Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 29 » Ытарайми анне сăнарĕ ("Ял пурнăçĕ")
Ытарайми анне сăнарĕ ("Ял пурнăçĕ")
18:58
Сăн ÿкерчĕк
Манăн анне ытарайми кăвар чĕреллĕ. Калаçма пуçласанах манăн пĕрремĕш сăмахăм "анне” пулнă тет кукамай. Эпĕ ăна çав тери юрататăп. Ахальтен мар унăн сăнарĕ тĕлĕкре те ман пата пырать. Юмахри пек, нихçан сÿнми йăлкăш çутă пек куç умĕнче тăрать. Кунран-кун çак туйăм чунра ытларах та ытларах вăйланать. Унăн йăваш кăмăллă чĕри мана ăнланать, йăпатма тăрăшать, йывăр вăхăтра пулăшма васкать. Анне юнашар чухне кĕрхи тĕттĕм каç та çутă пек туйăнать. Çапла, чи ачаш, чи хаклă çын вăл маншăн анне çĕр çинче. 

Анне тесессĕнех ман ума хитре сăнар тухса тăрать. Унăн кăвак куçĕ манăн чунăма ăшăтса тăрать, малалла пурăнма вăй-хăват парать, савăнăçлă туйăм çуратать. Акă епле пысăк хăват тапать унра! Манăн аннене Фая тесе чĕнеççĕ. Тĕнчере маншăн санран хакли, чи çывăххи урăх çук та пулĕ! Çук, пулма та пултараймасть! Манăн сансăр пуçне аппа та, йăмăк та çук. Сан пекех ырă чунлă кукамай çумра пурри иксĕмĕре те савăнăç кÿрет. Анне, эсĕ яланах чи хитри, чи ырри, чи çывăххи, çепĕççи, ĕçченни, чи илĕртÿлли. Маншăн эсĕ пуррипе тĕнче те хитре, телей те тулли. Сан сассу маншăн чĕкеç юрри пекех туйăнать, куллу — хĕвел шевли. Эсĕ, кукамай пурри маншăн чи хаклă мулпах танлашать. Эсĕ ман çине ăшă кулăпа пăхсан чун çемçелет, чунран тухакан сăмахусем чĕре патне пыраççĕ, лăплантараççĕ, çунатлантараççĕ. Анне ман çав тери ĕçчен. Унăн аллинче ĕç выляса çеç тăрать. Кукамай та сан çине пăхса савăнать. Эпĕ мĕнле хĕпĕртенине каласа та пĕтерме çук! Анне, аннеçĕм, эпĕ сана ман тĕрекĕм тесе шутлатăп. 

Аннеçĕм! Эсĕ мана сăпка юрри юрла-юрла çывăратнă. Кунĕн-çĕрĕн маншăн ырми-канми тăрăшатăн. Çав вăхăтрах мана çынсене, çут тĕнчене, пурнăçа юратма вĕрентсе пыратăн. Хальлĕхе эпĕ çамрăк-ха, 6-мĕш класра кăна вĕренетĕп. Санран нумай лайăххине, чылай япалана вĕренсе ÿсетĕп. Сан пекех манăн пур ĕçе те тума пĕлес килет. 

Манăн анне нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Кукаçи тахçанах вилнĕ. Ырă чунлă анне вара кукамая пĕччен пăрахса хăварас темен. Тĕп хуламăртан яла куçса килнĕ. Çук, çук, ытти ачисем çинчен маннă тесе калас килмест. Вĕсем те кашни çулах отпуск вăхăтĕнче яла килеççĕ. Тăван амăшне пулăшма васкаççĕ. Кукамай вĕсене аслисене çапла хисеплеме вĕрентсе ÿстернĕ. Эпĕ те çакна курса ÿсетĕп. Хамăн аннене нихăçан та пулăшусăр хăвармăп. Унăн вара мансăр пуçне никам та çук. 

Анне! Мĕнле пысăк чунлă-çке эсĕ манăн. Ватăпа ватă пек пулнине те куçпа куратăп. Çамрăксемпе те шÿтлеме пĕлетĕн. Çынпа яланах ырă пулмалла тесе вĕрентсе пыратăн мана. Анне, тайма пуç сана, çуратнăшăн. Эсĕ ял-йышра та хисепре. Кÿршĕ-аршă та сана ĕçченлĕхÿшĕн, ырă кăмăлушăн юратать. 

Анне! Эсĕ нумай çул хушши Янмурçинти ферма заведующийĕнче вăй хутăн. Мĕн тери йывăрччĕ ун чух сана. Хăш-пĕр чухне ферма ĕнисене те хăвăнах сума лекетчĕ. Эсĕ пурпĕрех ывăннине те, тарăхнине те палăртмастăнччĕ. Эпĕ те ун пек чух кукамая ытларах пулăшма тăрăшаттăм. Сана çăмăлрах пултăр теттĕм. Эсĕ маншăн чи хакли-çке. 

Чи ăшă сăмахсем те, чи хаклă парнесем те çителĕксĕр пулĕç сана тав тума. Эсĕ пурри маншăн телей. Ман шутпа, аннесĕр çын мĕнле пуян пулсан та телейлĕ пулаймасть. Унăн ăшшине туймасăр пурăнма питĕ йывăр пулĕ. Аннеçĕм, юратнă аннем, санăн ырă сăмахусене, ĕçÿсене, чăтăмлăхна эпĕ нихăçан та манас çук. Эсĕ пуриншĕн те каçаратăн, чăтатăн, хăвăн пепкÿне пур пĕрех юрататăн, хĕрхенетĕн, ырă кун-çул сунатăн. 

Савнă аннеçĕм, эпĕ сана лапсăркка хурăнпа танлаштаратăп. Вăл мана кашни кунах пуçне тайса кĕтсе илет, хăйĕн çулçисемпе телей сунать. Эсĕ те, аннеçĕм, кирек епле самантра та мана ăшă кулăпа йышăнатăн. Хаклă çыннăм, эпĕ сана темĕн чул тав сăмахĕ каласан та хамăн парăма татса пĕтерес çук. Эсĕ мана пĕрремĕш утăм тума пулăшрăн: пирвайхи сăмаха та эс тăрăшнипех калама вĕрентĕм, пурнăçа та ăнланма пуçларăм. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнасчĕ, анне. Ĕмĕр пурăн, юратнă аннем! 

В. Андреева
Миçе çын пăхнă: 950 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024