Карай ял тăрăхĕн администрацийĕнче чăвашсен паллă çар пуçĕ тата поэчĕ Искей Пайтулĕ вилнĕренпе 340 çул çитнине анлăн паллă тума хатĕрленекен йĕркелÿ ушкăнĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ
Д.Ф.Платонов тата районти историпе краеведени музейĕн директорĕ
В.С.Серафимов ертсе пычĕç. «Чăваш халăх паттăрĕ Пайтул - пирĕн ентеш» уява ирттерме тĕплĕ сценари çырса хатĕрленĕ (авторĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çĕньял Карай каччи, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн режиссер-постановщикĕ). Чаплă мероприятие Чăваш Республикинчи паллă историксемпе çыравçăсем, таврапĕлÿçĕсем, артистсемпе эстрада юрăçисем тата Трак тата Злĕк тăрăхĕсенчи фольклор ушкăнĕсем хутшăнмалла. Çавăн пекех театрализациленĕ уява Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпÿ, Элĕк тата Трак ен район пуçлăхĕсем килсе çитмелле. Карайсем Искей Пайтулĕ çуралса ÿснĕ ял лапамĕнче асăну юпи лартма палăртнă. Уяв концертне чăвашсен паллă юрăçисем Ф.Васнар, А.Ильин, В.Леонтьев, Н.Степанова, В.Г
...
Малалла вула »