Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Ака » 13 » Эпидемиологи лару-тăрăвĕ çапла
Эпидемиологи лару-тăрăвĕ çапла
00:28
Сăн ÿкерчĕк
Районта иртнĕ çул инфекциллĕ тата паразитла чир-чĕр хуçаланнă 1815 тĕслĕхе регистрациленĕ. Е ку кăтарту 100 пин çын пуçне 11068, 4 пулнипе танлашать. Вăл 2008 çулхинчен 1, 8 процент чухлĕ чакнă.
Пĕлтĕр сывлăшран ерекен шатра чир-чĕрĕ ересси, 2008 çулхипе танлаштарсан, 2, 3 хутчен сахалланнă. Тата скарлатинăпа (сикекен йывăр чир) аптранă — 10, менингитпа чирленĕ 1 тĕслĕхе шута илнĕ. 2008 çулта çÿлерех асăннă чирсем хуçаланнине тупса палăртман пулсан, коклюш (хаяр ÿслĕк чирĕ) сарăлнă икĕ тĕслĕхе регистрациленĕ. 2009 çулта сывлăшран ерекен инфекциллĕ чирсене: дифтери, корь (хĕрлĕхен), краснуха (хĕрлĕ шатра), сарăлакан паротит ернĕ тĕслĕхсем пулман.
Пĕлтĕр грипп чирĕпе аптракансен шучĕ, малтанхи çулхипе танлаштарсан, 1, 89 хут чакнă. Пыршă, дизентери, "А” вирус гепатичĕн чирĕсем хуçаланнă тĕслĕхсем вырăн тупман. Пыршăлăх чир-чĕрĕсемпе чирлекенсем иртнĕ çул, 2008 çулхипе танлаштарсан, 1, 59 хутчен сахалланнине палăртнă.
Иртнĕ çул социаллă сăлтавсене пула сарăлакан чир-чĕрсен шучĕ чакнă. Акă, 2009 çулта гонорея (ясар чирĕ) — 1, кĕçĕ — 6 (çав шутра пĕр кил-çуртра — 4 тĕслĕх), сифилис тата микроспори чирĕ сарăлнă 2 тĕслĕхе регистрациленĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, иртнĕ çул социаллă сăлтавсене пула хуçаланакан чир-чĕрсен хисепĕ, 2008 çулхинчен 17, 75 процент чухлĕ пĕчĕкленнĕ.
2009 çулта районта туберкулезпа тата сывламалли органсемпе чирлекенсен шучĕ, 2008 çулхипе танлаштарсан, 2, 6 процент чакнă. Бацилла (бактери) формăллă туберкулезпа чирленĕ пĕр тĕслĕх (10, 1 процент) ытларах пулнă.
Пĕлтĕр йытăсем çыртса суранлатнă 67 тĕслĕх вырăн тупнă, 2008 çулта — 25 тĕслĕх. Ку кăтарту 2, 76 хут нумайланнине çирĕплетет.
Паразитла чир-чĕр сарăласси иртнĕ çул районта, 2008 çулхипе илсен, 6, 88 процент чухлĕ сахалланнă. Энтеробиозпа аптракансен хисепĕ 13, 7 процент чухлĕ пĕчĕкленнĕ. Лямблиозпа (лĕпĕ) чирленĕ 3 тĕслĕх (1, 8 хут) ытларах регистрациленĕ.

А. Степанова
Миçе çын пăхнă: 602 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024