Ял хуçалăх çулĕн ăнăçлăхĕ çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра та пахалăхлă ирттернинчен килет. Паянхи кун тĕлне "Красное Сормово", "Таябинка" пĕрлешÿсемпе "Нива" хуçалăх çур акине лайăхрах хатĕрленнĕ, "Новая сила" хуçалăхпа "Восток", "Прогресс", "Красноармейская МТС” пĕрлешÿсем — япăхрах.
Кăçал районĕпе 21705 гектар çинче ял хуçалăх культурисем акса-лартса çитĕнтермелле е ку лаптăк 2009 çулхинчен 12, 5 процент пысăкрах. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çав лаптăкăн — 54, çĕр улмипе пахча çимĕç — 8, выльăх апачлĕх культурăсем 38 процент йышăнмалла.
Иртнĕ çул кĕр тыррисем 4597 гектар, е 2008 çулхинчен 75 процент ытларах, акса хăварнă. Анчах та пĕлтĕрхи декабрьти шартлама çанталăка пула вĕсен 20—26 проценчĕ, ытларах кĕрхи тулă, пĕтнĕ пулĕ тесе шутлаççĕ.
Çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме (запас пайсемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобрени, вăрлăх тата ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли хатĕрсем туянма), ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 294 гектар çĕр унччен усăсăр выртнă, ăна к
...
Малалла вула »