ЧР Элтеперĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулнă. Михаил Васильевич Владимир Владимировича регионти социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕ пирки каласа кăтартнă. Тĕлпулура ача пахчинчи черетсене пĕтересси, регионти çамрăк çемьесене пулăшу парасси пирки калаçнă.
Михаил Васильевич республикăри обществăпа политика лару-тăрăвĕ йĕркеллĕ пулнине пĕлтернĕ, Чăваш Енре 2013 çултанпа çын вилесси ача çуралассинчен сахалраххине палăртнă. Кунашкалли юлашки 20 çулта пулман. Ача пахчисенче 13600 вырăн хатĕрленĕ, тепĕр 6700 тумалла-мĕн.
Владимир Путин регионта çамрăк çемьесене мĕнле пулăшу панипе кăсăклансан Михаил Игнатьев ку тĕлĕшпе патшалăхăн 15 программи ĕçленине палăртнă. Михаил Васильевич çĕршыв Президентне Чăваш Енри экономикăпа та паллаштарнă.
Тĕплĕнрех |