Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Раштав » 28 » “Трак ен” ансамбль — 25 çулта
“Трак ен” ансамбль — 25 çулта
20:25
Сăн ÿкерчĕк

Çавна май районти Культура çуртĕнче халăх фольклор ку ансаблĕн пултарулăх каçĕ пулчĕ. ИСТОРИРЕН. Районти Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн ертỹçи И. Прокопьев аса илнĕ тăрăх, “Трак ен” ансамбль 1992 çулхи раштав уйăхĕнче йĕркеленнĕ. Пуçаруçăсем райпо канашĕн председателĕ А. Дмитриева, чăваш чĕлхи учителĕсем Зинаидăпа Виталий Михайловсем, Ю. Миронов аккомпаниатор пулнă. Пĕрремĕш репетицине 20-е яхăн çын пуçтарăннă. Халĕ ку халăх фольклор ансамблĕн концерт программин репертуарĕнче хăна, туй, салтак, ларма юррисем тата ыттисем. 1999 çулта вăл районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ пулса тăнă, 2001 çулта “халăх” ятне çĕнсе илнĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн, культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕн, ЧНК-н тата ыттисен Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Халĕ ансамбле А. Никонорова ертсе пырать. Концертсене ку ушкăн тăтăшах хутшăнать, вăл çитмен ял районта юлман та пуль! “Трак ен” хăйĕн пултарулăхне Мари Эл Республикинчи Морки районĕнче, Тутарстанра, Тюменьпе Чулхула облаçĕсенче кăтартнă, тĕрлĕ фестиваль-конкурссене хутшăнса палăрнă. Хăйĕн кĕмĕл юбилейне хальхинче те ансамбль сцена çинче “Улахра”, “Тăла тỹни” йăла-йĕркесене кăтартнипе пуçларĕ. Унтан ăна Вăрнар районĕнчи “Санар” фольклор ушкăнĕ саламларĕ. Ятарлă сценарипе Чатукассисем, Алманчсем, Уписем, Еншик Чуллăсем, Мăн Шетмĕсем тата Кĕçĕн Шетмĕсем юрă-ташăри пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. “Трак ене” малалла район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Я. Григорьев, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Р. Осипова, ЧНК-н районти уйрăмĕн ертỹçи З. Михайлова, Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн председателĕ И. Прокопьев, Янкас ялĕнчи Н. Ершов сăвăç-çыравçă ыр сунчĕç, Тав хучĕсемпе парнесем пачĕç. Куракансем çỹлерех асăннă ушкăнсемсĕр пуçне Михаил Луков хут купăсçăн, Вăрнарсен пултарулăхне тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Икĕ сехете яхăн пынă программăна (ăна Н. Филиппова йĕркелесе пычĕ) “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ вĕçлерĕ. Пĕр сăмахпа, тав тата мухтав унти юрăçсене! Юбилейĕсем татах та татах килччĕр!

В. Данилов.

Миçе çын пăхнă: 388 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024