Трак енти Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 6-мĕш класс вĕренекенĕсем Чăваш чĕлхин вунă кунлăхне хутшăннă май В.М.Михайлов вĕрентекен ертсе пынипе Шупашкарта Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче пулса курчĕç. Унта музейри экскурсовод ертсе пынипе чăваш ÿнерçĕ классикĕсен ĕçĕсемпе паллашрĕç. Уйрăмах вĕсене А.Кокель, М.Спиридонов, Н.Сверчков, Н.Овчинников ĕçĕсем килĕшрĕç. Кунсăр пуçне Валерий Бобков художникăн Чернобыльти атом электростанцийĕнчи хăрушă инкек çинчен ÿкернĕ сăрăллă сăнĕсемпе паллашрĕç. Ачасене кÿршĕллĕ Тутарстан маçтăрĕн Александр Ивановăн чеканка мелĕпе тунă ÿкерчĕкĕсем те тĕлĕнтерчĕç. Шкул ачисем Шупашкарти канăва аван ирттерчĕç. Вĕсем "Макдональдс" кафене кĕрсе апатланма та пултарчĕç.
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен