Трак енти Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 6-мĕш класс вĕренекенĕсем Чăваш чĕлхин вунă кунлăхне хутшăннă май В.М.Михайлов вĕрентекенпе пĕрле Шупашкарта К.В.Иванов ячĕллĕ драма театрĕнче пулса курчĕç. Вĕсем ăста артист, поэт тата драматург, хăйсен ентешĕ Александр Пăртта çырнă пьеса тăрăх çырнă «Укçа чул кастарать» спектакль премьери пăхрĕç.
Пьеса авторĕ паянхи кун кăларса тăратнă «ашшĕ-амăшĕ тата ачисем» ыйтăва çивĕччĕн çĕкленĕ. Аякра та мар пурăнакан ачисем вунă çул хушши пĕччен пурăнакан амăшне килсе курмаççĕ, пулăшмаççĕ. Укçа кирли çеç вĕсене ватă амăшĕ патне килме хистет. Шел пулин те, тăван ачисене укçа çеç кирли , вĕсем уншăн çапăçса кайни амăшне питĕ кÿрентерет, ăна вилĕм çапса хуçать.
Пьесăра кулăшла самантсем те чылай. Пьесăна лартакансем çынсен çитменлĕхĕсене кулăш , сарказм тата гротеск мелĕпе уçса пама тăрăшнă. Çаванпа спе
...
Малалла вула »