Куракансен йышĕнче пĕр чăваш та пулин тупăнатех», - тет Трак енре çуралса ÿснĕ Светлана Калачёва юрăçă. Раççейĕн кирек хăш ял-хулине çитсен те хăйĕнпе: «Эпĕ - чăваш халăхĕн хĕрĕ», - тесе паллаштарать çĕршыв тăрăх тăван чĕлхепе çырнă юрăсене шăрантарса çÿрекен Светлана Калачёва.
«Сенкер тÿпене тинкеретĕп те... Аннен куçĕсем асăма килеççĕ. Пĕр-пĕр музейре кĕнчеле асăрхатăп та ума çăм арлакан кукамай тухса тăрать. Пĕве тĕлне лексен чунăма тăван ялăмри кÿлĕ сулхăнĕ çавăрса илет...», - аса илÿсен авăрне путнă май каласа кăтартрĕ Светлана Калачева.
Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Красноармейски районĕнчи Кулхĕрри Карай ялĕнче иртнĕ. «Тăваттăн çитĕнтĕмĕр эпир. Аттепе аннене колхозра ĕçленĕрен курманпа пĕрех: вĕсем фермăна е хире ирех тухса кайнă та каçхине тин çаврăнса çитнĕ. Пирĕнпе килте кукамай пулнă. Хуçалăхра выльăх йышлă усранă: сурăхсем, вăкă
...
Малалла вула »