Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çырăвĕ вăхăтĕнче Чăваш Республикинче ялан пурăнакан 1251,6 пин çынна шута илнĕ. Ку енĕпе пирĕн республика Раççей Федерацийĕнче 40-мĕш вырăн йышăнать.
Халăх йышлăхĕ 1 тăваткал километр пуçне 68, 4 çын тивет, çакă — Мускавпа Санкт-Петербург хулисем, Мускав облаçĕ, Ингушети, Çурçĕр Осети-Алани, Чечен, Кабарда-Балкар Республикисемпе Краснодар крайĕ хыççăн 9-мĕш вырăн. ЧР халăх йышĕ 1313,8 пин çынран (2002 çулта) 1251,6 пине çити е 62,2 пин çын (4,7 процент) чухлĕ чакнă. Шупашкар хулипе Шупашкар районĕнчисĕр пуçне (вĕсенче 2,6 тата 7,1 процент ÿснĕ) халăх йышĕ пур хулапа районта та пĕчĕкленнĕ, уйрăмах Улатăр (20,3 процент), Хĕрлĕ Чутай (19,8), Пăрачкав (19,2) тата Çĕмĕрле (19) районĕсенче.
Халăх йышлă пурăнакан хуласем, малтанхиллех, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар, вĕсенче пурĕ 588,5 пин çын е республикăри çынсен 47 проценчĕ (2002 çулта — 44) пурăнать.
Хуласенче пурăнакансен йышĕ 2010 çулта 58,8 процентпа (2002 çулта
...
Малалла вула »