Шупашкарта, Чăваш патшалăх филармони керменĕнче "Раççей чăваш пики - 2022" конкурс-ăмăрту иртрĕ. Унта пурĕ Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 21 хĕр-упраç хутшăнчĕ. Красноармейски муниципалитет округĕнчи Трак ен пики, Чатукасси хӗрӗ, Анастасия Егорова та çак конкурса хутшӑнчӗ. Маттур та пултаруллӑ пикене пĕтĕм кăмăлтан САЛАМЛАТПӐР!
Шупашкарта, Чăваш патшалăх филармонийĕн керменĕнче юбилей каçĕ иртрĕ. Унта Трак енри ЧНК уйрăмĕн хастарĕсем те хутшăнчĕç (пурĕ 10 çын). Сăмах май, пирĕн район-округ уйрăмĕ республикăри 26 вырăнти уйрăм хушшинче ирттернĕ конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă, Хисеп хучĕ илме тивĕçлĕ пулнă. Уйрăм ертÿçи Зинаида Михайлова вара çитĕнекен ăрăва вĕрентес тата воспитани парас енĕпе нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашăн Хисеп Грамотине тивĕçнĕ. Саламлатпăр! Маттурсем!
Раштавӑн 8-мӗшӗнче Трак енри шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен методика пӗрлешӗвӗн черетлӗ ларӑвӗ пулчӗ. Хальхинче вӑл Упи шкулӗнче иртрӗ. Учительсем шкулти историпе краеведени музейӗнче пулса курчӗҫ, тăван чĕлхепе класс тулашĕнче ирттернĕ мероприятисене тишкерчĕç, ĕç опычĕпе паллашрĕç: ачасен юрлас-ташлас, сценка выляса кӑтартас, сӑвва илемлӗ вулас ӑсталӑхне пӑхса савӑнчӗҫ.
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен