Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2015 » Раштав » 27 » Зоя Алексеевна Нестерова ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ
Зоя Алексеевна Нестерова ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ
10:58
Сăн ÿкерчĕк

Зоя Алексеевна Нестерова, чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнчеКрасноармейски районӗнчи Анат Кушарялӗнче ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан кӑҫал 90 ҫулхи сумлӑ юбилейне паллӑ тӑваттӑмӑр. Уписем паллӑ ҫыравҫа манмаҫҫӗ. Раштав уйӑхӗн 22-мӗш числинче шкул ачисем Зоя Нестеровӑна халалласа литература каҫне пуҫтарӑнчӗҫ. Уяв каҫне чӑваш чӗлхипе литератури предметне вӗрентекен йӗркелесе пычӗ. Чи малтанах презентаципе усӑ курса пурнӑҫӗпе паллашрӗҫ.

Зоя Алексеевнӑн паллӑрах кӗнекисем: «Чее мулкач» (1984), «Ют арӑма ан чуп ту» (1998), «Арҫынсем те макӑраҫҫӗ» (2003) («Чāваш ен литератури: 2003 ҫулти кӗнеке» конкурсӑн «Чи юратса вулакан чӑваш авторӗ» номинацин ҫӗнтерӳҫи), «Тӑватӑ асамҫӑ» (2006), «Пурҫӑн пӗлӗт айӗнче» (2009). Ҫыравҫӑн «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ?» (2009) кӗнекинче калавсем тата «Ан ман, савни, ан ман», «Шырлан хӗррипе» ятлӑ повеҫсем пичетленнӗ. Кунтах унӑн «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ», «Кунта пулман хӑна», «Шурӑ кайӑк» фантастикӑллӑ калавӗсемпе те паллашма пулать. Хайлавсенчи сӑнарсем тӗрлӗ йывӑрлӑха лекеҫҫӗ. Апла пулин те вӗсене ҫӑлаканӗ, йывӑр вӑхӑтра пулӑшма алӑ тӑсса параканӗ те юнашарах тӑрать.

З.А.Нестерова 2000 ҫулта ачасем валли ҫырнӑ калавсемпе юмахсемшӗн тата «Ҫилҫунат» журнал ҫумӗнче тухнӑ «Тӑватӑ асамҫӑ» кӗнекешӗн Красноармейски районӗнчи Литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн Нестер Янкас ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ.

Уявра Упи ял библиотекин заведующийӗ Степанова А.В. кӗнекесемпе тӗплӗнрех паллаштарчӗ. Ун хыҫҫӑн вара Зоя Нестеровӑн тусӗ Константинова Е.М сӑмах илчӗ. Ҫыравҫӑн пурнӑҫӗнчи тӗлӗнмелле самантсем ҫинчен каласа пачӗ. Георгий Леонидович Тусли ентеш ҫыравҫӑ ачасене шкул сакки ҫинчех пултарулӑха аталантармаллине палӑртрӗ. Упи тӑрӑхӗнчен тухнӑ искусство ҫыннисемпе мӑнаҫланнине каларӗ. Уява пуянлатаканӗсем вара вӗренекенсем пулчӗҫ. 2-3 класс ачисем Зоя Нестерова ҫырнӑ «Хура кӗр», «Ҫуллахи ҫумӑр», «Хӗл кунӗ», «Тӑван шкул», «Ҫуралса ӳснӗ ен» сӑвӑсене пӗринчен тепри илемлӗрех вуларӗҫ. 4-мӗш класра вӗренекенсем «Кил хуралҫи», «Кишӗр-мишӗр», «Автанпа тилӗ» юмахсене сцена ҫинче выляса кӑтартрӗҫ. «Ҫавал хумӗсем» кружок членӗсем куракансене «Ача-пӑча вӑййисемпе» савӑнтарчӗҫ.

Малалла сӑмах Упи ял поселенин пуҫлӑхӗ Димитриева Н.И. илчӗ. Вӑл пултаруллӑ ентешсемпе тивӗҫлипех мухтаннине палӑртрӗ. Зоя Алексеевна Нестерова ачасен, ҫитӗннисен чуне витӗр куракан ҫыравҫӑ пулнине уйрӑмах палӑртса каларӗ. «Вӗсем ҫитӗнекен ӑрӑва аталанма пулӑшаҫҫӗ», — тесе вӗҫлерӗ хӑй сӑмахне Надежда Ивановна. Куракансем кӑмӑллӑ. 

Хыпар çăлкуçĕ: http://www.chuvash.org/news/11051.html

Миçе çын пăхнă: 425 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024