Вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, Кайри Карăк ялĕнчен инçех мар — "Красноармейски — Шупашкар” автоçулпа юнашар облицовка кирпĕч туса кăлармалли çĕнĕ завод пулмалла. Ăна Шупашкарти хупă йышши "Тус” акционер пĕрлешĕвĕ тăвать. Инвестицисен калăпăшĕ — 1,1 миллиард тенкĕ. Çулталăкра 60 миллион штук кирпĕч кăларма тытăнмалла. "Трак керамики” завод территорийĕ пĕтĕмпе 10 гектар йышăнать. Халĕ ун тавра бетон плитасем вырнаçтарса карта тытнă. Столовăй, пĕрремĕш ытти объектсене тума пуçăннă. Пĕрремĕш кирпĕче кунта 2013 çулхи çулла кăлармалла. Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче завод территорийĕнче никĕс хывма тытăнас умĕн экскаватор пĕрремĕш кубла метр тăпра кăларса тиесе янă ятпа савăнăçлă митинг пулчĕ. Ăна хупă йышши "Тус” акционер пĕрлешÿ ертÿçи Н. Ф. Угаслов уçрĕ, çак евĕр завод Тутарстанрисĕр пуçне пирĕнпе кÿршĕллĕ республикăсенче урăх çуккине, Трак енри тăм питĕ паха чĕр тавар пулнине, кирпĕче Европăри çĕр-шывсен технологийĕпе туса кăлармаллине, ку завод шăпипе республика Правительстви те интересленсех тăнине, çавăнпах строительсен яваплăхĕ çав тери пысăккине палăртрĕ. Митинга район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров та хутшăнчĕ. Владимир Валерьянович чи малтанах ку строительствăна пуçăннăшăн хупă йышши "Тус” акционер пĕрлешĕвĕн ертÿçине тав турĕ. "Çак ĕçрен эпир те аякра тăма пултараймастпăр. Пĕлтерĕшĕ районшăн калама çук пысăк. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те пулаççĕ пирĕн çынсем валли. Завод строительствипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă 3 ларăва хутшăнма тиврĕ. Вăл хута каясса тем пекех кĕтетпĕр”, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Унтан строительсен ертÿçи Н. Ф. Угаслов ырă йăлапа экскаватор алтăрĕ çинче шампански кĕленчине çапса çĕмĕрчĕ. 1992 çултанпа экскаваторпа ĕçлекен И. П. Григорьев пĕрремĕш алтăр тăпра кăларса автомашина кузовĕ çине тиерĕ. Çакна пухăннисем — строительсемпе хăнасем — алă çупса йышăнчĕç. Пĕрремĕш утăм пур! Никĕс хывма пуçăнас умĕнхи пархатарлă ĕçе Красноармейскинчи Иоанн Креститель ячĕпе тăракан чиркÿри Василийпе Анатолий аттесем светить турĕç, строительсене "ĕçĕрсем ăнса пыччăр”, терĕç. Сăн ÿкерчĕксенче: "Тус” пĕрлешÿ ертÿçи Н. Ф. Угаслов ырă йăлапа экскаватор алтăрĕ çинче шампански кĕленчине çĕмĕрет; И. Григорьев экскаваторщик пĕрремĕш алтăр тăпрана автомашина çине тиет; район администрацийĕн пуçлăхĕн В. В. Александровăн пулас завод ертÿçисемпе канашламалли пурах.
В.Данилов |