Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Упири кану центрĕнче Раççей парламентаризмне йĕркеленĕренпе 105 çул çитнине халалласа пысăк уяв иртрĕ. Çавна май Мăн Çавал шыв тăрăхне Мускав хăнисем — Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, парламентри "Справедливая Россия” фракци депутачĕсем А. Г. Аксаков, Думăн бюджет комитечĕн членĕ В. А. Лекарева, парламентăн обществăлла пĕрлешÿсен комитечĕн председателĕн çумĕ А. В. Кузьмина тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ И. Ю. Моляков килчĕç. Мускавран килнĕ хăнасем малтанах Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн историпе краеведени музейĕнче пулса курчĕç. Кунта курмалли, пĕлмелли питĕ чылай. Ленин орденне тивĕçнĕ, СССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă К. И. Горинана уйрăм вырăн уйăрнă. Чăваш Енĕн Министрсен Канашĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ, республикăн, РСФСРăн Аслă Канашĕн тĕрлĕ созывĕсен депутачĕ пулнă, каярах Раççей парламенчĕн пĕтĕмĕшле пайне ертсе пынă Л. П. Прокопьев пирки те материал чылай. Тĕрлĕ çулсенче Упи енчен Чăваш Республикин парламенчĕн депутачĕсем Г. Сидоров, О. Митрофанова, А. Иванова, А. Макарова, П. Ефремов, В. Архипов (Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ) пулнă. Тĕп уяв Упири кану центрĕнче малалла тăсăлчĕ. Ларма-тăма вырăн çук тейĕн. Историк-краевед, Красноармейскинчи историпе краеведенин халăх музейĕн ертÿçи В. Серафимов "Трак ен çыннисем — патшалăх влаçĕн органĕсенче” ятлă пысăк доклад туса пачĕ. Унта сăмах, тĕпрен илсен, Упи ен çынни, Пĕрремĕш Патшалăх Думин депутачĕ Я. А. Абрамов пирки пынă. Кам-ха вăл Я. А. Абрамов? 1906 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче Чăваш енчен Пĕрремĕш Патшалăх Думине Упи хресченĕ Яков Абрамович Абрамов лекнĕ. Я. А. Абрамов 1873 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче Упи ялĕнче çуралнă. Тăван ялти чиркÿ-прихут шкулĕнче вĕреннĕ. 1888 çулхи августăн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1890 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕччен Хусанти учительсен семинарийĕн хатĕрленÿ класĕнче пĕлÿ пухнă. Унăн авторитечĕ тăван ялĕнче питех те пысăк пулнă. Патшалăх Думине суйлама вăхăт çывхарсан хăй шухăшне калама пултаракан çамрăка ял çыннисем вулăс пухăвне суйласа яраççĕ. Унтан çул Етĕрнери уесри пухăва выртать. Каярах сăпайлă 33-ри Якова Хусан кĕпĕрнинчи суйлавçăсен Пухăвĕ Патшалăх Думин членне суйлать. Çапла майпа пирĕн ентеш Пĕрремĕш Патшалăх Думин депутачĕ пулса тăрать. Асăннă тапхăрта Яков Абрамович нимĕнле партире те тăман-ха. Пĕрремĕш Патшалăх Думи хăйне салатса яриччен 72 кун ĕçленĕ. Дума 1906 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче уçăлнă. Унта Чăваш енрен икĕ депутат — Я. А. Абрамов тата К. В. Лаврский юрист хутшăннă. Я. А. Абрамов "Хыпар” хаçатăн чи активлă çыравçи пулнă. Н. В. Никольскипе тачă çыхăну тытнă. Пĕрремĕш Дума правительствăн саккунпа килĕшсе тăман ĕçĕ-хĕлĕ пирки депутатсем чылай çивĕч ыйтусемпе запрос çĕкленĕ. Çавăн пиркиех ĕнтĕ патша ку Пухăва салатса янă та ĕнтĕ. Пирĕн ентеш яла таврăннă. Ăна Упи вулăс старшинине, вулăс ĕç тăвкомĕн председательне çирĕплетеççĕ. Яков Абрамович Етĕрне уесĕнчи, каярах Хусан кĕпĕрнин çĕр управисен членĕ пулнă. 1918 çулта пирĕн ентеш Етĕрнери уесри вак кредит кассин пуçлăхĕнче, кайран Упи вулăсĕнче потребительсен обществин ертÿçин секретарĕнче ĕçленĕ. Я. А. Абрамов 1934 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче вилнĕ. Унăн ултă ача пулнă.
Ун хыççăн Упи ял администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. В. Степанов ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Малалла сăмах РФ Патшалăх Думин депутачĕсем А. Г. Аксаков, В. А. Лекарева, А. В. Кузьмина илчĕç. Вĕсем çĕр-шыври лару-тăру, Раççей парламенчĕ еплерех ĕçлени, юлашки вăхăтра еплерех саккунсем йышăнни çинчен каласа пачĕç, "Справедливая Россия” политика партийĕн тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç, хăйсене хапăл туса кĕтсе илнĕшĕн ял халăхне ăшшăн тав турĕç. "Раççей парламентĕнче тăватă политика партийĕн депутачĕсем — "Единая Россия”, "Справедливая Россия”, КПРФ тата ЛДПР — ĕçлеççĕ. Вăл е ку саккуна йышăннă чухне пĕрлехи шухăш патне пырайманни пире яланах ура хурать. Пĕр партин йышлă депутачĕсем яланах хăйсен шухăшне мала тăратаççĕ. Тăтăшах пулатăп Чăваш Енре, суйлавçăсем умĕнче отчет тăватăп. Акă паян Упи тăрăхĕнче”, — терĕ А. Г. Аксаков. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ И. Ю. Моляков та республика парламенчĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ.
А. Г. Аксаков Мăнкун умĕн Израильте пулнă, унтан пысăк парне — ÿкерчĕк илсе килнĕ. Ăна вăл Упи ял тăрăхĕн пуçлăхне Ю. В. Степанова пачĕ. Анатолий Геннадьевич çавăн пекех хăйсене хапăл тунăшăн Упи ял тăрăхĕн пуçлăхне Ю. В. Степанова, вырăнти шкул директорне Ю. В. Федорова Тав çырăвĕсем пачĕ. Юрий Витальевич вара хăнасене парне — Янмурçинти ĕç ветеранĕ К. П. Петров хатĕрленĕ сим пыла парнелерĕ. Юлашкинчен чăваш эстрада çăлтăрĕсен пысăк концерчĕ пулчĕ. Уписем умĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ С. Павлов, А. Московский, И. Музыкантова, В. Сергеев хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
|