Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Упири кану центрĕнче Раççей парламентаризмне йĕркеленĕренпе 105 çул çитнине халалласа пысăк уяв иртрĕ. Çавна май Мăн Çавал шыв тăрăхне Мускав хăнисем — Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, парламентри "Справедливая Россия” фракци депутачĕсем А. Г. Аксаков, Думăн бюджет комитечĕн членĕ В. А. Лекарева, парламентăн обществăлла пĕрлешÿсен комитечĕн председателĕн çумĕ А. В. Кузьмина тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ И. Ю. Моляков килчĕç.
Мускавран килнĕ хăнасем малтанах Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн историпе краеведени музейĕнче пулса курчĕç. Кунта курмалли, пĕлмелли питĕ чылай. Ленин орденне тивĕçнĕ, СССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă К. И. Горинана уйрăм вырăн уйăрнă. Чăваш Енĕн Министрсен Канашĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ, республикăн, РСФСРăн Аслă Канашĕн тĕрлĕ созывĕсен депутачĕ пулнă, каярах Раççей парламенчĕн пĕтĕмĕшле пайне ертсе пынă Л. П. Прокопьев пирки те материал чылай. Тĕрлĕ çулсенче Упи енчен Чăваш
...
Малалла вула »