Февралĕн 26-мĕшĕнче, вырсарни кун, Красноармейскинчи Çĕнтерÿ паркĕнче йăлана кĕнĕ "Çăварнине ăсатни” уяв иртрĕ. Унччен маларах пирĕн редакцине район центрĕнче пурăнакан Г. Дубров обществăлла корреспондент "Эх, çăварни!” сăвă çитерсе пачĕ.
"Ямшăк пушши, чĕн пушши, Пилĕк тавра явăнать. Ыр кăмăллă çăварни, Пĕлĕмпеле хăналать”.., — çырать Гурий Егорович.
Çапла, ку уява вичкĕн сивĕ çил вăйлăн вĕрсе тăнине пăхмасăрах ватти те, вăй питти те, вĕтти те васкарĕ. 11 сехет иртсен вĕсене халăх праçникĕ ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков тата унăн экономика енĕпе ĕçлекен çумĕ, ял хуçалăх, экономика тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ И. Степанов саламларĕç. Унтан çĕнетнĕ сцена çинче ял тăрăхĕсенчи художество пултарулăх коллективĕсен концерчĕ пуçланчĕ. Пĕри те тепри хавас юрă-ташăпа куракансене тыткăнларĕ. "Чи лайăх художество номерĕ” номинацире кĕçĕншетмĕсем — пĕрремĕшсем, чатукассисем — иккĕмĕшсем, пикшиксем виççĕмĕшсем пулчĕç. Икерчĕ пĕçерекенсен, тутлă та пылак чей хатĕрлекенсен, тĕрлĕ ытти енпе конкурссемпе вăйăсем иртрĕç. Сăмах май, икерчĕсем (йÿçĕ чустаран) Египетра 4,5 пин çул каяллах пĕçернĕ иккен. Халап тăрăх, çакна Давид патша ырланă, уявсенче пурне те икерчĕ пĕçерме хавхалантарнă. Кăçалхи конкурсра вара çак тĕлĕшпе (тĕрлĕ номинацисенче) — карайсемпе красноармейскисем, алманчсемпе пикшиксем маттуртарах пулчĕç. Чей хатĕрлекенсен конкурсĕнче вара малти вырăнсене красноармейскисемпе мăншетмĕсем тата уписем тивĕçрĕç. "Чи лайăх вăйă” номинацире 1—3-мĕш вырăнсене Л. Егорова, Л. Семенова тата С. Васильева çĕнсе илчĕç. Механизаторсен урамĕнче çав хушăрах ача-пăча пĕрер лаша кÿлнĕ икĕ лавпа (ямшăкĕсем — А. Меркурьевпа Л. Леонтьев) тата пĕр тройкăпа (Ю. Платонов) ярăнса киленчĕç. Шел, лавсен хисепĕ çулленех сахалланса пыни самаях пăшăрхантарать. "Çăварни кÿлеписем” хатĕрлемелли конкурсра пикшиксемпе кĕçĕншетмĕсене тата уписене çитекенни пулман. Тĕрлĕ номинаци-конкурсра мала тухнисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ И. Степанов дипломсемпе тата укçан премисемпе чысларĕ. Кирек епле уявăн та вĕçĕ пурах. Кÿлепесене чĕртсе çунтарчĕç те, халăх майĕпен саланма тытăнчĕ. Чăн та, шашлăк пĕçерсе хатĕрлекенсем патĕнчен çынсем вăрахчен татăлмарĕç-ха.
В.Данилов |