Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин Çĕнĕ вĕренÿ технологийĕсен центрĕнче Учитель çулталăкне халалласа "Информаципе коммуникаци технологийĕсем - вĕрентекенсен ăсталăхĕпе пултарулăхне аталантармалли майсенчен пĕри" конкурсăн 1 (куçăмсăр) турĕ вĕçленнĕ. Унта пурĕ республикăри 25 муниципалитетран 263 вĕрентекен хутшăннă, вĕсенчен 116 вĕрентекен 2 (куçăм) тура тухнă. Иккĕмĕш тура тухнисем хушшинче пирĕн район педагогĕсем те пур. Пĕри - Красноармейски 2-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ
Михайлов Виталий Михайлович (вăл "Предметпа класс тулашĕнче ИКТ-па усă курса мероприяти ирттересси" проект хатĕрлесе тăратнă). Тепри - Алманч шкулĕнче вырăс чĕлхи вĕрентекенĕ
Дмитриева Галина Николаевна (вăл "ИКТ-па усă курса урок хатĕрлесси" темăпа проект тăратнă). Педагогсен октябрĕн 6-мĕшĕнче иртекен иккĕмĕш турта хăйсен проектне куçăм майпа хÿтĕлемелле. Саламлатпăр! Иккĕмĕш туртан çĕнтерÿпе тавранасс шанатпăр.