Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Трак енре Тĕп вулавăшăн илемлĕх пÿлĕмĕнче "Янкас вулавĕсем" 8-мĕш ăслăлăхпа тавра пĕлÿ конференцийĕ иртрĕ. Ăна Нестер Янкас поэт çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă. Йĕркелекенсем Красноармейски муниципалитет округĕн администрацийĕн социаллă аталану, культура тата архив ĕçĕсен пайĕ, округри Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ тата Чăваш наци конгресĕн Трак енри уйрăмĕ пулнă. Хутшăнакансем пурĕ 15 доклад итленĕ: Борисов Ю.З.«Нестер Янкас пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă документсем»; Васильева К.И. «Ентеш-поэтăмăр яланах пирĕн асра»; Гурьева С.А. «Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ертÿçисем тата Преми лауреачĕсем»; Журавлева М.М. «Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх Уставĕ»; Ершова А.Н. «Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн Хисеплĕ ертÿçин, Николай Ершовăн, архивĕнчи материалсем»; Козлова И.Н. «Янкасçăсен чыслав паллисем»; Константинов В.З. &laq ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 259 | Хăçан хушнă: 21.02.2024 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Красноармейски (Трак ен) тĕп вулавăшĕн пÿлĕмĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕх правленийĕн черетлĕ анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна пĕрлĕхĕн правлени председателĕ Иван Прокопьев-Чураль çыравçă ертсе пычĕ, иртсе пыракан 2023 çулта туса ирттернĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ.
Кунсăр пуçне пайташсем пĕрлĕх ертÿçин çумĕн Виталий Михайлов-Чунтупайăн пĕрлĕх фончĕн укçи-тенки пирки тунă отчётне итлерĕç, Нестер Янкас ячĕллĕ премие илме тата пĕрлĕхĕн чыслав паллисене тивĕçлĕ уйрăм çынсен кандидатурисене пăхса тухрĕç, Нестер Янкас çуралнăранпа 115 çул çитнине тата пĕрлĕх 35 çул тултарнине чыслăн кĕтсе илмелле терĕç. Клавдия Васильева-Тукайăк, Леонид Антонов, Анатолий Алексеев, Георгий Ефимов-Тусли, Николай Никоноров, Владимир Константинов-Улăх паянхи кун тухса тăракан çивĕч ыйтусене çĕклерĕç.
Лару ĕçне ЧНКан Красноармейски (Т ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 306 | Хăçан хушнă: 23.12.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

2023 çулшăн литературăпа искусство тата культура аталанăвĕнче палăрнисене Красноармейски муниципалитет округĕн Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн ятне парассипе çыхăннă сĕнÿсене йышăнма тытăнаççĕ. Çак ĕç 2024 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕччен (Нестер Янкас çуралнă кунĕччен) пырать.
Кашни ырă япала, пултарулăх хăйĕн хакне тивĕçлех. Конкурса иртсе каякан çулта литературăпа искусство тата культура шайĕнче Трак тăрăхĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ, вулакансемшĕн, куракансемшĕн уçăмлă, чун-чĕрене çывăх пысăк пĕлтерĕшлĕ сцена ĕçĕсемпе, юрă-кĕвĕсемпе, куравсемпе, кĕнекесемпе, ытти литература ĕçĕсемпе савăнтарнă, хавхалантарнă ентешĕмĕрсем хутшăнасса шанатпăр эпир.
Пулас лауреатсен ĕç-хĕлне коллективсенче тишкермелле, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн (канашĕн) ларăвĕнче пăхса тухса пĕтĕмлетмелле. Кандидатсенчен автобиографи, çирĕплетнĕ пултарулăх характеристики кĕтетпĕр. Правлени округăн Тĕп библиотекăн вулавăш пÿлĕмĕнче (2-мĕш хутра) вырнаçнă.
... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 305 | Хăçан хушнă: 03.12.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Трак енри Тӗп вулавӑшра ентешӗмӗр Гурий Алексеев-Яманак композитор, музыкант, педагог ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа "Юррӑмсем, юратрӑм эп сире..." юрӑ-кӗвӗ уявӗ иртрӗ. Хисеплӗ те паллӑ ҫыннӑмӑра тӑванӗсемпе тус-юлташӗсем юбилей ячӗпе саламласа ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ. Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем Гурий Федоровичӑн юррисене шӑрантарчӗҫ. Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлех правленийĕн председателĕ Иван Афанасьев "Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ" кăкăр çине çакмалли паллăпа чысларĕ. Тӗлпулу питӗ кӑмӑллӑ иртрӗ. 

Из Энциклопедии Красноармейского района Чувашской Республики: АЛЕКСЕЕВ (псевд. ЯМАНАК) Гурий Федорович (р. 9.11.1938, д. Бурундуки) – композитор и музыкант. Окончил Яманакскую 7- ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 238 | Хăçан хушнă: 24.11.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк

1 ряд: Иван Аршинов, Авраам Бурундуков, Филипп Лукин, Светлана Асамат, Анатолий Михайлов, Олимпиада Агакова, Станислав Ильин. 2 ряд: Вячеслав Петров, Вилорик Романов, Юрий Жуков, Георгий Петров, Николай Алексеев, Николай Эриванов, Юрий Шепилов. 3 ряд: Гавриил Митрофанов, Григорий Моклаков, Пётр Ялкир, Александр Зимин, Юрий Кудаков, Валентин Алексеев. 4 ряд: Владимир Михайлов, Илья Степанов, Николай Зимин, Владимир Долгов, Владимир Васильев. 5 ряд: Николай Филимонов.

Миçе хут пăхнă: 263 | Хăçан хушнă: 11.08.2023 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Фоторепортаж-2

Красноармейски муниципалитет округӗн Тӗп вулавӑшӗнчи "Илемлӗх пӳлӗмӗнче" хисеплӗ те юратнӑ ентешӗмӗрпе, Чӑваш халӑх поэчӗпе, ятлӑ-сумлӑ сӑмах @Павел Семенов талантлӑ ҫыннӑмӑрӑн пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне ырласа та мухтаса ӑшӑ сӑмахсем каларӗ. Юрий Семенович Павел Юрьевича хӑйӗн Ҫырнисен пуххин "Ӳнер ӗшни" ятлӑ 4-мӗш томне парнелерӗ. Трак енри янкасҫӑсем вара Юрий Сементере "Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн хисеплӗ пайташӗ" кăкăр çине çакмалли паллăпа чысларӗҫ. Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем Сементер сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Талантлӑ та ӑста ентеш-поэтӑмӑр Тӗп библиотекӑна хӑйӗн 200 кӗнекине парнелерӗ. Вулавӑш ертӳҫи Наталия Григорьева пысӑк парнешӗн кӑмӑлтанах тав турӗ. Юр ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 259 | Хăçан хушнă: 05.07.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Альбина Соловьева Красноармейски салинче 1953 çулта çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ. Тĕрлĕ шкулта ĕçленĕ. 2006 çултанпа Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче директорта вăй хурать. Ĕç стажĕ - 49 çул. Вăл - Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. «Эпĕ урăх вырăнта ĕçлеме пĕлеес те çук», - тет Красноармейски округĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн директорĕ Альбина Соловьева. Педагогика ĕçне чунтан парăннă çын вăл. Альбина Геннадьевнăпа вĕрентекенĕн çул-йĕрĕ, паянхи пĕлтерĕшĕ пирки калаçрăмăр.

- Альбина Геннадьевна, сирĕн çемьере учительсем пулнă-и?

... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 222 | Хăçан хушнă: 17.05.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Трак енри Нестер Янкас ячӗллӗ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ 2022-мĕш çулшăн паракан Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачӗсене тата ҫак пӗрлӗхӗн сумлă хастарӗсене чысларӗ. Асăннă çулхи лауреатсем: Роза Власова - "Хыпар" издательство çурчĕн журналисчĕ, Людмила Терентьева - эстрада юрăçи, Андрей Николаев (1993-2005) - çыравçă тата таврапĕлÿçĕ Красноармейски салинчи Тĕп вулавăш ĕç коллективĕ. Кунсăр пуçне "Чăваш культурипе искусствине тата литературина аталантарма тÿпе хывнăшăн" ордена Гурий Дубров - таврапĕлÿçĕ тата сăвăç-очеркист, Виктор Данилов - таврапĕлÿçĕ тата журналист тивĕçнĕ. "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медале вара Клавдия Тукайăкĕ поэт-çыравçă тата Владимир Григорь ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 180 | Хăçан хушнă: 04.03.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Николаев Андрей Николаевич (1923-2005), Красноармейски салинче пурăннă Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕ, учитель-педагог, шкул директорĕ, РОНО ертÿçи, РОНОн методика пÿлĕмĕн ертÿçи, тăван ен историйĕпе таврапĕлÿлĕх музейĕн заведующийĕ, хăй тĕллĕн аталаннă сăвăç-çыравçă, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, РСФСР çут ĕç отличникĕ Педагогпа наставник çулĕнче çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа тата авторăн çĕнĕрен пичетленсе тухнă «Аслă Атăл юххине тухасчĕ...» сăвăсемпе юрăсен пуххишĕн Нестер Янкас ячĕллĕ Премийĕн лауреачĕ ята тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Красноармейски муниципалитет округĕнчи «Тĕп вулавăш» бюджет культура учрежденийĕ тăратнă.
НИКОЛАЕВ Андрей Николаевич (р. 9.2.1923, д. Ванюшкасы –13.10. 2005) – учитель. Окончил Чебоксарское педучилище (1940), исторический факультет Чебоксарск ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 165 | Хăçан хушнă: 04.03.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Терентьева (Тимофеева) Людмила Михайловна, Чăваш Республикин Вăрнар муниципалитет округĕн Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Нурăс вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен педагог тата эстрада юрăçи, чăваш юрри-кĕввине Чăваш Республикин тĕрлĕ тăрăхĕнче анлă сарнăшăн, Трак ен халăхне "Шетмĕпе Çавал кĕввисем" фестивальте хăйĕн ăсталăх-пултарулăхĕпе паллаштарсах тăнăшăн тата 2022 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикинчи Вăрнар муниципалитет округĕн «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Нурăс вăтам шкулĕ» бюджет учрежденийĕ тăратнă.
Терентьева Людмила Михайловна, родилась 29 февраля 1964 года в с.Исаково Красноармейского района Чувашской Республики.
Терентьева Людмила Михайловна В 1971 году поступила в 1 класс Исаковско ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 167 | Хăçан хушнă: 04.03.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Красноармейски салин Тĕп библиотекăн вулав пÿлĕмĕнче Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ Вӗрентекен ҫулталӑкне халалласа "Нестер Янкас вулавӗсем" наукӑпа таврапӗлӳ конференцийӗ иртрӗ. Вӑл кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут пулчĕ. Конференцие хутшӑннисем Трак енри Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗсен тата вĕсен династийĕсен педагогикӑри сумлӑ ӗҫӗсем ҫинчен калаҫрӗҫ. Чӑннипех те мухтавлӑ та хисеплӗ ентеш-вӗрентекенсем. Сӑмах май каласан, "Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ" ятпа тӗрлӗ вӑхӑтра пурӗ 12 ҫынна чысланӑ, "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ" ята вара 45 вӗрентекен тивӗҫнӗ. Вӗсем - Трак енӗн кун-ҫулне пуянлатакансем, вӗсем - ҫитӗнекен ӑрӑва ӑс-хакӑл парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратакансем. Конференцие Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленйĕн председателĕ ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 165 | Хăçан хушнă: 04.03.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 3 4 ... 57 58 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2025  »
Тн Ыт Юн Кç Эр Шм Вр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2025