Тĕплĕнрех
Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ хăйĕн 2015 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Пĕтĕмлетÿ вара раштавăн 25-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче пулчĕ. Унта уйрăмăн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн пысăк уяв иртрĕ. Уявра К. Ивановăн «Нарспи» поэминчи сыпăксене районти культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем выляса-кăтартса пачĕç. Икĕ сехет çурă тыткăнларĕç поэмăри сăнарсем куракансене: савăнтарчĕç те, хумхантарчĕç те, шухăшлаттарчĕç те… Пĕринчен тепри ăстарах вылярĕç артистсем. «Нарспи» поэмăри самантсене питĕ витĕмлĕ кăтартса пачĕç вĕсем.
Уява пухăннисене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ С.Ю.Молотков саламларĕ. Трак енре Литература тата Константин Иванов çулталăкне тухăçлă ирттерме хастар хутшăннисене Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Малашнехи пурнăçр
...
Малалла вула »