Малтанах конференцие пухăннисем ял тӑрӑхӗнчи ал ӑстисемпе районти ача-лӑча тӗслӗх библиотекинчи
кружоксене ҫÿрекенсен ӗҫӗсен тата районти тӗл библиотека ӗҫченӗсем юбилейсен ячӗпе
йӗркеленӗ кӗнекесен выставкисемпе, ҫавӑн пекех вырӑнти юрӑҫсен, ку шутра ял тӑрӑхӗн
администрацийӗнче вӑй хуракансен тата ветерансен хорӗн (ертӳҫи — ЧР культурин тава
тивӗҫлӗ ӗҫченӗ А. Алексеев) пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ. Унтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.
Шестаков пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗл пирки туса панӑ отчета тимлӗн тӑнларӗҫ. Ҫулталӑк тӑршшӗпе
алӑ усса ларманран Владимир Константиновичӑн та каламалли темӗн чухлех тупӑнчӗ.
Вӑл хӑйсен ӗҫне пур енлӗн сӑнласа пама ҫине тӑнине ун сӑмахӗнчи аяларах илсе кӑтартакан
хӑш-пӗр цифрӑсемпе фактсем урлӑ вулакан патне ҫитерес тетӗп.
Яп тӑрӑхӗнчи пӗчӗк 79 предприятире 1060 ҫын ӗҫлет. Пӗлтӗр ҫеҫ райцентрта
"Лю
...
Малалла вула »