Вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, Кайри Карăк ялĕнчен инçех мар — "Красноармейски — Шупашкар” автоçулпа юнашар облицовка кирпĕч туса кăлармалли çĕнĕ завод пулмалла. Ăна Шупашкарти хупă йышши "Тус” акционер пĕрлешĕвĕ тăвать. Инвестицисен калăпăшĕ — 1,1 миллиард тенкĕ. Çулталăкра 60 миллион штук кирпĕч кăларма тытăнмалла.
"Трак керамики” завод территорийĕ пĕтĕмпе 10 гектар йышăнать. Халĕ ун тавра бетон плитасем вырнаçтарса карта тытнă. Столовăй, пĕрремĕш ытти объектсене тума пуçăннă. Пĕрремĕш кирпĕче кунта 2013 çулхи çулла кăлармалла.
Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче завод территорийĕнче никĕс хывма тытăнас умĕн экскаватор пĕрремĕш кубла метр тăпра кăларса тиесе янă ятпа савăнăçлă митинг пулчĕ. Ăна хупă йышши "Тус” акционер пĕрлешÿ ертÿçи Н. Ф. Угаслов уçрĕ, çак евĕр завод Тутарстанрисĕр пуçне пирĕнпе кÿршĕллĕ республикăсенче урăх çуккине, Трак енри тăм питĕ паха чĕр тавар пулнине, кирпĕче Европăри çĕр-шывсен технологийĕпе туса кăлармаллине, ку завод шăпипе республика
...
Малалла вула »