Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче, юн кун, район администрацийĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн черетсĕр 40-мĕш ларăвĕ пулчĕ. Унта район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсем, кану центрĕсемпе çурчĕсен тата ялсенчи тĕслĕх библиотекăсен заведующийĕсем хутшăнчĕç. Депутатсем Мускаври террактсем вăхăтĕнче вилнисене сума суса пĕр минут шăп тăчĕç. Вĕсем малалла çакăн пек кун йĕркине çирĕплетрĕç: 1. Район территорийĕнче терроризмран тата экстремизмран асăрханмалли мерăсем çинчен. 2. Район Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен. 3. Районăн 2009 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен калакан отчета çирĕплетесси çинчен. 4. Районăн 2011—2012 çулсенчи экономикăпа социаллă аталану программине çирĕплетесси çинчен. Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа ларура районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ П. Г. Андреев, Раççей ФМСĕн Чăва
...
Малалла вула »
|
Районта иртнĕ çул инфекциллĕ тата паразитла чир-чĕр хуçаланнă 1815 тĕслĕхе регистрациленĕ. Е ку кăтарту 100 пин çын пуçне 11068, 4 пулнипе танлашать. Вăл 2008 çулхинчен 1, 8 процент чухлĕ чакнă.
Пĕлтĕр сывлăшран ерекен шатра чир-чĕрĕ ересси, 2008 çулхипе танлаштарсан, 2, 3 хутчен сахалланнă. Тата скарлатинăпа (сикекен йывăр чир) аптранă — 10, менингитпа чирленĕ 1 тĕслĕхе шута илнĕ. 2008 çулта çÿлерех асăннă чирсем хуçаланнине тупса палăртман пулсан, коклюш (хаяр ÿслĕк чирĕ) сарăлнă икĕ тĕслĕхе регистрациленĕ. 2009 çулта сывлăшран ерекен инфекциллĕ чирсене: дифтери, корь (хĕрлĕхен), краснуха (хĕрлĕ шатра), сарăлакан паротит ернĕ тĕслĕхсем пулман.
Пĕлтĕр грипп чирĕпе аптракансен шучĕ, малтанхи çулхипе танлаштарсан, 1, 89 хут чакнă. Пыршă, дизентери, "А” вирус гепатичĕн чирĕсем хуçаланнă тĕслĕхсем вырăн тупман. Пыршăлăх чир-чĕрĕсемпе чирлекенсем иртнĕ çул, 2008 çулхипе танлаштарсан, 1, 59 хутчен сахалланнине
...
Малалла вула »
|
Профсоюзсен районти координаци канашĕн председателĕ, вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Г. И. Николаева И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи студентсен профсоюз организацийĕн председателĕпе И. Н. Ядукинпа тата вĕрентÿре ĕçлекенсен профсоюз рескомĕн председателĕпе З. Н. Степановапа пĕрле вĕрентÿре ĕçлекенсен Пĕтĕм Раççейри VI съездне хутшăннă. "Мускавран тулли кăмăлпа таврăнтăм. Сăезда çĕр-шывăн пур регионĕнчен 400-е яхăн делегатпа хăна хутшăнчĕ. Эпир РФ вĕрентÿ тата ăслăлăх министрĕпе А. Фурсенкопа, хамăр профсоюзсен лидерĕсемпе, депутатсемпе тĕл пултăмăр. Сăезд тухăçлă иртрĕ: унта отчетпа суйлав кампанийĕн итогĕсене пĕтĕмлетрĕç, 2010—2015 çулсенчи аталану Программине тата вĕрентÿре ĕçлекенсен Пĕтĕм Раççейри профсоюзĕн Уставне çĕнĕ редакципе йышăнчĕç, ку организацин ертсе пыракан органĕсене суйларĕç”, — каласа парать Галина Ивановна. Халĕ съезд делегачĕ районти шкулсенчи педагогсем хушшинче тăтăшах пулать, вĕрентÿре ĕçлек
...
Малалла вула »
|
Шупашкарта Учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра наци
культурин "Туслăх хĕлхемĕ" фестивалĕ иртрĕ. Унта тĕрлĕ район шайĕнче
çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнĕ 6-9 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Çак фестивальте
пирĕн районти шкул ачисем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Фестиваль программипе
килĕшÿллĕн вĕсем тăватă конкурсран икĕ конкурсĕнче тупăшрĕç,
малти вырăнсене тивĕç пулчĕç. «Чăвашлăх тĕнчи: тĕпчев ĕçĕсен мультимедиллĕ презентацийĕ»
конкурсра Красноармейски пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан иккĕмĕш шкулĕнче 9-б
класра вĕренекен Алексей Михайлов «К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминчи çут çанталăк
сăнарĕ» темăпа хатĕрленĕ ĕçне хÿтĕлесе 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Вырăс
класĕнче чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури вĕренекен шкул ачисем
хушшинче ирттернĕ «Çăлтăрчăк» вăйă-конкурсра вара Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн 9-меш
класĕнче вĕренекен Иванова Наталия та 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Саламлатпăр!
|
|