Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн 2013 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн («Об утверждении состава редакционного совета, состава редакционной коллегии и рецензентов по изданию «Энциклопедии Красноармейского района») раштавăн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче Трак ен энциклопедине кăларассипе ĕçлекен редколлегин пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Унта редколлегин тĕп редакторĕ Красноармейски пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул вĕрентекенĕ Михайлов Виталий Михайлович, "Ял пурнăçĕ" хаçат редакцийĕн пай пуçлăхĕ Борисов Юрий Зиновьевич, район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев тата техника пулăшăвĕн пай пуçлăхĕ Капрова Алина Геннадьевна,
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ертÿçи, районти ветерансен канашĕн ертÿçи Ефимов Георгий Леонидович-Тусли, çыравçă-поэт Ершов Николай Гаврилович (Янгер). районти историпе тăван тавралăх музейĕн заведующийĕ Серафимов Владимир Серафимович тата район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пай пуçлăхĕ Осипова Рена Михайловна хутшăннă. Ларăва хутшăннисем пулас энциклопедин пĕтĕмĕшле концепцине сÿтсе явнă, материал пухмалли сĕнÿсен проектне хатĕрленĕ. Халĕ кĕнекене кĕмелли статьясен ятлăхне хатĕрлеме пуçланă. Ку енĕпе Серафимов В.С. ĕçтеше яваплăхпа тивĕçтернĕ.
|