"Пултаруллă учительсен мастер-класĕсем" кĕнеке пичетленсе тухнă
18:59
Чăваш Республикинчи учительсенчен Раççей Президенчĕн Грантне 2006-2009 çулсенче пурĕ 446 вĕрентекен тивĕçнĕ. Вĕсен нумай енлĕ пултарулăхĕн паха ĕç меслетлĕхне пухса Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви кĕнеке кăларнă. Унăн ум сăмахне Вĕрентÿ институчĕн ректорĕ В.Д.Данилов профессорпа С.В.Димитриева доцент çырса хатĕрленĕ. Кĕнекере 112 учителĕн ĕç опычĕ çинчен кĕскен каласа панă. Вĕсен шутĕнче - Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен З.П.Михайлова тата вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекен Н.В.Ефимова педагогсем. Зинаида Петровнăн ĕç меслетлĕхне уçса паракан статйи "Нарспи" поэмăна шкулта çĕнĕ технологисемпе усă курса вĕрентесси" ятлă, Наталья Васильевнăн - "Инновационные программы и технологии в работе классного руководителя". Кĕнеке 1000 экземплярпа тухнă.
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен