Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Пуш » 22 » Музей хăйĕн çĕнĕ вырăнне хăçан тупĕ-ши?
Музей хăйĕн çĕнĕ вырăнне хăçан тупĕ-ши?
22:15
Сăн ÿкерчĕк

Иртнĕ кĕркунне, авăн уйăхĕнче, Красноармейски салинче музей шырани асрах-ха. Малтанхи çурчĕн алăкĕ çинче çăра çакăнса тăратчĕ. Ăçта куçнине те пĕлтермен. Иртен-каян çĕнĕ вырăнне кăтартса ячĕ-ха. Анчах эпĕ палăртнă вырăнта та музей тесе çырнине курмарăм. Трак енсен аваллăхĕпе паллашасси пулмарĕ. Кăмăлăм юлчĕ ун чухне. Экспонатсене çаксан лайăх-и е курупкара упрасан шанчăклăрах-и? Унтанпа темиçе уйăх иртрĕ те - лару-тăру улшăннă пулĕ тенĕччĕ. Çук иккен... Ленин урамĕнчи 70-мĕш çуртăн 1-мĕш корпусĕнчи çурма путвалта вырнаçнăскере паянхи кунчченех çынсем шыраса хăшкăлаççĕ. Кунта музей вырнаçнине кăтартакан пĕр паллă та çук. Тĕрĕссипе, аваллăх управçин путвалта мар, уйрăм çуртра пулмалла. «Музейĕн кивĕ çуртне 1961 çулта хута янă. Унта малтанах район хаçачĕн редакцийĕ пулнă. Редакци урăх вырăна куçсан садик хăтлăх тупнă, унтан шкул йышăннă. 1985 çулта кашни районтах музей тăвасси пирки хушу тухнă. Çав çулах пирĕн районта та музей йĕркеленĕ. Ку йывăç çурт кивелнĕччĕ ĕнтĕ. Çавăнпа район пуçлăхĕсем аваллăх управçине çĕнĕ çурта куçарас терĕç. 2015 çулхи кĕркунне çакăнта килтĕмĕр. Малтанах пире ку çурт кăмăла кайрĕ. Çутă, хăтлă, пÿлĕмĕсем пысăк. Пĕтĕм услови пур, ĕçле кăна. Анчах пирĕн савăнăç ну мая пымарĕ, кунта аялтан шыв тапса тăрать, урайĕнчен, стенаран сăрхăнса кĕрет. Штукатурка хăйпăнать, урайĕнче - кÿлленчĕксем. Çавăнпа эпир экспонатсене пĕтĕмпех вырнаçтарман. Вĕсене юрăхсăра кăларасран хăратпăр. Кунта музей пулнине кăтартакан палла çакма та васкамарăмăр, мĕншĕн тесен урăх вырăна куçарас тĕллевлĕ. Эпир пĕрех хамăр ĕçе тăватпăр, ялсене тухса çÿретпĕр, материалсем пухатпăр. Халĕ ав Чечня вăрçине хутшăннă салтаксен шăпи пирки стенд хатĕрлетĕп», - пĕлтерчĕ Красноармейскинчи таврапĕлÿ музейĕн организаторĕ Валентина Тихонова. Кунта вĕсем иккĕн вăй хураççĕ. Тепри, Владимир Серафимов, - методист. Аваллăх управçинче, чăн та, экспонатсенчен ытларахăшĕ курупкасенче выртать. Трак енчи чăваш кĕписемпе, пир тĕртмелли хатĕр-хĕтĕрпе тата темиçе стендпа паллашма пулать. Сăмах май, кунта паян 4600 яхăн экспонат-мĕн. Шел те, паян музейре электричество çути те çук. Хутса ăшăтма та пăрахнă ĕнтĕ, çавăнпа сулхăн. Ленин урамĕнчи 70-мĕш çурта, юнашарта пурăнакансем каланă тăрăх, шыв пухăнакан вырăна лартнă. Строительсене, мĕн, çурт тăвасси пултăр, хăйсем пурăнмаççĕ вĕт. Хальччен курманни - каçхи кĕпе… Валентина Тихонова Красноармейски районĕнчи Малти Карăк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унччен салари 2-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине чылай çул вĕрентнĕ. 2013 çултанпа - музейре. Мана, ку тăрăхра çуралса ÿснĕскере, Валентина Аркадьевна аваллăх управçин ĕçĕ-хĕлĕпе хаваспах паллаштарчĕ. Пĕлтĕр Ĕç çыннин çулталăкне халалласа вăл «Чыс та мухтав çĕр ĕçченĕсене» стенд хатĕрленĕ. Унта «Красноармейски» совхозра ĕçлесе чапа тухнă 138 çынпа паллаштарнă. Вĕсем пурте – ĕç ветеранĕсем: тĕрлĕ наградăна, орден-медале тивĕçнĕ зоотехниксемпе агрономсем, инженерсем, бригадирсем, дояркăсем, трактористсемпе комбайнерсем. Литература çулталăкне халалланă «Трак ен çыравçисем» стенд та куракана кăчăк туртать. Унта 35 çыравçă çинчен каласа кăтартнă. Красноармейски тăрăхĕнче литература анинче сулмаклă утăмсем тăвакан пултарулăх çынни чылай. Константин Шачкин ав 18 кĕнеке кăларнă. «Эпĕ унран 4 кĕнекине музей валли тесе укçаллах туянасшăнччĕ. «Эсир укçалла музей туса пĕтерейместĕр. Чун çимĕçĕсене хаваспах парнелетĕп сире», - тесе эпĕ ыйт- нă кĕнекесене парса янăччĕ вăл. Виçĕ кунранах хăй персе çитрĕ. «Эпĕ шухăшласа çитереймерĕм пĕркун. Манăн ытти 14 кĕнекине кайран кам вулать? Мăнукăмсем вĕсене ăса хывса ларас çук, йăлтах сире паратăп», - терĕ. Афганистан çĕрĕнчен совет салтакĕ- сене илсе тухнăранпа 2014 çулта чĕрĕк ĕмĕр çитрĕ. Çавна май Афган вăрçинче пулнисене пухас терĕм. Маларах хаçат-журналта Трак тăрăхĕнче 50 çамрăк Афганистанра салтак тивĕçне пурнăçланă тетчĕç. Шыравпа тĕпчев ĕçне пикентĕм те тепĕр 52 çын тупăнчĕ. Çапла вара пирĕн хутлăхран 102 çамрăк çав вăрçа хутшăннă. Стенда 96-шĕн сăнне вырнаçтартăм. Вĕсен- чен 9-ăшĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. Шел, 19-ăшĕ - пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Халĕ Çар Мухтавĕн залне тăвас тĕллевпе Чечня вăрçине хутшăннисен сăнÿкерчĕкĕсене пуçтарма пуçларăм. Паянхи куна 60-ăн вĕсем. Манăн тĕллев - кашни çул пĕрер стенд хатĕрлесси. Кăçал Экологи çулталăкĕ пулнă май «Тăван тавралăха упрар» стенд хăтласшăн. Чăваш наци музейĕн ĕçченĕсем пирĕн пата килкелесех тăраççĕ. Афганецсене халалланă стенда пысăк хак пачĕç вĕсем. «Кун пекки Чăваш Енре пĕртен-пĕрре», - терĕç. Аваллăхпа, чăвашлăхпа кăсăкланакан, уçă кăмăллă çын нумай ялсенче. Темине пĕлтер кăна - темĕн те илсе килеççĕ. Хамăн та кăмăл çĕкленет вара», - хавхаланăвне пытармарĕ Валентина Аркадьевна. Валентина Тихонова пĕлтернĕ тăрăх, Трак ен халăхĕ ка- пăр тумланма юратнă, юратать те. Кунта алăпа тĕртсе хăйсем çĕленĕ, тĕрлесе капăрлатнă çи-пуç çав тери нумай. Масмак, сурпан, чăваш кĕпи, чĕр çитти саппунĕ /куллен çака- канни/, кăкăр умне çакаканни /туйсене тăхăнса каяканни/, хушпăвĕ, тухйи, ами, тĕрленĕ тутăрĕ... Мĕн кăна çук?! Трак тăрăхĕнче паян та алĕç ăсти йышлă. Район центрĕнче йĕркеленĕ ятарлă кружока та çÿреççĕ вĕсем. Çапах эпĕ кунта ытти музейре хальччен курманнине те асăрхарăм. Вĕсем - хĕрарăмăн чăлт шурă пиртен çĕленĕ, аркине чĕнтĕр çыхса илемлетнĕ каçхи кĕпи, чăлт шурă шăлаварĕ /хăй вăхăтĕнче тутар хĕрарăмĕсем хĕрлĕ тĕслине тăхăннă, чăвашсен вăл шурă пулнă/ тата этемлĕхĕн черчен çуррин пиртен çĕленĕ тăватă кантраллă йĕмĕ. Ăна икĕ енчен çыхнă. «Шарт! тататтăмăр эпир çав кантрасене», - аса илчĕç мучисем музейри куравпа паллашсан. Вĕсем ун чухне хăйсен çамрăклăхне куç умне кăларчĕç. Ĕçĕм çав тери килĕшет. Чăваш аваллăхĕпе, Трак тăрăхĕнчи пултаруллă çынсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллаштаракан лайăх музей йĕркелес килет. Маттур вĕрентекенсем, медицина тата культура ĕçченĕсем, спортсменсем пирки те стендсем тăвас ĕмĕт пур. Пуканесене те ятарлă кĕтес уйăрса пама пулать», - шухăшне палăртрĕ Валентина Аркадьевна. Аваллăх управçинче вăй хуракансем хăйсенчен килнине йăлтах тăваççĕ, пуçарулăхĕпе палăраççĕ. Ĕçĕсем те курăмлă. Анчах «чăматан пуçтармалли» кăмăл, музейĕн хăйĕн ятарлă çурчĕ çукки чăннипех те кулянтарать.

Роза ВЛАСОВА.

Миçе çын пăхнă: 416 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024