Зоя Алексеевна Нестерова, чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнчеКрасноармейски районӗнчи Анат Кушарялӗнче ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан кӑҫал 90 ҫулхи сумлӑ юбилейне паллӑ тӑваттӑмӑр. Уписем паллӑ ҫыравҫа манмаҫҫӗ. Раштав уйӑхӗн 22-мӗш числинче шкул ачисем Зоя Нестеровӑна халалласа литература каҫне пуҫтарӑнчӗҫ. Уяв каҫне чӑваш чӗлхипе литератури предметне вӗрентекен йӗркелесе пычӗ. Чи малтанах презентаципе усӑ курса пурнӑҫӗпе паллашрӗҫ.
Зоя Алексеевнӑн паллӑрах кӗнекисем: «Чее мулкач» (1984), «Ют арӑма ан чуп ту» (1998), «Арҫынсем те макӑраҫҫӗ» (2003) («Чāваш ен литератури: 2003 ҫулти кӗнеке» конкурсӑн «Чи юратса вулакан чӑваш авторӗ» номинацин ҫӗнтерӳҫи), «Тӑватӑ асамҫӑ» (2006), «Пурҫӑн пӗлӗт айӗнче» (2009). Ҫыравҫӑн «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ?» (2009) кӗнекинче калавсем тата «Ан ман, савни, ан ман», &laqu
...
Малалла вула »