Çурхи уй-хир ĕçĕсем кăçал ытти çулхинчен юларах килчĕç. Çĕр çынни çапах пуçне усмарĕ — çуртрисемпе çĕр улмине планпа пăхнă чухлех акса-лартса хăварчĕ. Хресченĕн кăмăлне пĕлнĕ пекех, çумăрсем çуса иртрĕç. Çанталăкĕ те ăшăтрĕ. Акнă-лартнă культурăсем шăтса тухса вăй илме пуçăнчĕç. Районти комисси членĕсем (председателĕ — район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика енĕпе ĕçлекен çумĕ, ял хуçалăх, экономика тата обществăлла инфратытăм управленийĕн начальникĕ И. В. Степанов) çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче ял хуçалăх таварĕсем туса илекен предприятисенче пулчĕç, уй-хирте çитĕнекен культурăсем епле аталанса вăй илнине хакларĕç. Çул çÿреве çавăн пекех хуçалăхсен ертÿçисемпе агрономĕсем тата ял тăрăхĕсе пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсемпе пĕрлех район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров та пулчĕ.
Чи малтанах пурте пĕрле тулли мар яваплă "Таябинка” Агрофирма” пĕрлешĕвĕн "Красноармейски — Çĕрпÿ” автоçул хĕрринчи пăрçа пуссине çитрĕç. А. П. Афанасьев генеральнăй директор каланă
...
Малалла вула »