Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Çĕртме » 21 » Халăх çыравĕ мĕн кăтартать?
Халăх çыравĕ мĕн кăтартать?
23:20
Сăн ÿкерчĕк
Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çырăвĕ вăхăтĕнче Чăваш Республикинче ялан пурăнакан 1251,6 пин çынна шута илнĕ. Ку енĕпе пирĕн республика Раççей Федерацийĕнче 40-мĕш вырăн йышăнать. 
Халăх йышлăхĕ 1 тăваткал километр пуçне 68, 4 çын тивет, çакă — Мускавпа Санкт-Петербург хулисем, Мускав облаçĕ, Ингушети, Çурçĕр Осети-Алани, Чечен, Кабарда-Балкар Республикисемпе Краснодар крайĕ хыççăн 9-мĕш вырăн. ЧР халăх йышĕ 1313,8 пин çынран (2002 çулта) 1251,6 пине çити е 62,2 пин çын (4,7 процент) чухлĕ чакнă. Шупашкар хулипе Шупашкар районĕнчисĕр пуçне (вĕсенче 2,6 тата 7,1 процент ÿснĕ) халăх йышĕ пур хулапа районта та пĕчĕкленнĕ, уйрăмах Улатăр (20,3 процент), Хĕрлĕ Чутай (19,8), Пăрачкав (19,2) тата Çĕмĕрле (19) районĕсенче. 
Халăх йышлă пурăнакан хуласем, малтанхиллех, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар, вĕсенче пурĕ 588,5 пин çын е республикăри çынсен 47 проценчĕ (2002 çулта — 44) пурăнать. 
Хуласенче пурăнакансен йышĕ 2010 çулта 58,8 процентпа (2002 çулта — 60,6), ялтисен 41,2-пе (39,4) танлашнă. 2010 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕ тĕлне хула типлă 8 поселока республика законодательствипе килĕшÿллĕн ялсен категорине кĕртнĕ. 2002 çулхи çырав вăхăтĕнче вĕсем хуласем пулнă. Ун чухнехи çырав вăхăтĕнче республикăри 14 яла ялан пурăнакансемсĕр шута илнĕ, вĕсенчен 12-шне 2004 çулта ЧР Патшалăх Канашĕн постановленийĕпе мĕн пур çынсене урăх ялсене куçарнăран учетран кăларнă. 
Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çырăвĕн малтанхи итогĕсемпе ялан пурăнакансемсĕр 17 яла шута илнĕ. Ку çырав кунпа пĕрлех Раççейре те, çав шутрах пирĕн республикăра та хĕрарăмсем арçынсенчен 87,2 пин нумайраххине çирĕплетет (2002 çулта 96,3 пин). Çыравра 582,2 пин арçынна (46,5 процент) тата 669, 4 пин хĕрарăма (53,5) шута илнĕ. 2002 çулта вара вĕсем 46,3 тата 53,7 процентпа танлашнă. 

Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çырăвĕн малтанхи итогĕсем тăрăх, пирĕн районта 16037 çын пурăнать, çав шутра арçынсем 7673-ĕн (47,8 процент), хĕрарăмсем 8364-ăн (52,2). 2002 çулхи çыравра ку кăтартусем 47,6 тата 52,4 процент пулнă. Кашни 1000 арçын пуçне 1090 хĕрарăм тивет (2002 çулта — 1100). Районта 89 ял, çав шутра 1 çынран пуçласа 10 çын таранччен пурăнаканнисем — 1, 11-тен 50 çын чухлĕ пурăнаканнисем — 20, 51-рен 100 çын таранчченхисем — 24, 100 çынран ытларах пурăнаканнисем — 44 ял.
Миçе çын пăхнă: 580 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (22.06.2011 16:08) [Материал]
Трак тăрăхĕнче епле?

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024