Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче, юн кун, район администрацийĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн черетсĕр 40-мĕш ларăвĕ пулчĕ. Унта район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсем, кану центрĕсемпе çурчĕсен тата ялсенчи тĕслĕх библиотекăсен заведующийĕсем хутшăнчĕç. Депутатсем Мускаври террактсем вăхăтĕнче вилнисене сума суса пĕр минут шăп тăчĕç. Вĕсем малалла çакăн пек кун йĕркине çирĕплетрĕç: 1. Район территорийĕнче терроризмран тата экстремизмран асăрханмалли мерăсем çинчен. 2. Район Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен. 3. Районăн 2009 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен калакан отчета çирĕплетесси çинчен. 4. Районăн 2011—2012 çулсенчи экономикăпа социаллă аталану программине çирĕплетесси çинчен. Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа ларура районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ П. Г. Андреев, Раççей ФМСĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн районти территори пункчĕн пуçлăхĕ Н. А. Андреева тата район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ Н. И. Васильев, иккĕмĕшпе — юридически пай пуçлăхĕ Л. И. Артемьев, виççĕмĕшпе — финанс пайĕн пуçлăхĕ Р. А. Николаева тата район депутачĕсен Пухăвĕн ревизи комиссийĕн председателĕ О. И. Арманова, тăваттăмĕшпе экономика аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ А. В. Михайлова тухса каларĕç. Тăваттăмĕш ыйтăва пăхса тухнă чухне район пуçлăхĕ С. А. Николаев та сăмах илчĕ. "Паянхи ларăва пысăк активпа ирттерни ăнсăртран мар. Ку программăна кашни отрасльпех тĕплĕн пăхса тухса хатĕрленĕ. Районсен 2008 çулхи кăтартăвĕсемпе кашниех сайтра паллашма пултарать: эпир — 9-мĕш вырăнта. Иртнĕ çулхи кăтартусене хальлĕхе пĕтĕмлетеймен-ха”, — терĕ Станислав Андреевич. "Вăл е ку задачăсене татса парасси кашнин яваплăхĕнчен килет, — палăртрĕ район пуçлăхĕ малалла. — Ял хуçалăхнех илер-ха. "Красное Сормово” хуçалăх ертÿçисем, акă, тĕллевлĕ вăй хурас тесе, навигаци системи туяннă, ăна ĕçе кĕртесшĕн. Çĕрпе эффективлă усă курма май параканскере "Таябинка” агрофирмăра ĕçлеттереççĕ те ĕнтĕ. Депутатсем паян çирĕплетекен программа ертÿçĕсен ялан сĕтел çинче пулмалла, — пĕлтерчĕ район пуçлăхĕ. — Вăл е ку енĕпе никĕслĕ пулса тăракан ял тăрăхĕсем пирки тахçантанпах сăмахлатпăр ĕнтĕ — малалла вара куçăм çукпа пĕрех. Çур аки те çывхарать. Вăрлăх пахалăхĕ енĕпе вара республикăра юлса пыратпăр. Энергосетьсем юхăнса пыраççĕ, анчах вĕсене çĕнетмелли проектсем хатĕрлессипе япăх ĕçлетпĕр. Малашлăха пăхмалла, умрине курмалла, яваплăха çирĕппĕн туймалла. Района инвесторсем пысăк проектсемпе килме тытăнни те савăнтарать, вĕсемпе таччăн çыхăнса ĕçлеме хамăрăн хатĕр пулмалла”. Станислав Андреевич халăх хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатмаллине, патшалăх района паракан пулăшу калăпăшĕ пысăккине çынсем патне çитермеллине, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ май, вăрçă ветеранĕсем çине тимлĕх ытларах уйăрмаллине каларĕ. Район пуçлăхĕ кунпа пĕрлех Л. С. Артемьев, Ю. А. Ильин, Ю. В. Никандров депутатсен çÿп-çап турттарса тухассипе, "Кĕçĕн Шетмĕ — Ванюшкасси” маршрутпа автобус çÿретессипе, ялти пĕвесене тасатассипе, Кĕçĕн Шетмĕри Э. М. Юрьев ячĕллĕ музей — ÿкерчĕксен галерейине уçма укçа-тенкĕпе пулăшассипе, Çĕнĕ Выççăлкăри Ункă тата Кураковсен урамĕсене шыв пăрăхĕсем хурассипе çыхăннă ыйтăвĕсене хуравларĕ. 2010 çула районта Чечексен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Ку тĕлĕшпе тата ял-урамсене тирпейлĕ тытассипе тăракан задачăсем çинче ларура район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ, тирпей-илем кĕртес енĕпе ĕçлекен районти комисси председателĕн çумĕ С. Ф. Григорьев тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтупа та ĕçлĕ йышăнусем турĕç.
В. Данилов
|