Красноармейскинче пурăнакан ĕç ветеранне, 90 çулти Валерьян Григорьева хăйсен тăрăхĕнче пĕлмен çын çук. Мăшăрĕпе Мира Никандровнăпа вĕсем 70 çула яхăн килĕштерсе пурăнаççĕ. «Епле çавăн пек пулма пĕлнĕ-ха эсир?» — тĕлĕнеççĕ вĕсенчен Трак енсем. «Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», — тенешкел Валерьян Григорьевичăн ашшĕпе амăшне те Хĕлеçсем хăй вăхăтĕнче çапла каланă. Валерьян Григорьев Хĕлеç ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Григорий Николаевич тăлăх ача пулнă. Аслашшĕ Николай Павлович Тĕнчен пĕрремĕш вăрçи пуçланнă чухне асламăшĕпе Ксения Сергеевнăпа сĕлĕ вырнă. Ăна çавăн чухне вăрçа кайма повестка панă. Вăл ун чухне 30 çул урлă каçнă çын пулнă. 1915 çулхи раштав уйăхĕнче йывăр аманнă. Сызрань хулине госпитале лекнĕ. Ăна операци тунă. 1915 çул вĕçĕнче Николай Павлович киле таврăннă.
... Малалла вула »
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен