула инфратытăмне, пĕчĕк бизнеса аталантарма тата ытти çĕрте усă кураççĕ.
Тарифсен ыйтăвне хуравласа Михаил Васильевич хваттерсенче пурăнакансенчен пĕрре-виççĕмĕш пайĕ бюджетран субсиди илнине палăртрĕ. Энергие перекетлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку ыйту малашне те кун йĕркинчен тухмĕ. Республика ертÿçи управляющи компанисен устав капиталне ÿстерме кирлине асăнчĕ, "вĕсем унта хăйсен укçине ытларах хывсан кăна яваплăха туйĕç, йĕрке те пулĕ" терĕ.
М. Игнатьев экономикăна аталантарас çĕрте килти хушма хуçалăх пысăк вырăн йышăннине тепĕр хут палăртрĕ. Ял хуçалăх продукцийĕн ытларах пайне халĕ унта туса илеççĕ. Патшалăх малашне ку ыйтăва куçран вĕçертмĕ.
Чăваш Енри промышленноç калăпăшĕ ÿссе пырать (кăçал 114,7 процент), 2011 çулта вăл кризисченхи шая çитмелле.
Ял хуçалăх министерстви урлă республика валли çĕршер миллион тенкĕ укçа илме пултарни влаçăн ĕçне лайăх енчен хаклать.
Ĕç шалăвĕн виçипе Чăваш Ен Атăлçи округĕнче вун иккĕмĕш вырăнта. Ку пысăк кăтарту мар. Ĕç тухăçлăхне ÿстерсен кăна ĕç укçи хăпарасса кĕтме пулать. Ĕç укçин калăпăшне виçнĕ чухне потребитель хакĕсене танлаштарни вырăнлă.
Шупашкарăн шыв управне проектпа пăхнă шая çĕклесси татса памалли ыйту.
Пурăнмалли çурт-йĕрĕн çуррине Чăваш Енре ял çыннисем хăпартаççĕ. Çемьере виççĕмĕш ача çуралсан 10 соткăран кая мар çĕр уйăрмалла. Çав çĕре туянма бюджетра укçа пухса пымалла. Ачашăн панă çĕре 10—15 çул сутма юрамасть. Çĕрпе тĕллевлĕ те тухăçлă усă курмасан ăна каялла та илме пултарĕç. Ку ыйтăва татса пама яллă вырăнсенче хуларинчен çăмăлрах.
Михаил Васильевич çамрăксене яла таврăнмашкăн туса памалли майсене асăнчĕ. Пысăк, 400 ĕнерен кая мар усрамалли фермăсенче механизаци шайĕ, ĕç тухăçлăхĕ пысăк. Вĕсенче кĕреçе, сенĕк, çава — ĕç хатĕрĕсен шутĕнчен тухса пымалла.
Президент таса шыв ыйтăвĕпе (Раççей шайĕнче кунашкал программа ĕçлет) ытти пысăк ыйтусене татса памашкăн бюджет укçи-тенкипе усă курнипе пĕрлех спонсорсене те анлăрах явăçтарма кирлине палăртрĕ.
Сăмах районпа хула хаçачĕсен шăпи çине те çитрĕ. Халĕ вĕсенчен ытларахăшĕ автономи учрежденийĕн статусне илнĕ. Вĕсене бюджет укçи-тенкипе кăна тытса тăма май çук. Хăйсен те укçа ытларах ĕçлесе илмелле. "Вăл хаçатсене манмăпăр, анчах хăйсене ĕçлеме те чăрмантармăпăр" — пулчĕ татăклă хурав.
Калаçу табак туртассинчен хăтăласси, чăвашлăха упрасси, Чăваш наци телекуравне йĕркелесси пирки те пычĕ. "Пирĕн Чăваш Енĕн пĕрремĕш президенчĕ пулнă Николай Васильевич Федоров сенаторпа тытакан хутшăнусем йĕркеллĕ, ĕçлĕ", — терĕ Михаил Васильевич.
Пресс-конференцире журналистсем ытти нумай ыйтусем çине те тĕплĕ хуравсем илчĕ.

И.Прокопьев ("Ял пурнăçĕ)

Миçе çын пăхнă: 587 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 3
0  
3 Migulaj   (12.12.2010 15:52) [Материал]
Ăçта ку анлă пресс-конференцине итлеме пулать?

0  
2 Иван Афанасьев   (12.12.2010 14:36) [Материал]
Чăвашла та, вырăçла та, паллах

0  
1 Migulaj   (11.12.2010 21:10) [Материал]
Черетлĕ анлă пресс-конференци мĕнле чĕлхепе иртрĕ?

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024