Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Авăн » 25 » Тÿрĕ çул çине тăма вĕренеççĕ ("Çамрăксен хаçачĕ")
Тÿрĕ çул çине тăма вĕренеççĕ ("Çамрăксен хаçачĕ")
09:14
Сăн ÿкерчĕк
Ахаль шкул пекех вăл. Йĕплĕ карта, решеткеллĕ чÿречесем çеç чуна çÿçентереççĕ. Сăмахăм Красноармейски районĕнчи Упири ятарлă шкул пирки. Кунта саккуна пăснă 18 çул тултарман арçын ачасем ăс пухаççĕ. Эпĕ çитнĕ вăхăтра уçă чÿречесенчен шăв-шав илтĕнетчĕ. Ахăртнех, шăпăрлансем урока хатĕрленетчĕç. Пĕлÿ çурчĕн таврашĕ таса та тирпейлĕ, тĕрлĕ чечек куçа йăмăхтарать. Кунта тăрăшакансем ăш пиллĕн кĕтсе илчĕç, шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕç.
Ятарлă шкулта преступлени çулĕ çине тăнă 21 ача вĕренет. Чи кĕçĕннисем - 12 çулта. Вĕсем виççĕн. Асли - 17-ре. Яшсене «хура» ĕçпе аппаланнăшăн çак шкула вĕренме янă. Вĕсенчен нумайăшĕ кунта вăрă ĕçĕпе çыхланнăшăн лекнĕ. Йывăр, анчах юри мар преступлени туни те пур: çынна вĕлернĕ. Теприсем мăшкăлланăшăн çакланнă. Хурахла тапăнакансене те шăпа çакăнта илсе çитернĕ. Ачасем кунта 3 çул вĕренеççĕ. Кайран вĕсем каялла каяççĕ. Шел те, хăшĕ-пĕри çак шкултан тухса кайсан та хăйĕн йăнăшне ăнланса илсе тĕрĕс çулпа утмасть, пăрăнать. Вĕсене каллех ятарлă шкула ăсатаççĕ. Шăпăрлансемпе 7 учитель, 2 психолог тата социаллă педагог ĕçлеççĕ. Уроксем хыççăн вĕсемпе 5 воспитатель тăрăшать. Борис Соколов директор шкулта нумаях пулмасть ĕçлеме тытăннă.
- Çакнашкал ачасемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл мар. Кашнин кăмăлне çавăрма уйрăм меслет кирлĕ. Эпир вĕсене малтанхи йăнăшĕсене текех ан пурнăçлаччăр тесе чуна парса вăй хуратпăр, - пĕлтерчĕ Борис Федорович.
- Паллах, саккуна пăснă ачасемпе ĕçлеме йывăр. Анчах эпир вĕсене кашнинех ăнланма тăрăшатпăр, тÿрĕ çул çине тăма пулăшатпăр. Ытларахăшĕ - ăнăçсăр çемьерен. Интернатран килнисем те пур. Ачасенчен чылайăшĕ пирĕн пата лекиччен тасалăха пачах курман. Питне те йĕркеллĕ çума пĕлмен: шывпа кăшт йĕпетсе илеççĕ те - пулчĕ. Ачасем кашни эрнерех мунча кĕреççĕ. Хăшĕ-пĕри урая еплерех çумаллине, шăлмаллине ăнкарман. Эпир вĕсене гигиенăна пăхăнма, тирпейлĕхре пурăнма çĕнĕрен вĕрентетпĕр. Амăшĕпе çеç ÿснĕ ачан та кукăр çул çине тăрасси инçех мар. Ашшĕн тĕрекĕ арçын ачана уйрăмах кирлĕ. Ашшĕ-амăшĕ, çывăх тăванĕсем вĕсем патне килсех çÿреççĕ. Ку енĕпе чару çук. Пирĕн тĕллев - ачасене криминал тĕнчинчен хăтарасси. Юлташĕсемпе, пĕлĕшĕсемпе курнăçтармастпăр. Анчах хăшĕ-пĕрин патне тăванĕсем пачах килмеççĕ. Хăть те мĕнле пулсан та - ача-çке вăл. Ăна ăшă сăмах каласа хавхалантарни кирлех. Чи çывăх çыннисен юратăвне нимĕн те çитес çук. Пĕлтĕр те, кăçал та ачасем шкултан тухса тарчĕç. Паллах, вĕсене тупнă, каялла илсе килнĕ. Нумайăшĕ тăванĕсем пырса курманнипе хăрушă çак утăма тăвать. Ăçта тараççĕ тетĕр-и? Паллах, киле... Вĕсен çывăх çыннисемпе чуна уçса калаçас, пĕр-пĕр ыйтăва сÿтсе явас килет, - каласа кăтартрĕ директор çумĕ Светлана Григорьева. Вăл кунта чылай çул ĕçлет. Тĕрлĕ шăпаллисемпе тĕл пулма тÿр килнĕ унăн. 
- Кунта лекнисем - йĕркеллĕ ачасемех. Кашни хăйне евĕр, кашнин хăйĕн шăпи. Паллах, шăпăрлансене ют вырăнта хăнăхма çăмăл мар. Йывăр пулсан та вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пулатех. Шкул тулашĕнчи пурнăçра вĕсене тимлĕх, чуна уçса пуплени çитмен. Эпир, паллах, ытларах калаçма, вĕсен лайăх енĕсене тупса палăртма тăрăшатпăр. Пĕр сăмахпа, пурнăçăн тÿрĕ сукмакне суйлама вĕрентетпĕр, текех «хура» ĕçпе аппаланмалла марри пирки ăнлантаратпăр. Ятарлă шкултан вĕренсе тухсан тĕрĕс пурăнакан яшсене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартатпăр. Ырă енне улшăннă пĕр-пĕр çынпа танлаштарни ачана витĕм кÿретех. Вăл та ун пек пулма ăнтăлать. Тĕлĕнмелле те, кунта лекнисем пуçаруллă, çынпа хутшăнма юратаççĕ, - терĕ Татьяна Яковлева психолог.
Ачасем кашни ире зарядкăран пуçлаççĕ. Уроксем ахаль шкултинчен уйрăлса тăмаççĕ: вĕренекенсем вырăс чĕлхипе литературине, историе, географие... шĕкĕлчеççĕ. Пурте галстукпа, костюмпа çÿреççĕ. 
- Кăçал пирĕн 5-11-мĕш классем йĕркеленчĕç. 2 ачаллă класс та пур. 12 çулти шăпăрлан пĕрремĕш класран вĕренме тытăннă тĕслĕх те пулнă, мĕншĕн тесен унччен вăл ăс пухайман. Библиотека пур. Ачасем унта çÿрени, кĕнеке вулани савăнтарать. Шкултан кайсан каялла таврăнни, паллах, кăмăла хуçать. Никама та кирлĕмарскерсем каллех малтанхи хутлăха лекеççĕ. Кунашкаллисем мĕншĕн тÿрккес-ха? Мĕншĕн тесен вĕсем пĕтĕм тĕнчене кÿреннĕ. Психологи тĕлĕшĕнчен вăйлисем, йăнăшне ăнланнисем çеç кукăр çултан пăрăнаяççĕ, - шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕ Светлана Григорьева. 
Информатика класĕ пур. Анчах ачасене Интернетпа ирĕклĕн усă курма май памаççĕ. Ытти шăпăрланăнни пек кĕсье телефонĕ те çук вĕсен - тăванĕсемпе стационарлипе çыхăнаççĕ. 
Вĕренекенсем валли тĕрлĕ кружок йĕркеленĕ. Вĕсене вырăс чĕлхипе литература учителĕ Мария Матвеева ертсе пырать. Арçын ачасем темерĕн - тĕрлеме, çыхма... хăнăхаççĕ. Вĕсем ăсталанă япаласем чăннипех те илемлĕ. 7-мĕш класра вĕренекен Сергей Васильев ку енĕпе питĕ пултаруллă. Ачасем «Алые паруса» литература хаçачĕ кăлараççĕ. Хаçат страницисене уçнă май шăпăрлансен çырас пултарулăхĕ пурри сисĕнчĕ. Шупашкарти В.Маяковский ячĕллĕ библиотека Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 65 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ конкурсра Руслан Сорокин палăрнă. Унăн «Однажды, в 1942 году...» калавне «Мы - внуки тех, кто брал Берлин» кĕнекене кĕртнĕ. Акă каллех ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. 
Ачасенчен чылайăшĕ Упири ятарлă шкула лекиччен урамра йытă хăвалама, вăрă-хурахпа çыхланса ĕçлемесĕрех тутă пулма, эрех-сăрапа, пируспа иртĕхме хăнăхнă-тăр. Кунта вĕсене усал çак йăларан сивĕтесшĕн тăрмашаççĕ, ĕçпе туслашма вĕрентеççĕ: шкул йĕри-тавра пуçтараççĕ, тасатаççĕ. Пушă вăхăтра ачасем стадионта выляççĕ-чупаççĕ, пулă тытма çÿреççĕ. Чечексемпе илемлетнĕ клумбăсем, йывăçран тунă хÿме тÿрех куç умне тăрăнаççĕ. Çакна пĕтĕмпех арçын ачасем ăсталанă. Фойери хăйне евĕр кĕтесе уйрăмах палăртмалла. Чечексемпе, чулсемпе капăрлатнă ăна. Чулĕсене шăпăрлансем Çавал хĕрринче хăйсемех пуçтарнă. Алли-ури çыпăçуллă... Пурнăçпа туллин савăнса пурăнас вырăнне яшсем криминал тĕнчине иленни кăна кăмăла пăсать.
Ачасем спорт енĕпе те вăйлă. Çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿ тăваççĕ, Хисеп грамотисем çĕнсе илеççĕ. Физкультура учителĕ Валерий Григорьев шкулта 2005 çултанпа ĕçлет. 
- Районта, республикăра иртекен тупăшусене çулсеренех хутшăнатпăр. Кĕрхи чупăва, йĕлтĕрпе чупас, сĕтел çи теннисĕ, волейбол, мини-футбол, çăмăл атлетика енĕпе йĕркеленекен ăмăртусене сиктерместпĕр. 2-3-мĕш вырăн чылай йышăннă. Ачасем спортра, кунта килнĕ пĕрремĕш кунхипе танлаштарсан, çитĕнÿ самай тăваççĕ. Анчах вĕсемпе ĕçлеме питĕ йывăр. Хăшĕ-пĕри кунта киличчен мечĕк тапса, теннис ракеткине тытса курман. Вĕсене тĕпĕ-йĕрĕпе вĕрентме, ăнлантарма лекет. Ас тăватăп: Дмитрий Борель пирвайхи хут физкультура урокне кĕчĕ те: «Эпĕ волейболла вылямастăп, мĕншĕн тесен вăл хĕр ачасен вăййи», - терĕ. Каярахпа унăн шухăшĕ сирĕлчĕ, волейболла чиперех вылярĕ. Арçынсем çак вăййа телевизорпа курнă иккен. Роман Кудрина, Дмитрий Бореле, Алексей Журавлева палăртас килет. Вĕсем вĕренсе тухса кайнă ĕнтĕ. Яшсем чылай тăрăшрĕç, спортра пысăк çитĕнÿсем турĕç. Вĕсем - вĕренекенсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Ыттисем çак каччăсем хыççăн ăнтăлччăр. Халĕ кунта ăс пухакансенчен Владимир Игнатьев, Илья Петренко, Роман Рыбаков маттур, спорта парăнтараççĕ. Яшсем футбола, волейбола, сĕтел çи теннисне ытларах кăмăллаççĕ. Акă халĕ кĕрхи чупăва хатĕрленетпĕр. Чи вăйлисене суйласа илме шкулта тупăшу ирттеретпĕр, - хавхаланса калаçрĕ Валерий Иванович. Ачасене спортпа туслаштарас тесе вăл чылай тар тăкнă. - Вĕсен ÿт-пĕве пиçĕхтерме вăхăт нумай. Уроксем хыççăн та тĕрлĕ вăйă вылятпăр, чупатпăр, сикетпĕр... Вĕренекенсен тупăшусене хутшăнас килни сисĕнет. Çитĕнÿ патне талпăнни, лайăх кăтартусемпе палăрни савăнтарать паллах. Сăмах çине спорт залне Илья Петренко çитрĕ. 
- Манăн спорт мастерĕн кандидачĕ пулас килет. Ирĕклĕ кĕрешÿпе, футболпа интересленетĕп. Унсăр пуçне ÿкерме кăмăллатăп. Информатика, геометри предмечĕсем килĕшеççĕ, - хăйĕнпе паллаштарчĕ мал ĕмĕтлĕскер. Илья Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Лайăх паллăсемпе вĕренет. Саккун урлă каçни, кунта иккĕмĕш хут лекни çеç чуна пусарать.
Педагогсем ачасене тĕрлĕ енлĕн аталантарма тăрăшни куç кĕрет. «Шыв ăçталла тайлăк - çавăнталла юхать», - тенĕ ваттисем. Пĕве кĕнĕ вăхăтра усал астармăша парăнма çăмăл. Янтă пурнăç кама илĕртмĕ? Аслисем тивĕçлĕ воспитани парсан, ăнлансан тĕпренчĕкĕсем тÿрĕ çултан пăрăнмаççех, саккун урлă каçмаççех. Яшсемпе хĕрсем вара ыррине усаллинчен уйăрма вĕренсен суд тенкелĕ çине лармĕччĕç. Упири ятарлă шкулта вăй хуракансен тăрăшăвĕ сая каймасса, преступлени çулĕ çине тăнă яшсем хăйсен йăнăшĕсене ăнкарса пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупасса шанатăп.


Ирина АЛЕКСЕЕВА, "Çамрăксен хаçачĕ"
Миçе çын пăхнă: 791 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024