Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Раштав » 24 » 2011 ÇУЛ - ШУРĂ КУШАК ÇУЛĔ
2011 ÇУЛ - ШУРĂ КУШАК ÇУЛĔ
19:30
Сăн ÿкерчĕк
Çывхарса килекен 2011 çул Хĕвел тухăç гороскопĕпе Шурă Кушак е Кролик çулĕ. Мĕншĕн тӳрех икĕ чĕр чуна асăнаççĕ-ха? Китайпа Японин астрологи системисем кăштах уйрăлса тăнипе иккен. Пирĕншĕн, анăç культурине çывăх çынсемшĕн, кушакпа кролик хушшинче пысăк уйрăмлăх пек туйăнать. Анчах та тухăçра пурăнакансем урăхларах шутлаççĕ курăнать. Вĕсемшĕн чи кирли – çак икĕ чĕр чун та тăватшар ураллă, иккĕшĕ те «шывран тип-типĕ тухма» пултараççĕ. Çывхарса килекен çул чи кирли шăпах çакă пулса тăрать те. Каларăмăр ĕнтĕ, çитес çула Кушак çулĕ тесен те, Кролик çулĕ тесен те йăнăш мар. Эпир Кушак çинче чарăнар-ха.
Шурă Кушак пĕр вăхăтрах харсăр тата асăрхануллă, чыса юратать тата сăпайлă, хутшăнма кăмăллать тата виçеллĕ, нумай пĕлме юратать тата хăйне тытма пĕлет, сӳрĕк тата çине тăракан, вичкĕн тата ансат… Çапах та Шурă Кушак ытларах дипломат, кĕрешӳçĕ мар. Çавăнпа та çитес çул шăпа хирĕçекенсемпе çапăçакансен енче пулмĕ.
Уяв сĕтелĕ çине мĕн лартмалла-ха Çĕнĕ çул хуçине юрас тесен? Кушакпа Кролик тĕрлĕ апат юратнине шута илсен, иккĕшĕ те килĕштерекен апат пулмалла сĕтел çинче. Кушак, тĕслĕхрен, пулă, сĕт, хăйма, сыр, йогурт юратать. Апат хатĕрленĕ чух çак компонентсем пулччăрах. Ашран та сăмсине пăрса иртмест вăл: ăшаланă кăвакал-хур, кăлпасси… Ан манăр: кролик ашĕ ан пултăр сĕтел çинче. Сысна ашĕпе тăварланă пахча çимĕç те вырăнсăр. Кролик та кăмăллă пултăр тесен сĕтел çинче пахча çимĕçрен (уйрăмах кишĕртен) хатĕрленĕ апат, укроп-петрушка пултăр. Хăш-пĕр кушаксем улма-çырла çинине шута илсен, панулми-банан таврашсĕр кĕреке илемлĕ пулмĕ. Кролик уйрăмах груша, хăмла çырли, хура хăмла çырли тата хурăн çырли кăмăллать. Çак чĕр чун хăй умĕнче пĕрмай апат тăнине юратать, çавăнпа та уяв сĕтелĕ апатсăр пĕр самант та ан тăтăр.

ЙĔКЕХӲРЕ (1924, 1936, 1948, 1960, 1972, 1984, 1996, 2008)

Йĕкехӳресем пĕр вырăнта ларма юратмаççĕ, çине тăраççĕ, ирĕклĕхе юратаççĕ. Шел пулин те, çак пахалăхсем çитес çул ура кăна хураççĕ. Яланах асра тытăр: Кушак тирпее, киле юратать, кам-тăр ыттисенчен пач уйрăлса тăнине чăтма пултараймасть. Çулталăк хуçине юрас тесен сирĕн «шăхлич мĕнле кĕвĕ каланине кура ташлама» тивет: кирлĕ сăмахсем шырамалла, хăвăра тирпейлĕрех тытмалла. Чăтăмлăрах пулăр. Сывлăха илес пулсан, Йĕкехӳрен çитес çул шыв патĕнче нумайрах вăхăт ирттермелле.

ВĂКĂР (1925, 1937, 1949, 1961, 1973, 1985, 1997, 2009)


Сире вара Кушак çĕнĕ çулсем уçса парать, плансене пурнăçа кĕртме, çĕнтерме май туса парать. Апла-тăк пĕр вырăнта лармалла мар, малалла ăнтăлмалла. Хăвăршăн интереслĕ сĕнӳсем çителĕклĕ илтетĕр. Шурă Кушак сирĕн пурнăçăра çавра çил пек тăвать, анчах унран тупăшĕ те сахал мар пулать. Çемьеллĕ пурнăçра Вăкăрăн хутшăнусене çирĕплетме тăрăшмалла, çĕнĕ партнер шырама кирлĕ мар.
Сывлăх çирĕпрех пултăр тесен Вăкăрăн ӳсен-тăранран хатĕрленĕ апат – салатсем, пахча çимĕç, тип çу, калчалантарнă тĕш тырă çимелле. Çак апат сире вăйлă тата сывлăхлă пулма май парать.

ТИГР (1926, 1938, 1950, 1962, 1974, 1986, 1998)

Хастар, хăюллă, авантюрăсене явăçма хăраман Тигр килте ларма юратакан Кушакăн кăмăлне каять теме çук. Паллах, çулталăк хуçи сире, тискер чĕрчун паллипе çуралнисене, хирĕç тăраяс çук-ха, анчах пулăшу та ан кĕтĕр. Хăвăр çине кăна шанма тивет. Ăнăçу çулĕ çинчи чăрмав сирĕншĕн… эсир хăвăр. Шутламасăр тунă ĕç, хăйне хăй тӳрре кăларман агресси Шурă Кушак çулĕнче инкек патне илсе çитерме пултарать. Укçа ĕçлесе илме тата карьера пусмипе çӳлелле хăпарма вара сире Çулталăк хуçи пулăшать, хăвăр таврари çынсемпе ырăрах кăна пулмалла. Тигрăн яланах асра тытмалла: унăн тĕп козырĕсенчен пĕри – интуици. Çитес 12 уйăхра сирĕн алкоголь ĕçмелле мар, пĕвершĕн хăрушă. Çул çинче асăрхануллăрах пулăр.

КУШАК (КРОЛИК) (1927, 1939, 1951, 1963, 1975, 1987, 1999)

Сире чи малтанах саламламалла – ку сирĕн çул. Анчах хăш-пĕр асăрхаттарусене шута илмеллех. Иртсе пыракан çулта сиртен нумайăшĕ хал пĕтнине сисрĕ пуль, çавăнпа та тӳрех татăклă утăмсем тума йывăртарах пулĕ. Çапах та вăхăта сая ан ярăр, хăвăртрах шăпана алла илĕр. Çулталăкăн пĕрремĕш пайĕ çĕнетӳ тапхăрĕ пек иртет. Тĕпрен илсен Кушак вăйлă, сиксе ӳкмест тееймĕн ăна. Вăл лăпкă та киле юратаканскер, çав вăхăтрах акăш-макăш хĕрӳллĕ те. Анчах та çакăн пек «ялкăшусем» вăраха пымаççĕ, Кушак спринтер, стайер мар. Çитес çул сирĕн вăрăм дистанцисене чупма вĕренмелле, канасси пăхса та курăнмасть сирĕншĕн. Вăхăтпа вăя тĕрĕс шайлаштарма вĕренмелле – вара çĕнтерӳçĕсен йышне лекетĕрех. 2011 çулта тĕрĕс режимпа пурăнсан ăнăçу та сирĕн енче, сывлăхăр та çирĕп пулĕ.

АÇТАХА (1928, 1940, 1952, 1964, 1976, 1988, 2000)

Аçтаха паллипе çуралнисем вăйлă çынсем, вĕсем нумай чух йывăр, анчах та ирĕклĕ çул суйласа илеççĕ хăйсем валли. Шурă Кушак кун пеккисене кăмăллать-и? Тĕпрен илсен кăмăллать, анчах вăл Аçтахана ытла татăклă теме пултарать. Максимализм тенине вара çăмламас хуçа килĕштермест. Çавăнпа та Аçтахан çакна шута илмелле, вăл вĕт çитĕнӳ тунă чух ытларах чухне «е пĕтĕмпех, е нимĕн те» принциппа усă курать. 2011 çулта ку девиза пăрахăçламалла, пысăк ĕç пуçламалла мар. Çемье çине ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшăр, ытларах чух ĕçри çитĕнӳсем сирĕншĕн çывăх çынсемпе хутшăнусем еплерех пулнинчен килеççĕ. Сывлăх енчен илес пулсан, Аçтахан ват хăмпине тĕрĕслеттермелле тата организма тасатмалла. Шăмă сыпписем çине те тимлĕх уйăрмалла. Сыпăсем «чĕриклетни» эсир ыттисене хытă критиклеме юратнин палли, таврари ĕç-пуçа, çынсене мĕнле пур, çапла йышăнма хăнăхăр.

ÇĔЛЕН (1929, 1941, 1953, 1965, 1977, 1989, 2001)


Çĕлен паллипе çуралнисем чăтăмлă, ĕçчен тата витĕр куракан çынсем. Вĕсем хуть мĕнле лару-тăрăва та хăвăрт хăнăхаççĕ. Кушак çине вăйлă витĕм кӳрет Çĕлен. Çакă мĕн парать-ха сире Çĕнĕ çулта? Чи лайăххине кăна! Халь эсир ытларах мĕн чухлĕ ĕмĕтленетĕр, çавăн чухлĕ нумайрах илетĕр. Анчах манса ан кайăр, ку медалĕн те тӳнтер енĕ пур: йăлтах ăнса пынипе виçелĕх туйăмĕ пирки ан манăр. Çавăнпа та сапăрлăх, чăтăмлăх çинчен пĕр самантлăха та манмалла мар. Авторитетлă, ăслă çынсем каланине итлемелле. Ĕçре те аслисен шухăшне шута илмелле. Сывлăх пирки: куçсене упрамалла. Çут çанталăкăн лăпкă ландшафчĕсене пăхса савăнассине йăлана кĕртмелле. Шыва кĕни те питĕ усăллă.

ЛАША (1930, 1942, 1954, 1966, 1978, 1990, 2002)

Лаша паллипе çуралнисем активлă, вăйлă тата улшăнчăк характерлă. Ку ырă сунакан, оптимистла, анчах хăш чух йĕркене пăхăнман паллă. Йĕркене пăхăнманнине вара Кушак юратмасть, вăл асăрхануллă пулнипе тепĕр çул хăш-пĕр пуçарусем аталанаймаççĕ. Куншăн ан тарăхăр. Тимлĕ пулăр, пурнăç çĕнĕлĕхсем валли «хапха» уçнă чух çывăрса ан юлăр. Кашни Лаша çул кукăрĕнче кирлĕ пек пăрăнса ĕлкĕреймест, ку сирĕн тимлĕхĕртен килет. Ĕçлĕ çыхăнусемшĕн, çĕнĕ паллашусемшĕн, вĕренӳшĕн ăнăçлă вăхăт. Çĕнĕ професси, хушма пĕлӳ илме çăмăл пулать. Лашасенчен нумайăшĕн 2011 çулта атте-анне пулма шанăç пур.

КАЧАКА (1931, 1943, 1955, 1967, 1979, 1991, 2003)

Кама-кама та, Качакана вара Кушак юратать. Уйрăмах çитес çул хамăр тăхăмсен еткерлĕхне тĕпчес ĕçпе аппаланакансене ăнăçу кĕтет. Çĕр ĕçне кăмăллакансен те пĕтĕмпех ăнать. Кушак çулĕ çавăн пекех çурт тума тытăнмашкăн, хăнăхнă пурнăç йĕркине çирĕплетмешкĕн, ăсталăха туптамашкăн аван. Çав вăхăтрах Качака реформăсем тăвас йăлине те пăрахмасть. Хăй кăна куракан çĕнĕ тусем çине хăпарнине Качакан тусĕсемпе ĕçтешĕсем ăнланмасса пултараççĕ. Çавăнпа та, тен, юлташсене те улăштарма тивет… Çĕнĕ çулта Качакасенчен нумайăшĕ пурăнмалли вырăна улăштарать. Шурă Кушак çулĕнче илнĕ çурт-йĕр ăнăçлă пулать. Сирĕн вăй-хал тата сывлăх хуть мĕнле ĕç пуçлама та çителĕклĕ, хăвăра шанма кăна ан пăрахăр. Шăнса пăсăласран асăрханмалла, чирлесен курăксемпе сипленмелле.

УПĂТЕ (1920, 1932, 1944, 1956, 1968, 1980, 1992, 2004)

Упăте çулĕнче çуралнисем пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлмеççĕ, кутăн, çав вăхăтрах тем те шухăшласа кăларма тата ĕмĕтленме ăста. Кушака çакă килĕшет тесех калаймăн, çавăнпа Упăтесен 2011 çулта кăткăслăхсем те пулма пултараççĕ. Çук, çулталăк хуçи тавăрасшăн мар сире, анчах Кушакăн ури чĕрнесĕр мар. Чăтăмлăрах пулмалла. Сирĕнпе пĕр шухăшлисен тата тусăрсен хушшинче шăпах Упăтен опычĕ кирлĕ пулать. Юлташăрсем сире умăра тĕллев лартса кирлĕ çул суйласа илме пулăшаççех. Тĕпрен илсен сывлăхăр çирĕп пулать, анчах шăпа çине ан кӳренĕр, кам çине-тĕр çилленсе ан çӳрĕр. Начаррине усал тĕлĕк çинчен маннă пек хăвăрт манма тăрăшмалла, вара лăпкă пурăнма вăй-хал хăвăртрах пухăнĕ.

АВТАН (1921, 1933, 1945, 1957, 1969, 1981, 1993, 2005)

Иртсе пыракан çулта Автанăн пурнăçĕ те, ĕçĕ-хĕлĕ те ăнса кăна пынă, Çĕнĕ çулта вара сирĕн хăвăр çине кăна шанмалла. Халиччен хăйпе хăех пулса пыракан ĕçсем халĕ йывăррăн пурнăçланаççĕ. Ан кулянăр – пĕр чарăнми малалла кăна чупмалла мар вĕт, канса та илмелле. Çитес çул сирĕн халиччен тунă çитĕнӳсене çирĕплетмелле. Йăлтăр-йăлтăр та вĕр çĕнни патне ан талпăнăр, пуçланă ĕçсене вĕçне çитерĕр. Çемьере те нимĕн те улăштармалла мар. Сывлăх пирки: апата суйласа çийĕр, организма токсинсемпе «тултарас» хăрушлăх пур. Ӳсен-тăранран хатĕрленĕ апат шăп кăна юрăхлă сирĕншĕн.

ЙЫТĂ (1922, 1934, 1946, 1958, 1970, 1982, 1994)

Йытăпа кушак çинчен нумай сăмах-юмах çӳрет пулин те хăрама кирлĕ мар. Çак чĕр чунсене иккĕшне те усракансем аван пĕлеççĕ: йытăпа кушак питĕ туслă пурăнаççĕ. Апла-тăк Йытă çулĕнче çуралнисен шăпи çитес çул шанчăклă алăра. Йытă патне иртнĕ 12 çулта пухнă лайăх карма таврăнать. Çак çулсенче эсир «совеçе пĕлсе» пурăннă-тăк, Шурă Кушак сире тав тăватех. Шăпаран кĕтмен парнесем, интереслĕ тата пысăк укçаллă ĕç кĕтмелле, мĕн-тĕр выляса илес шанăç пысăк. Йытта манăçа тухнă парăма тавăрса пама пултараççĕ, тен, еткерлĕх те йышăнма лекĕ. Сывлăх çирĕп пултăр тесен хăвăрпа юнашар пурăнакан е ĕçлекен çынсем çине ан çилленĕр, ан тарăхăр, лăпкă пулăр. Шăлсене тĕрĕслеттерсех тăмалла.

СЫСНА (1923, 1935, 1947, 1959, 1971, 1983, 1995, 2007)

Сысна çулĕнче çуралнисемшĕн çăмăл мар тапхăр пуçланать. Харпăр хăвăршăн мĕн-тĕр тума халь меллĕ вăхăт мар, ыр кăмăллăх ĕçĕсем вара ăнаççĕ. Сыснасен хăйсем ăçта усăллăрах, çавăнта пулма тăрăшмалла. Халь сире пурлăх енчен ним те лекмесен те таврари çынсен юратăвĕ, тавĕ, ырă сăмахĕ сирĕншĕн çителĕклех. Вăхăт çитсен сире шăпа тав тăватех. Çемье хушăнас шанăç пысăк: камăн-тăр – ача, камăн-тăр – мăнук… Сывлăх пирки: сывлăш çулĕсене упрамалла. Ӳпкепе е тип пырпа çыхăннă проблемăсем пулсан сывламалли гимнастика тумалла, пирус туртмалла мар.

Çĕнĕ çул ячĕпе сире, хисеплĕ интернетçăсем!
Миçе çын пăхнă: 766 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 Виталий   (31.12.2010 19:34) [Материал]
Григориан календарĕпе танлаштарсан Хĕвел тухăç календарĕнче Çĕнĕ çулăн çирĕплетнĕ кунĕ çук. Вăл январьте те, февральте те килме пултарать. Шурă Кушак çулĕ Тигр çулне 2011 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнче ылмаштарать.
Кушак тарават, килти хăтлăха пысăка хурать, çавăнпа та Çĕнĕ çула кĕтсе илме хăвăр пата тăванăрсемпе юлташăрсене чĕнĕр, хăвăр та вĕсем патне çулталăк тăршшĕпех хăнана çӳрĕр.
Çурта илемлететпĕр
Çулталăк хуçине – Кушака е Кролике – юрас тесен çуртра çак чĕрчунсене килĕшекен япаласем пулмалла. Чи малтан, паллах, çак чĕрчунсен ӳкерчĕкĕ е çемçе тетте кирлĕ. Чечексем, çуртасем пулччăр çуртра. Çуртасен шучĕ е пиллĕк, е вун пĕр, тĕсĕ сарă, ылтăн, симĕс, шурă е хĕрлĕрех сарă пултăр. Елкăна çурта кĕрекен алăкăн сулахай енне лартмалла. Елкăна яланхи теттесемпе «дождиксемсĕр» пуçне йăлтăртатса тăракан вак укçапа, хĕрлĕ хăюпа илемлетмелле. Мандарин, аçтăрхан мăйăрĕ, хитре хутлă канфетсем вырăн тупсан та лайăх.
Мĕн тăхăнмалла?
Çулталăк хуçи чăн-чăн пусма-тавартан çĕленĕ тумпа пулнине килĕштерет. Тĕсĕ – шурă, хĕрлĕ, кăвак, сенкер, хура, хăмăр, кĕмĕл, сарă. Кĕпене е костюма бисерпа, стразăсемпе илемлетсен аван. Тум йăлтăртатса тăни хальхинче нихçанхинчен те вырăнлăрах. Тепĕр кирлĕ япала: Çĕнĕ çул тумĕнче çăм çип те пулмалла. Çӳç çине те йăлтăртатакан лак сапмалла. Алка-çĕрĕ таврашĕ металран пултăр.
Парнесем
Çывăх çынсем валли парнесем малтанах илсе хума тăрăшмалла. Шутланинчен нумайрах туянăр – «чĕнмен хăнасем» килсен кирлĕ пулатех. Мĕн парнелемелле-ха? Çулталăк хуçи паллиллĕ статуэтка, кружка, брелок, «кролик хăлхиллĕ» çемçе тапочки, карçинкка, куршакри чечек… Мĕн туяннă – çавă лайăх.

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024