Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Кăрлач » 20 » Пирĕн ентеше Николай Петрович Петров чĕлхеçĕ-профессора асăнса çавра сĕтел иртнĕ
Пирĕн ентеше Николай Петрович Петров чĕлхеçĕ-профессора асăнса çавра сĕтел иртнĕ
22:21
Сăн ÿкерчĕк
Кăрлачăн 19-мĕшĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Николай Петрович Петров профессора асăнса «Чăваш литература чĕлхин историйĕ» ятлă çавра сĕтел иртрĕ. Çак кун, профессор сывă пулсан, 81 çул тултарĕччĕ.

Вăл 13 сехетре пуçланчĕ. Çавра сĕтел майлă иртернĕ конференцие чĕлхеçĕсемпе ытти ăсчахсем тата чăваш филологийĕн студенчĕсем пухăнчĕç. Евдокия Александровна ăна çавра сĕтеле уçнă май кĕскен ун йĕрки çинчен каласа пачĕ. Малтан Н.П.Петров 2008 çулхи юпан 17-мĕшĕнче Сыктывкарта панă интервьюна итлерĕç. Кĕскен каласан 20 минутлă калаçура вăл Василий Ильич Лыркин (хушаматне, лайăх илтĕнмен пирки, йăнăш та çырма пултарнă — каçару ыйтатăп. Admin) пирки тата ытти вак-тĕвек ыйтусене хускатрĕ: IX ĕмĕрхи полхарсен кивĕ çыру палăкне вулас ыйту, доктор канашне йĕркелени.

Президиума Евдокия Александровна Андреева, Татьяна Витальевна Денисова, Олег Ростиславович Студенцов, Виталий Иванович Сергеев, Николай Петровичăн мăшăрĕ Елена Архиповна, Васильева Елизавета Фёдоровна, Ибрагим Арыкан туркка, тата Леонид Петрович Сергеев йышăннă хыççăн докладсем калама пуçларĕç.

Васильева Елизавета Фёдоровна профессорăн пурнăçне уçса пачĕ, ăна тĕрлĕ енчен хакларĕ. «Пуçран ачашшăн шăлма та, хыттăн асăрхама та пултаратчĕ», — асăрхарĕ вăл.

Филологи ăслăлăхĕсен кандилачĕ Олег Ростиславович Студенцов Николай Петрович студентсемпе мĕнле ĕçлени пирки каласа кăтартрĕ. Питĕ хытă ыйтатчĕ терĕ — хăй пĕррехинче ăна епле экзамен пани пирки каласа кăтартрĕ. Олег Ростиславович çавăн пекех Николай Петрович Петров ЧПУри журналистика кафедрине уçас тĕлĕшĕпе самай тăрăшни пирки пĕлтерчĕ.

Виталий Иванович Сергеев хăйĕн сăмахĕнче Николай Петровича Шурă кашкăрпа, Пихампарпа, танлаштарчĕ. Николай Петрович ун шучĕпе пирĕн пурнăçри шурă кашкăр пулса тухать.

Л.П. Петров профессора пысăка хурса хакларĕ. Николай Петрович йĕркеленĕ доктор канашĕнче 1992-2009 çулсем хушшинче 118 çын хÿтĕленнĕ иккен, вĕсен шутĕнче иккĕшĕ — доктор, ыттисем — ăслăлăх кандидачĕсем.

Çавăн пекех çавра сĕтелте Ибрагим Арыкан, А.П. Хусанкай, Л.П. Сергеев, Е.Р. Горшков сăмах каларĕç, профессорăн ĕçне ыррăн аса илчĕç.

Л.П. Сергеев Николай Петрович ĕçне халалласа пысăк конференци ирттерме сĕнчĕ. Евдокия Александровна ун шухăшĕпе килĕшрĕ. Тĕнче шайĕнчи конференцие хатĕрлеме темиçе çул кирлине пула вăл ăна профессор çуралнăранпа 85 çул çитнĕ тĕлне ирттерме сĕнчĕ.

Миçе çын пăхнă: 653 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024